Лука 20
20
20-мӗш сыпӑк
Кам Сана ҫакнашкал ирӗк панӑ?
(Мф. 21:23-27; Мк. 11:27-33)
1Пӗррехинче, Иисус Турӑ Ҫуртӗнче халӑха Ырӑ Хыпар каласа вӗрентнӗ чух, Ун патне аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем тата ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пынӑ та: 2«Эсӗ ҫакна мӗнле тивӗҫпе тӑватӑн? Кам Сана ҫакнашкал ирӗк панӑ?» – тесе ыйтнӑ. 3-4«Манӑн та сирӗнтен пӗр сӑмах ыйтмалли пур, – тавӑрнӑ вӗсене Иисус. – Калӑр-ха Мана, Иоанн шыва кӗртни ҫӳлтен е этемрен пулнӑ?» 5Лешсем вара пӗр-пӗринпе канашлама пуҫланӑ: «„Ҫӳлтен“, – тесен, „Эсир мӗншӗн Иоана ӗненмерӗр?“ – тейӗ Вӑл. 6„Этемрен“, – теес, пӗтӗм халӑх пире чулпа пере-пере вӗлерӗ, мӗншӗн тесен халӑх Иоана пророк тесе шанать». 7Вара вӗсем: «Пӗлместпӗр!» – тесе хуравланӑ. 8«Эппин Эпӗ те сире ҫакна мӗнле тивӗҫпе тунине каламастӑп», – тенӗ вӗсене Иисус.
Усал пахчаҫӑсем ҫинчен каланӑ ытарлӑх
(Мф. 21:33-46; Мк. 12:1-12)
9Кайран Иисус халӑха ҫакӑн пек ытарлӑх каласа панӑ: «Пӗр ҫын иҫӗм ҫырли лартса пахча тунӑ та ӑна тара тытнӑ пахчаҫӑсене парса хӑварса хӑй нумайлӑха тухса кайнӑ. 10Иҫӗм ҫырли пухма вӑхӑт ҫитсессӗн ҫав хуҫа чурине пахчаҫӑсем патне ҫырла илме янӑ. Анчах лешсем ӑна хӗнесе тӑкнӑ та пуш алӑпах кӑларса янӑ. 11Вара вӑл тата тепӗр чурине янӑ. Пахчаҫӑсем ӑна та хӗнесе-вӑрҫса нимӗнсӗрех янӑ. 12Вара вӑл виҫҫӗмӗш чурине ярса пӑхнӑ. Лешсем ӑна аманичченех хӗненӗ те пахчаран кӑларса пӑрахнӑ. 13Унтан пахча хуҫи: „Мӗн тӑвам-ши? Юратнӑ ывӑлӑма ярса пӑхам-ха, тен, ӑна курсан, вӑтанӗҫ“, – тенӗ. 14Анчах та пахчаҫӑсем, хуҫа ывӑлне курсан: „Ашшӗн пурлӑхӗ ҫакна юлмалла, атьӑр ӑна вӗлерер те тивӗҫлӗ еткерне хамӑр илер“, – тесе шут тунӑ. 15Вӗсем вара ӑна пахчаран илсе тухнӑ та вӗлернӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн пахча хуҫи вӗсене мӗн тӑвӗ? 16Вӑл килсе ҫав пахчаҫӑсене вӗлерттерӗ те пахчине урӑххисене парӗ». Ҫак ытарлӑха итлекенсем вара: «Ун пек ан пултӑрах!» – тенӗ. 17Анчах та Иисус вӗсене тинкерсе пӑхнӑ та: «„Ҫурт тӑвакансем пӑрахӑҫланӑ чул никӗсри тӗп чул пулса тӑчӗ“, – тесе ҫырни мӗне пӗлтерет? 18Ҫав чул ҫине ӳкекен арканӗ. Чулӗ хӑй кам ҫине ӳкӗ, ӑна лапчӑтса пӑрахӗ», – тенӗ. 19Вара аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем ҫак ытарлӑха хӑйсем ҫинчен каланине ӑнланса илнӗ. Ҫавӑнтах вӗсем Иисуса ярса тытасшӑн пулнӑ, анчах та халӑхран хӑранӑ.
Рим патшине тӳлемелли налук
(Мф. 22:15-22; Мк. 12:13-17)
20Вӗсем Ӑна сӑнасах тӑнӑ. Пуҫлӑхсен, влаҫсен аллине тытса памашкӑн Иисус каланинче айӑпламалли сӑлтав тупас тесе Ун патне вӗсем ырӑ пуланҫи чее ҫынсене янӑ. 21Лешсем вара Иисусран ыйтнӑ: «Вӗрентекен! Эсӗ тӗрӗс каланине, тӗрӗс вӗрентнине тата ҫынна вӑл кам пулнине кура хакламаннине эпир пӗлетпӗр. Эсӗ, чӑнах та, Турӑ ҫулӗ ҫинчен вӗрентетӗн. 22Эппин каласамччӗ: эпир Рим патшине налук пани тӗрӗс-и, тӗрӗс мар-и?» 23Иисус вара, вӗсен чеелӗхне пӗлсе тӑрса: «Мӗн эсир Мана илӗртсе тӗрӗслетӗр? – тенӗ. 24– Укҫӑра кӑтартӑр-ха Мана. Ун ҫине кам сӑнне ҫаптарнӑ, кам ятне ҫырнӑ?» Вӗсем Ӑна хирӗҫ: «Патшанне», – тесе тавӑрнӑ. 25Иисус вӗсене каланӑ: «Эппин патшанне патшана парӑр, Туррӑнне – Турра». 26Ҫапла вӗсем Иисус ҫын ҫинче каланӑ сӑмахӗнче айӑп тупайман, Унӑн хуравӗнчен тӗлӗнсе шӑпланнӑ.
Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен ыйтни
(Мф. 22:23-33; Мк. 12:18-27)
27Кайран Иисус патне вилнисем чӗрӗлессине ӗненмен саддукейсенчен хӑшӗ-пӗрисем пырса ҫапла ыйтнӑ: 28«Вӗрентекен, Моисей пирӗн валли ҫапла ҫырса хӑварнӑ: „Камӑн та пулин авланнӑ пиччӗшӗ ача-пӑчасӑр вилсен, шӑллӗ унӑн арӑмне качча илтӗр, пиччӗшӗн йӑхне тӑстӑр“. 29Пӗр кил-йышра ҫичӗ пӗртӑванччӗ. Асли авланчӗ те ача-пӑча хӑвармасӑрах вилчӗ. 30Вара ун арӑмне иккӗмӗшӗ качча илчӗ, вӑл та ача-пӑча хӑвармасӑр вилчӗ. 31Унтан ҫав хӗрарӑмпа виҫҫӗмӗшӗ пӗрлешрӗ. Ҫапла ҫичӗ тӑванӗ те ӑна качча илчӗҫ, анчах пурте ачаллӑ пулаймасӑрах вилчӗҫ. 32Пуринчен кайран хӗрарӑмӗ те вилчӗ. 33Ӗнтӗ вилнӗ ҫынсем чӗрӗлсе тӑрас вӑхӑт ҫитсен вӑл хӑшӗн арӑмӗ пулӗ? Ҫиччӗшӗ те унпа пурӑннӑ-ҫке-ха».
34Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Ҫак пурӑнӑҫра пурӑнакансем авланаҫҫӗ те, качча та каяҫҫӗ. 35Анчах та лери пурӑнӑҫра вилӗмрен чӗрӗлсе тӑма тивӗҫлӗ пулнисем авланмаҫҫӗ те, качча та каймаҫҫӗ. 36Вӗсем ӗнтӗ, чӗрӗлсе тӑма тивӗҫлӗ пулнисем – Турӑ ачисем, ангелсемпе танах вилӗмсӗр. 37Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси пирки вара Моисей кӗнекинче ҫунса тӑракан тӗмӗ ҫинчен каланӑ вырӑн пур. Хуҫамӑр унта ӑна: „Эпӗ – Авраам Турри те, Исаак Турри те, Иаков Турри те“, – тенӗ. 38Турӑ вӑл вилнисен Турри мар, чӗррисен Турри. Уншӑн пурте чӗрӗ». 39Вара хӑш-пӗр саккун вӗрентӳҫисем Ӑна хирӗҫ: «Вӗрентекен, Эсӗ аван каларӑн», – тенӗ.
40Ҫавӑн хыҫҫӑн пӗри те Иисуса ыйтусем пама хӑяйман.
Турӑ Суйласа илни кам йӑхӗнчен пулмалла?
(Мф. 22:41-46; Мк. 12:35-37)
Иисус вара вӗсенчен ыйтнӑ: 41«Епле-ха тата Турӑ Суйласа илни Давид йӑхӗнчен пулмалла теҫҫӗ? 42-43Давид хӑй вара псалом кӗнекинче ҫапла ҫырнӑ: „Хуҫамӑр манӑн Хуҫама каланӑ: Эпӗ Сан тӑшманусене Санӑн уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче, хисеплӗ вырӑнта лар“. 44Ҫапла вара, Давид Ӑна Хуҫам тет. Эппин епле-ха Вӑл унӑн йӑхӗнчен пулма пултарать?»
Саккун вӗрентӳҫисенчен асӑрхаттарни
(Мф. 23:1-36; Мк. 12:38-40; Лк. 11:37-54)
45Пӗтӗм халӑх Иисус сӑмахне итлесе тӑнӑ чухне Вӑл Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: 46«Саккун вӗрентӳҫисенчен сыхланӑр. Вӗсем вӑрӑм тумтирпе саркаланса ҫӳреме юратаҫҫӗ, халӑх йышлӑ ҫӗрте хӑйсене саламланине килӗштереҫҫӗ; синагогӑра малта ларма, ӗҫкӗ-ҫикӗре кӗрекере ларма юратаҫҫӗ. 47Ҫавсем ӗнтӗ тӑлӑх арӑмсене кил-ҫуртсӑр хӑвараҫҫӗ тата ҫын умӗнче юриех нумайччен кӗлтӑваҫҫӗ. Вӗсене ыттисенчен те йывӑртарах айӑплав пулӗ».
S'ha seleccionat:
Лука 20: RSO
Subratllat
Comparteix
Copia
Vols que els teus subratllats es desin a tots els teus dispositius? Registra't o inicia sessió
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

: