Иоанн 10
10
10-мӗш сыпӑк
Кӗтӳҫӗ ҫинчен каланӑ ытарлӑх
1«Чӑн-чӑнах калатӑп сире: кам сурӑх картине алӑкран кӗмест, урӑх ҫӗртен каҫса кӗрет, ҫав – вӑрӑ-хурах. 2Алӑкран кӗрекенни ҫеҫ чӑн-чӑн сурӑх кӗтӳҫи. 3Ӑна хуралҫӑ алӑкне уҫса парать, сурӑхсем ун сассине илтеҫҫӗ, вӑл хӑйӗн сурӑхӗсене ятран чӗнсе кӑларать. 4Сурӑхсене кӑларсан вӑл кӗтӳ пуҫӗнче пырать. Сурӑхӗсем, унӑн сассине палланӑран, ун хыҫҫӑн пыраҫҫӗ. 5Вӗсем ют ҫын хыҫҫӑн каймаҫҫӗ, сассине палламанран вӗсем унран тараҫҫӗ». 6Иисус ытарлӑ каланине фарисейсем ӑнланса илеймен.
Иисус – ырӑ Кӗтӳҫӗ
7Вара Иисус Хӑйӗн сӑмахне малалла тӑснӑ: «Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Эпӗ – сурӑхсем валли тунӑ алӑк. 8Манран малтан килнисем пурте вӑрӑ-хурахсем пулнӑ пирки сурӑхсем вӗсене итлемерӗҫ. 9Эпӗ – алӑк: Ман витӗр кӗрекен ҫӑлӑнӗ. Вӑл кӗрӗ те, тухӗ те, улӑх-ҫаран та тупӗ. 10Вӑрӑ вӑрлама, вӗлерме, пӗтерме анчах килет. Эпӗ сире чӗрӗлӗх пама, тулли пурӑнӑҫлӑ тума килтӗм. 11Эпӗ – ырӑ кӗтӳҫӗ. Ырӑ кӗтӳҫӗ сурӑхӗсемшӗн чунне парать. 12Тара тытнӑ ҫын кӗтӳҫӗ мар, сурӑхӗсем те унӑн хӑйӗн мар. Кашкӑр ҫывхарнине курсан вӑл сурӑхӗсене пӑрахсах тарать. Кашкӑр вара сурӑхсене туртса ҫурать, кӗтӗвне салатса ярать. 13Тара тытнӑ ҫын вӑл тара тытнӑ ҫынах, сурӑхсемшӗн тӑрӑшмасть, тарать. 14Эпӗ – ырӑ кӗтӳҫӗ. Эпӗ Хам сурӑхӑмсене пӗлетӗп, вӗсем те Мана пӗлеҫҫӗ. 15Аттем Мана пӗлнӗ пекех, Эпӗ те Аттеме пӗлетӗп. Эпӗ сурӑхӑмсемшӗн чунӑма паратӑп. 16Манӑн урӑх сурӑхсем те пур, вӗсем ку картара мар. Манӑн вӗсене те илсе килмелле. Вӗсем те Ман сасса илтӗҫ, вара пӗр кӗтӳ, пӗр Кӗтӳҫӗ пулӗ. 17Эпӗ чунӑма каялла илес тесе паратӑп, ҫавӑнпа юратать те Мана Аттем. 18Никам та Ман чунӑма туртса илеймест, ӑна Эпӗ Хам паратӑп. Манӑн ӑна памашкӑн та, каялла илмешкӗн те ирӗкӗм пур. Мана Аттем ҫапла хушнӑ».
19Ку сӑмахсем те иудейсене каллех тавлаштарса янӑ. 20«Мӗн итлетӗр Ӑна? Усал ернипе Вӑл ҫапла ӑссӑрла калаҫать!» – тенӗ чылайӑшӗ. 21«Усал ернӗ ҫын кун пек сӑмахсем калаймӗ, – хирӗҫленӗ теприсем. – Суккӑр ҫын куҫне усал уҫма пултарать-и вара?»
Иудейсем Иисуса йышӑнманни
22Хӗл ларнӑ. Иерусалимри Турӑ Ҫуртне ҫӗнетнине асӑнмалли уяв ҫитнӗ. 23Иисус Турӑ Ҫурчӗн картишӗнчи Соломон притворӗнче утса ҫӳренӗ. 24Ҫавӑн чухне Ун тавра иудейсем пухӑннӑ. «Эсӗ пире хӑҫанччен иккӗлентересшӗн? – тенӗ Ӑна. – Эсӗ Турӑ Суйласа илни пулсан, кала пире уҫӑмлӑн». 25Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Эпӗ сире каларӑм ӗнтӗ, анчах эсир ӗненместӗр. Эпӗ Аттем ячӗпе тӑвакан ӗҫсем хӑйсемех Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтереҫҫӗ. 26Ҫапах та эсир ӗненместӗр. Мӗншӗн тесен, пӗрре каланӑччӗ ӗнтӗ, эсир Ман сурӑхсем мар. 27Ман сурӑхсем сассӑма итлеҫҫӗ. Эпӗ те вӗсене пӗлетӗп. Вӗсем Ман хыҫӑмран пыраҫҫӗ. 28Эпӗ вӗсене ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ паратӑп, вӗсем нихӑҫан та вилмӗҫ. Вӗсене Ман аллӑмран никам та туртса илеймӗ. 29Вӗсене Мана панӑ Аттем пуринчен те аслӑ. Вӗсене Аттем аллинчен никам та туртса илеймӗ. 30Эпӗ те, Аттем те – пӗр».
31Хайхи иудейсем Ӑна вӗлерес тесе каллех чулсем ярса тытнӑ. 32«Хамӑн Аттем ячӗпе Эпӗ сире нумай ырӑ ӗҫ туса кӑтартрӑм, – тенӗ Иисус. – Ҫавсенчен хӑшӗншӗн эсир Мана чулпа пере-пере вӗлересшӗн?» 33«Эпир Сана ырӑ ӗҫ тунӑшӑн вӗлересшӗн мар, – тавӑрнӑ иудейсем. – Эсӗ, ҫын пуҫҫӑнах Хӑвна Турӑ вырӑнне хурса, Турра хурлатӑн вӗт-ха!» 34«Сирӗн саккун кӗнекинче мӗнле ҫырнӑ-ха? „Эсир – турӑсем, – тесе Эпӗ каларӑм“. Ҫапла ҫырман-им? – тавӑрнӑ вӗсене Иисус. 35– Саккун кӗнекинче Турӑ сӑмахне итлекенсене те турӑ тенӗ. Ҫырнине хирӗҫлесе калама вара юрамасть. 36Эппин мӗншӗн-ха эсир Мана, Аттем Хӑй суйласа илсе тӗнчене Янӑскере, „Эпӗ – Турӑ Ывӑлӗ“ тенӗшӗнех Турра хурлатӑн, тетӗр? 37Эпӗ Аттем ӗҫне тумасан Мана ан ӗненӗр. 38Аттем ӗҫне тӑватӑп пулсан, Мана ӗненмесен те, Манӑн ӗҫӗмсене ӗненӗр. Вара тин эсир Аттем Манра пулнине, Эпӗ те Унра пулнине пӗлсе ӑнланса илӗр». 39Ҫавӑн чухне вӗсем Иисуса каллех тытасшӑн пулнӑ, анчах та Вӑл иудейсенчен хӑтӑлма пултарнӑ.
40Вара Вӑл каллех Иордан леш енне, Иоанн унччен шыва кӗртнӗ вырӑна каҫса кайнӑ, пӗр вӑхӑт унтах пурӑннӑ. 41Халӑх Ун патне пырсах тӑнӑ. «Иоанн пӗр хӑват та туса кӑтартмарӗ пулин те, вӑл ҫак Ҫын ҫинчен каланисем пӗтӗмпех чӑна килчӗҫ», – тенӗ ҫынсем. 42Ҫавӑнта чылайӑшӗ Иисуса ӗненме пуҫланӑ.
Currently Selected:
Иоанн 10: RSO
Highlight
Share
Copy
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

: