1
Матфей 7:7
Синодальный НЗ
«Ыйтӑр – вара сире парӗҫ, шырӑр – вара тупӑр, шаккӑр – вара сире уҫӗҫ.
Compare
Explore Матфей 7:7
2
Матфей 7:8
Мӗншӗн тесен кашни ыйтакан илет, шыракан та тупать, шаккакана та уҫаҫҫӗ.
Explore Матфей 7:8
3
Матфей 7:24
«Ҫапла вара, Манӑн ҫак сӑмахсене итлекен, вӗсене пурнӑҫлакан кашни ҫыннах хӑйӗн ҫуртне чул ҫине лартнӑ ӑслӑ ҫынпа танлаштарӑп.
Explore Матфей 7:24
4
Матфей 7:12
Ҫапла вара, ҫынсене хӑвӑрпа пур тӗлӗшӗнчен те мӗнле пултарас килет, вӗсемпе те ҫавнашкалах пулӑр. Ҫакӑ вӑл саккун тата пророксен сӑмахӗсен тӗшши пулать те».
Explore Матфей 7:12
5
Матфей 7:14
Чӗрӗлӗх хапхи вара тӑвӑр, ҫулӗ хӗсӗк. Ҫав ҫула тупаканӗ сахал».
Explore Матфей 7:14
6
Матфей 7:13
«Тӑвӑр хапхапа кӗрӗр, мӗншӗн тесен пӗтеслӗх хапхи аслӑ, ҫулӗ сарлака. Чылайӑшӗ ҫав ҫулпа пырать.
Explore Матфей 7:13
7
Матфей 7:11
Енчен те эсир, усал пулин те, ачӑрсене ырӑ япала пама пӗлетӗр пулсан, Ҫӳлти Аҫӑр Хӑйӗнчен ыйтакансене ырӑлӑхне паратех.
Explore Матфей 7:11
8
Матфей 7:1-2
«Ан айӑплӑр, вара хӑвӑра та айӑпламӗҫ. Мӗншӗн тесен эсир ҫынсене мӗнле айӑплатӑр, хӑвӑра та ҫаплах айӑплӗҫ. Эсир ҫынсене мӗнле виҫепе виҫетӗр, хӑвӑра та ҫав виҫепех виҫӗҫ.
Explore Матфей 7:1-2
9
Матфей 7:26
Манӑн ҫак сӑмахсене итлесе, вӗсене пурнӑҫламан кашни ҫыннах хӑйӗн ҫуртне хӑйӑр ҫине лартнӑ ӑссӑр ҫын евӗрлӗ.
Explore Матфей 7:26
10
Матфей 7:3-4
Мӗншӗн эсӗ тӑвану куҫӗнчи ҫӳппе куратӑн, хӑвӑн куҫунти пӗренене асӑрхамастӑн? Хӑвӑн куҫунта пӗрене пулин те, епле-ха эсӗ тӑванна: „Куҫна кӗнӗ ҫӳппе кӑларса ярам-ха“, – тесе калама пултаратӑн?
Explore Матфей 7:3-4
11
Матфей 7:15-16
«Суя пророксенчен асӑрханӑр. Вӗсем сирӗн патӑра сурӑх тирӗ витӗнсе пыраҫҫӗ, анчах ӑшӗнче хӑйсем – тискер кашкӑрсем. Вӗсене эсир ӗҫӗсенчен пӗлӗр. Пиҫен ҫинчен – иҫӗм ҫырли, куршанак ҫинчен смоква татни пур-и?
Explore Матфей 7:15-16
12
Матфей 7:17
Ҫапла, лайӑх йывӑҫ ырӑ ҫимӗҫех парать, начар йывӑҫӑн ҫимӗҫӗ те япӑх.
Explore Матфей 7:17
13
Матфей 7:18
Лайӑх йывӑҫ япӑх ҫимӗҫ тума пултараймасть, начар йывӑҫ та ырӑ ҫимӗҫ тума пултараймасть.
Explore Матфей 7:18
14
Матфей 7:19
Ырӑ ҫимӗҫ кӳмен йывӑҫа касса вута пӑрахаҫҫӗ.
Explore Матфей 7:19
Home
Bible
Plans
Videos