1
Лука 6:38
Синодальный НЗ
Парӑр, вара хӑвӑра та парӗҫ: тулли виҫепе виҫсе, силлесе, пусса, тӳпеми тултарсах чӗрҫи ҫине хурӗҫ. Мӗнле виҫепе виҫетӗр, хӑвӑра та ҫав виҫепех виҫсе парӗҫ».
Compare
Explore Лука 6:38
2
Лука 6:45
Ырӑ ҫыннӑн ырӑ кӑмӑлӗнчен ырри тухать, усал ҫыннӑн усал кӑмӑлӗнчен усалли тухать. Этемӗн кӑмӑлӗ мӗнпе тулнӑ, чӗлхи-ҫӑварӗ те ҫавнах калать».
Explore Лука 6:45
3
Лука 6:35
Эсир вара хӑвӑрӑн тӑшманӑрсене юратӑр, вӗсене ырӑ тӑвӑр. Тавӑрса парасса шанмасӑрах кивҫен парӑр. Вара сире пысӑк сӑвап пулӗ, эсир Ҫӳлти Туррӑн ачисем пулӑр, мӗншӗн тесен Вӑл пархатарсӑр ҫынсемшӗн те, усаллисемшӗн те ырӑ.
Explore Лука 6:35
4
Лука 6:36
Ҫапла вара, сирӗн Аҫӑр епле ырӑ кӑмӑллӑ, эсир те ҫавӑн пек ырӑ кӑмӑллӑ пулӑр».
Explore Лука 6:36
5
Лука 6:37
«Ан айӑплӑр, вара хӑвӑра та айӑпламӗҫ. Ҫынна сивлесе ан калаҫӑр, вара хӑвӑра та сивлемӗҫ. Каҫарӑр, вара хӑвӑра та каҫарӗҫ.
Explore Лука 6:37
6
Лука 6:27-28
«Анчах та сире, сӑмахӑма итлекенсене, калатӑп: хӑвӑрӑн тӑшманӑрсене юратӑр, хӑвӑра курайман ҫынсене ырӑ тӑвӑр. Хӑвӑра ылханакансене ырӑ сунӑр, кӳрентерекен ҫынсемшӗн кӗлтӑвӑр.
Explore Лука 6:27-28
7
Лука 6:31
Ҫынсене хӑвӑрпа мӗнле пултарас килет, вӗсемпе те ҫавнашкалах пулӑр.
Explore Лука 6:31
8
Лука 6:29-30
Хӑвна пӗр енчен ҫупса яракана тепӗр енне ҫавӑрса пар. Санран ҫиелти тумтире туртса илекене кӗпӳне илме те ан чар. Пур ыйтакана та пар. Хӑвӑнне илнӗ ҫынран каялла ан шыра.
Explore Лука 6:29-30
9
Лука 6:43
«Ырӑ йывӑҫ начар ҫимӗҫ тумасть. Начар йывӑҫ та ырӑ ҫимӗҫ тумасть.
Explore Лука 6:43
10
Лука 6:44
Кашни йывӑҫа ҫимӗҫӗнчен пӗлеҫҫӗ. Смоква ҫимӗҫне кӳкен тӗмми ҫинчен татмаҫҫӗ, иҫӗм ҫырлине те шӑлан тӗмми ҫинчен пуҫтармаҫҫӗ.
Explore Лука 6:44
Home
Bible
Plans
Videos