Иоанн 4
4
4-мӗш сыпӑк
Иисуспа Самари хӗрарӑмӗ
1Иисусӑн вӗренекенӗсем йышлансах пынӑ, Вӑл Иоанран та ытларах шыва кӗртет текен хыпар фарисейсем патне ҫитнӗ. 2Тӗрӗссипе вара, Иисус Хӑй шыва кӗртмен, вӗренекенӗсем кӗртнӗ. 3Фарисейсем Хӑйӗн ҫинчен илтнине пӗлсен Иисус каллех Иудейӑран Галилейӑна кайнӑ. 4Унӑн Самари ҫӗрӗпе иртмелле пулнӑ. 5Ҫапла вара Вӑл Самарири Сихарь ятлӑ хулана ҫитнӗ. Ҫав хула Иаков хӑйӗн ывӑлне Иосифа панӑ анапа юнашарах вырнаҫнӑ. 6Унта Иаков ҫӑлӗ те пулнӑ. Ҫул ҫинче ывӑннӑ Иисус ҫав ҫӑл патне канма ларнӑ. Кӑнтӑр вӑхӑчӗ ҫитсе пынӑ.
7Пӗр Самари хӗрарӑмӗ шыв ӑсма пынӑ. «Шыв ӗҫтерсемччӗ», – тенӗ ӑна Иисус. 8Ҫав вӑхӑтра Унӑн вӗренекенӗсем хулара пулнӑ, вӗсем апат-ҫимӗҫ илме кайнӑ пулнӑ. 9Самари хӗрарӑмӗ Ӑна: «Епле-ха Эсӗ, Иудея ҫынни, манран, Самари хӗрарӑмӗнчен, ӗҫме ыйтатӑн?» – тесе каланӑ. Иудея ҫыннисемпе Самари ҫыннисем пӗр-пӗринпе хутшӑнса пурӑнман пулнӑ. 10Иисус ӑна хирӗҫ каланӑ: «Турӑ мӗн пама пултарнине пӗлес пулсан, „шыв ӗҫтерсемччӗ“ тесе калаканӗ Камне пӗлес пулсан, эсӗ ху Унран ыйтнӑ пулӑттӑн. Вара Вӑл сана чӗрӗлӗх шывӗ парӗччӗ». 11«Ырӑ Ҫыннӑм! – тенӗ Ӑна хӗрарӑм. – Санӑн ӑсмалли те ҫук-ҫке, ҫӑлӗ вара тарӑн. Ӑҫтан-ха апла Санӑн чӗрӗлӗх шывӗ пултӑр? 12Пире ку ҫӑла алтса парса хӑварнӑ Иаков мӑн асаттерен те аслӑрах-им вара Эсӗ? Вӑл хӑй те, ачисем те ҫак ҫӑлтанах ӗҫсе пурӑннӑ, выльӑх-чӗрлӗхне те ҫакӑнтах шӑварнӑ». 13Иисус ӑна хирӗҫ ҫапла каланӑ: «Кам ҫак шыва ӗҫет, тепӗртакран унӑн каллех ӗҫесси килет. 14Кам та кам Эпӗ панӑ шыва ӗҫет, унӑн ӗмӗрне те ӑшӗ хыпмӗ. Эпӗ паракан шыв унӑн чунӗнче ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа юхакан ҫӑлкуҫ пулса тӑрӗ». 15«Ырӑ Ҫыннӑм! – тенӗ Ӑна хӗрарӑм. – Ҫав шыва мана ӗҫтерсемччӗ, манӑн тек нихҫан та ӑшӑм ан хыптӑрччӗ, ҫакӑнта шыв ӑсма та килмелле ан пултӑрччӗ». 16«Кайса упӑшкуна чӗн те кунта кил», – тенӗ ӑна Иисус. 17«Манӑн упӑшкам ҫук», – тавӑрнӑ хирӗҫ хӗрарӑм. «Упӑшкам ҫук тесе эсӗ тӗрӗсех каларӑн, – тенӗ ӑна Иисус. 18– Пилӗк хут качча кайнӑ пулин те, халӗ пӗрле пурӑнаканни санӑн упӑшку мар. Эсӗ ҫакна тӗрӗсех каларӑн». 19«Хуҫамӑр! – тенӗ хӗрарӑм. – Ӗнтӗ пӗлетӗп: Эсӗ – пророк. 20Пирӗн мӑн асаттесем Турра ҫак ту ҫинче пуҫҫапнӑ, эсир вара пуҫҫапмалли вырӑн Иерусалимра тетӗр». 21Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Ӗнен Мана, вӑхӑт ҫитсе пырать ӗнтӗ. Ун чухне те эсир Атте Турра пуҫҫапӑр, анчах ҫак ту ҫинче те мар, Иерусалимра та мар. 22Эсир, Самари ҫыннисем, мӗне пуҫҫапнине хӑвӑр та пӗлместӗр. Эпир вара хамӑр мӗне пуҫҫапнине пӗлетпӗр, мӗншӗн тесен ҫӑлӑнӑҫ иудейсенчен килмелле. 23Чӑн-чӑн пуҫҫапакансем Аттене чун-чӗмпе, таса кӑмӑлпа пуҫҫапмалли вӑхӑт ҫитсе пырать. Ҫав вӑхӑт ҫитрӗ те ӗнтӗ, мӗншӗн тесен Атте Хӑйне ҫавнашкал пуҫҫапакансене шырать. 24Турӑ Вӑл – Сывлӑш. Ҫавӑнпа пуҫҫапакансен те Ӑна чун-чӗмпе, таса кӑмӑлпа пуҫҫапмалла». 25Хӗрарӑм Ӑна: «Мессия, тепӗр майлӑ каласан Христос, килессине, килсен пире йӑлтах каласа пӗлтерессине пӗлетӗп-ха эпӗ», – тенӗ. 26«Вӑл Эпӗ, санпа Калаҫаканни», – тенӗ ӑна Иисус.
27Ҫавӑн чухне вӗренекенӗсем тавӑрӑннӑ та Иисус Самари хӗрарӑмӗпе калаҫса тӑнинчен тӗлӗннӗ. Ҫапах та вӗсенчен пӗри те «Эсӗ хӗрарӑмран мӗн ыйтрӑн?» тесе те, «Мӗн ҫинчен калаҫрӑр?» тесе те ыйтман. 28Шыв савӑтне лартса хӑварсах хӗрарӑм хулана кайнӑ та ҫынсене ҫапла каланӑ: 29«Пӗр Ҫын манӑн пурӑнӑҫӑм ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпех каласа пачӗ, кайса пӑхӑр-ха, Христос мар-и Вӑл?» 30Вара ҫынсем хуларан тухса Иисус патне кайнӑ.
31Ҫав вӑхӑтра вӗренекенӗсем Ӑна: «Равви! Ҫисемччӗ», – тесе тархасланӑ. 32Анчах та Иисус вӗсене хирӗҫ каланӑ: «Манӑн эсир пӗлмен апат-ҫимӗҫ пур». 33Вӗренекенӗсем хӑйсем хушшинче: «Кам та пулин Ӑна ҫимелли илсе килсе паман-и?» – тесе калаҫкаланӑ. 34Иисус вӗсене каланӑ: «Манӑн апат-ҫимӗҫӗм – Хама кунта Яраканӑн ирӗкне пурнӑҫласси, Унӑн ӗҫне туса пӗтересси. 35Эсир марччӗ-и-ха: „Тепӗр тӑватӑ уйӑхран тырӑ вырмалла пулать“, – тесе калаканнисем? Эпӗ сире калатӑп: куҫӑрсене уҫса тырӑ пуссине сӑнӑр-ха: тырри пиҫсе ҫитнӗ, вырмалла пулнӑ ӗнтӗ. 36Выраканӗ, хӑйӗн пайтине илсе, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ валли тырӑ-пулӑ пуҫтарать. Ҫапла вара акаканӗпе выраканӗ пӗрле савӑнӗҫ. 37Мӗншӗн тесен кунта шӑпах „пӗри акать, тепри вырать“ текен каларӑш вырӑнлӑ. 38Эпӗ сире хӑвӑр акман тырра вырма яратӑп. Ҫав уй-хирте пӗрисем ӗҫлерӗҫ, эсир вара вӗсемпе пӗрле вырнипех пая кӗретӗр».
39Хӗрарӑм Ун пирки «манӑн пурӑнӑҫӑм ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпех каласа пачӗ» тесе ҫирӗплетнине илтсен ҫав хулари Самари ҫыннисем нумайӑшӗ Иисуса ӗненме пуҫланӑ. 40Ҫавӑнпа Самари ҫыннисем, Иисус патне пырсан, Ӑна пӗр вӑхӑт хӑйсем патӗнче юлма ыйтнӑ. Вӑл вара унта икӗ кун пурӑннӑ. 41Унӑн Хӑйӗн сӑмахӗсене илтсен ӗненекенсем татах нумайланнӑ. 42Вара вӗсем ҫав хӗрарӑма каланӑ: «Эпир ӗнтӗ сан сӑмаху тӑрӑх кӑна ӗненместпӗр. Вӑл чӑнах тӗнчене Ҫӑлакан, Христос иккенне хамӑр илтсе пӗлтӗмӗр».
Пуҫлӑх ывӑлне сыватни
(Мф. 8:5-13; Лк. 7:1-10)
43-44Пророка хӑйӗн тӑван ҫӗр-шывӗнче хисеплемеҫҫӗ тесе Иисус Хӑех каланӑ пулнӑ. Ҫавӑнпа та, икӗ кун иртсен, Иисус Галилейӑна кайнӑ. 45Галилейӑна пырсан, унти ҫынсем Ӑна хапӑлласах йышӑннӑ. Мӗншӗн тесен Иерусалимри пасха уявӗнче Иисус кӑтартнӑ хӑватсене вӗсем куҫӑнах курнӑ пулнӑ.
46Ҫапла вара Вӑл каллех Галилейӑри Кана хулине, Хӑй шывран хӗрлӗ эрех тунӑ ҫӗре пынӑ. Капернаумра патшан пӗр улпучӗ пурӑннӑ, унӑн ывӑлӗ чирлӗ выртнӑ. 47Иисус Иудейӑран Галилейӑна килни ҫинчен илтнӗ улпут Ун патне пынӑ. Вӑл Иисуса хӑйӗн вилесле выртакан ывӑлне кайса сыватма тархасланӑ. 48«Тӗрлӗ паллӑсем, хӑватсем курмасӑр эсир ӗненекен марччӗ-ҫке», – тенӗ ҫавӑн чухне Иисус. 49Пуҫлӑх Ӑна каланӑ: «Хуҫамӑр! Ывӑлӑм вилсе кайиччен атя-ха пирӗн пата каяр». 50«Санӑн ывӑлу сывӑ ӗнтӗ, каях», – тенӗ ӑна Иисус. Унӑн сӑмахӗсене ӗненнӗ ҫын кайнӑ вара. 51Ҫул ҫинче ӑна тарҫисем тӗл пулнӑ. «Санӑн ывӑлу сывӑ ӗнтӗ», – тенӗ вӗсем. 52Вӑл тарҫисенчен ывӑлӗ миҫе сехетсенче самайланни ҫинчен ыйтнӑ. «Ӗнер, кӑнтӑрла иртни пӗр сехет тӗлнелле унӑн сив чирӗ иртсе кайрӗ», – тенӗ лешсем. 53Вара ачан ашшӗ ку шӑпах Иисус хӑйне «Санӑн ывӑлу сывӑ ӗнтӗ» тенӗ сехетре пулса иртнине ӑнланса илнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн пуҫлӑх та, унӑн кил-йышӗсем те пурте Иисуса ӗненме пуҫланӑ. 54Ҫак иккӗмӗш тӗлӗнмелле ӗҫе Иисус Иудейӑран Галилейӑна тавӑрӑнсан тунӑ.
Избрани в момента:
Иоанн 4: RSO
Маркирай стих
Споделяне
Копиране
Искате ли вашите акценти да бъдат запазени на всички ваши устройства? Регистрирайте се или влезте
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

: