Вара шуйттан Ӑна ҫӳллӗ ту ҫине илсе кайнӑ та пӗр самантрах тӗнчери мӗн пур патшалӑха кӑтартнӑ. Унтан вӑл ҫапла каланӑ: «Ҫак мӗн пур патшалӑхсемпе пуҫ пулмалли хама панӑ ирӗке, вӗсен чап-илемне Сана парӑп, мӗншӗн тесен эпӗ ӑна кама парас тетӗп, ҫавна паратӑп. Ҫапла вара, мана ӳксе пуҫҫапсан, пӗтӗмпех Санӑн пулӗ». «Кай Ман патӑмран, шуйттан, – тенӗ Иисус. – Ҫырнинче ҫапла каланӑ: „Хуҫа Турруна кӑна пуҫҫап, пӗр Уншӑн анчах ӗҫлесе тӑр“».