1
Иоанн 4:24
Синодальный НЗ
Турӑ Вӑл – Сывлӑш. Ҫавӑнпа пуҫҫапакансен те Ӑна чун-чӗмпе, таса кӑмӑлпа пуҫҫапмалла».
Compara
Explorar Иоанн 4:24
2
Иоанн 4:23
Чӑн-чӑн пуҫҫапакансем Аттене чун-чӗмпе, таса кӑмӑлпа пуҫҫапмалли вӑхӑт ҫитсе пырать. Ҫав вӑхӑт ҫитрӗ те ӗнтӗ, мӗншӗн тесен Атте Хӑйне ҫавнашкал пуҫҫапакансене шырать.
Explorar Иоанн 4:23
3
Иоанн 4:14
Кам та кам Эпӗ панӑ шыва ӗҫет, унӑн ӗмӗрне те ӑшӗ хыпмӗ. Эпӗ паракан шыв унӑн чунӗнче ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа юхакан ҫӑлкуҫ пулса тӑрӗ».
Explorar Иоанн 4:14
4
Иоанн 4:10
Иисус ӑна хирӗҫ каланӑ: «Турӑ мӗн пама пултарнине пӗлес пулсан, „шыв ӗҫтерсемччӗ“ тесе калаканӗ Камне пӗлес пулсан, эсӗ ху Унран ыйтнӑ пулӑттӑн. Вара Вӑл сана чӗрӗлӗх шывӗ парӗччӗ».
Explorar Иоанн 4:10
5
Иоанн 4:34
Иисус вӗсене каланӑ: «Манӑн апат-ҫимӗҫӗм – Хама кунта Яраканӑн ирӗкне пурнӑҫласси, Унӑн ӗҫне туса пӗтересси.
Explorar Иоанн 4:34
6
Иоанн 4:11
«Ырӑ Ҫыннӑм! – тенӗ Ӑна хӗрарӑм. – Санӑн ӑсмалли те ҫук-ҫке, ҫӑлӗ вара тарӑн. Ӑҫтан-ха апла Санӑн чӗрӗлӗх шывӗ пултӑр?
Explorar Иоанн 4:11
7
Иоанн 4:25-26
Хӗрарӑм Ӑна: «Мессия, тепӗр майлӑ каласан Христос, килессине, килсен пире йӑлтах каласа пӗлтерессине пӗлетӗп-ха эпӗ», – тенӗ. «Вӑл Эпӗ, санпа Калаҫаканни», – тенӗ ӑна Иисус.
Explorar Иоанн 4:25-26
8
Иоанн 4:29
«Пӗр Ҫын манӑн пурӑнӑҫӑм ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпех каласа пачӗ, кайса пӑхӑр-ха, Христос мар-и Вӑл?»
Explorar Иоанн 4:29
Inici
La Bíblia
Plans
Vídeos