1
Матфей 13:23
Синодальный НЗ
Пулӑхлӑ ҫӗр ҫине ӳкни Турӑ сӑмахне илтсе, ӑнланса илекене пӗлтерет, ун чӗринче сӑмах тӗшӗ кӑларать. Ҫапла вара, пӗринчен ҫӗр пӗрчӗ, тепринчен утмӑл пӗрчӗ, тата тепринчен вӑтӑр пӗрчӗ пулать».
Compara
Explorar Матфей 13:23
2
Матфей 13:22
Пиҫенлӗ вырӑна ӳкни Турӑ сӑмахне илтекен ҫыннах пӗлтерет, анчах та ку тӗнчери хӗвӗшӳ, пуянлӑх илӗртӗвӗ ун чӗринчи сӑмаха пусса лартать те, сӑмах вара тӗшӗсӗр пулать.
Explorar Матфей 13:22
3
Матфей 13:19
Ҫул хӗррине ӳкни Ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен вӗрентнине илтсе те ӑнланайман ҫынна пӗлтерет. Ун патне шуйттан пырать те чӗрине акнине вӑрласа каять.
Explorar Матфей 13:19
4
Матфей 13:20-21
Чуллӑ ҫӗре ӳкни Турӑ сӑмахне илтсе ӑна тӳрех хавасланса йышӑнакан ҫынна пӗлтерет, анчах та унӑн чун-чӗри тымарсӑр та иккӗленчӗк. Сӑмахшӑн хӗн кӑтартма е хӗсӗрлеме тытӑнсан, вӑл тӳрех ӗненӳрен пӑрӑнать.
Explorar Матфей 13:20-21
5
Матфей 13:44
«Ҫӳлти Патшалӑха тата ана ҫине чавса пытарнӑ мулпа танлаштарма пулать. Вӑл мула пӗр ҫын тупнӑ та ҫавӑнтах чавса пытарнӑ. Хайхискер савӑннипе пурлӑхне кайса сутнӑ та ҫав анана туяннӑ.
Explorar Матфей 13:44
6
Матфей 13:8
Хӑшӗ тата пулӑхлӑ ҫӗр ҫине ӳкнӗ те тулли пучах кӑларнӑ: пӗр пӗрчӗрен ҫӗр пӗрчӗ, тепри утмӑл пӗрчӗ, тата тепри вӑтӑр пӗрчӗ пултарнӑ.
Explorar Матфей 13:8
7
Матфей 13:30
– Выриччен хутӑшах ӳсчӗр-ха, вырмара вара выракансене ҫапла хушӑп: ҫунтарса ямашкӑн малтан ҫум курӑкне пухса кӗлтен-кӗлтен ҫыхӑр, туллине ман кӗлете пуҫтарса хурӑр“».
Explorar Матфей 13:30
Inici
La Bíblia
Plans
Vídeos