1
Лука 11:13
Синодальный НЗ
Ҫапла ӗнтӗ эсир, усал пулин те, ачӑрсене ырӑ япала пама пӗлетӗр пулсан, Ҫӳлти Аҫӑр Хӑйӗнчен ыйтакансене Святой Сывлӑшне паратех».
Compare
Explore Лука 11:13
2
Лука 11:9
Эпӗ те сире калатӑп: ыйтӑр – вара сире парӗҫ, шырӑр – вара тупӑр, шаккӑр – вара сире уҫӗҫ.
Explore Лука 11:9
3
Лука 11:10
Мӗншӗн тесен кашни ыйтакан илет, шыракан та тупать, шаккакана та уҫаҫҫӗ.
Explore Лука 11:10
4
Лука 11:2
Иисус вӗсене каланӑ: «Кӗлтунӑ чухне эсир ҫапла калӑр: „Эй, Ҫӳлти Аттемӗр! Санӑн яту хисеплентӗр; Санӑн Патшалӑху килтӗр; Санӑн ирӗкӳ ҫӗр ҫинче те ҫӳлти пекех пултӑр
Explore Лука 11:2
5
Лука 11:4
пирӗн ҫылӑхсене каҫар: эпир те хамӑра парӑмлӑ пулнисене кирек кама та каҫаратпӑр; ҫылӑха ан кӗрт пире, усалтан хӑтар пире“, – тейӗр».
Explore Лука 11:4
6
Лука 11:3
куллен пире пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пар
Explore Лука 11:3
7
Лука 11:34
Куҫ – ӳт-пӳ ҫутаткӑҫӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ санӑн куҫу таса пулсан пӗтӗм ӳт-пӗвӳ те ҫутӑ пулӗ. Эсӗ таса мар куҫлӑ пулсан санӑн ӳт-пӗвӳ те тӗксӗм пулӗ.
Explore Лука 11:34
8
Лука 11:33
«Ҫутаткӑҫ ҫутсан ӑна никам та курӑнман вырӑна е чӳлмекпе хупласа лартмасть; пӳрте кӗрекенсем ҫутӑра курччӑр тесе ӑна ҫутаткӑҫ лартмалли ҫине вырнаҫтарать.
Explore Лука 11:33
Home
Bible
Plans
Videos