Матфей 10
10
10-мӗш сыпӑк
Вун икӗ апостол
(Мк. 3:13-19; 6:7-13; Лк. 6:12-16; 9:1-6)
1Унтан Иисус Хӑйӗн вун икӗ вӗренекенне чӗнсе илнӗ. Вӑл вӗренекенӗсене, усал сывлӑшсене хӑваласа кӑларччӑр тесе, вӗсене пӑхӑнтарма, тӗрлӗ чир-чӗртен, тӗрлӗ халсӑрлӑхран сыватма хӑват панӑ. 2Вун икӗ апостолӑн ячӗсем ҫаксем: пирвайхи – Петр текен Симон, унӑн шӑллӗ Андрей, Зеведей Иаковӗпе унӑн шӑллӗ Иоанн, 3Филипп, Варфоломей, Фома, налук пухакан Матфей, Алфей Иаковӗпе Фаддей текен Леввей, 4Симон Кананит тата Иуда Искариот. Ҫакӑ вара Ӑна сутаканни пулнӑ.
5Ҫак вун икӗ вӗренекенне Иисус ҫапла каласа вӗрентсе янӑ: «Иудейсем пурӑнман ҫӗрсене ан кайӑр, Самари хулине те ан кӗрӗр. 6Чи малтан Израиль халӑхӗ патне кайӑр, вӗсем ӗнтӗ ҫӗтсе кайнӑ сурӑхсем пекех. 7Ҫӳренӗ чухне вара: „Ҫӳлти Патшалӑх ҫывхарчӗ“, – тесе ӳкӗтлесе вӗрентӗр. 8Чирлисене сыватӑр, юхан-суранлисене тасатӑр, вилнисене чӗртӗр, усалсене хӑваласа кӑларӑр. Тӳлевсӗр илтӗр, тӳлевсӗрех парӑр. 9Хӑвӑрпа пӗрле укҫа таврашӗ ан илӗр: ылтӑннине те, кӗмӗллине те, пӑхӑррине те; 10Ҫул ҫине хутаҫ та, тепӗр кӗпепе пушмак та, туя та ан илӗр. Ӗҫлекене мӗн кирлине пама тивӗҫлӗ. 11Мӗнле те пулин хулана е яла ҫитсен унта кам шанчӑклине ыйтса пӗлӗр те кайичченех ун патӗнче пурӑнӑр. 12Пӳрте кӗрсен ырӑ сунса: „Ҫак кил-ҫурта канӑҫлӑх пултӑр!“ – тесе саламлӑр. 13Тивӗҫлӗ кил-ҫурт пулсан канӑҫлӑхӑр ун ҫине анӗ, тивӗҫсӗр пулсан эсир ырӑ сунни хӑвӑрах тавӑрӑнӗ. 14Кам та пулин сире хапӑл тумасан, сӑмахӑра та итлемесен, ҫав кил-ҫуртран е хуларан тухса кайнӑ чухне эсир пушмакӑр ҫумӗнчи тусана та силлесех хӑварӑр. 15Чӑн калатӑп сире: суд кунӗнче Содомпа Гоморра ҫӗрне ҫав хуларан ҫӑмӑлтарах пулӗ».
Ҫитес хӗсӗрлевсем
(Мк. 13:9-13; Лк. 21:12-17)
16«Акӑ Эпӗ сире кашкӑрсем хушшине сурӑхсене янӑ пек яратӑп. Ӗнтӗ эсир ҫӗлен пек вичкӗн ӑслӑ, кӑвакарчӑн пек йӑваш пулӑр. 17Ҫынсенчен сыхланӑр, мӗншӗн тесен вӗсем сире судпа айӑплама тытса парӗҫ, хӑйсен синагогисенче хӗнӗҫ. 18Вара сире Мана пула пуҫлӑхсемпе патшасем патне илсе кайӗҫ. Вӗсем умӗнче тата урӑх халӑх ҫыннисем умӗнче сирӗн Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтермелле пулӗ. 19Сире суда тытса парсан мӗн каласси, мӗнле каласси пирки ан кулянӑр, сирӗн калас сӑмахӑр ҫав самантра чӗлхе ҫинчех пулӗ. 20Мӗншӗн тесен эсир хӑвӑр мар, сирӗнти Аҫӑр Сывлӑшӗ мӗн каламаллине калаттарӗ. 21Тӑванӗ – тӑванне, ашшӗ ачине вӗлерме тытса парӗ. Ачисем вара ашшӗ-амӑшне хирӗҫ кайӗҫ, вӗсене вилӗм кӳрӗҫ. 22Ман ятӑмшӑн сире пурте курайми пулӗҫ; кам вӗҫне ҫитичченех тӳсӗ, ҫав ҫӑлӑнӗ. 23Сире пӗр хулара хӗсӗрлесен эсир тепӗр хулана тарӑр. Чӑн калатӑп сире: эсир Израилӗн пур хулисене те ҫитме ӗлкӗриччен Этем Ывӑлӗ килӗ.
24Вӗренекен вӗрентекенӗнчен аслӑ мар, тарҫӑ та хуҫинчен аслӑ мар. 25Вӗренекенӗ вӗрентекен пек пулсан, тарҫи хуҫи пек пулсан ҫитет вара. Кил хуҫине Веельзевул#10:25 Веельзевул – шуйттанӑн, усал сывлӑшсен пуҫлӑхӗн, пӗр ячӗ. терӗҫ пулсан, унӑн кил-йышӗ пирки пушшех те ҫапла каламӗҫ-и?»
Камран хӑрамалла
(Лк. 12:2-7)
26«Ҫапла вара, хӑвӑра хирӗҫ ҫынсенчен ан хӑрӑр: пытарса хӑварни те ҫиеле тухатех, вӑрттӑнни те паллӑ пулатех. 27Эпӗ сире тӗттӗмре каланине эсир ҫутӑра калӑр, хӑлхаран каланине ял илтмелле пӗлтерӗр. 28Ӳт-пӗве пӗтерекенсенчен ан хӑрӑр, вӗсем чуна пӗтереймӗҫ. Хӑрасса вара ӳт-пӗве те, чуна та тамӑкра пӗтерме пултараканран хӑрӑр. 29Икӗ пӗчӗкҫӗ вӗҫен кайӑка пӗр ассарийлӗхе сутмаҫҫӗ-и? Ҫапах вӗсенчен пӗри те Ҫӳлти Аҫӑр ирӗкӗсӗр ҫӗре ӳкмест. 30Сирӗн пуҫӑр ҫинчи ҫӳҫ пӗрчисем те пӗтӗмпех шутра. 31Ҫавӑнпа та ан хӑрӑр: эсир, паллах, пӗчӗкҫӗ вӗҫен кайӑк йышӗнчен хаклӑрах.
32Ҫапла вара, кам та кам халӑх умӗнче Мана ӗненнине пӗлтерет, Эпӗ те Ҫӳлти Аттем умӗнче ҫав ҫын ҫинчен пӗлтерӗп. 33Кам халӑх умӗнче Манран тунать, Эпӗ те Ҫӳлти Аттем умӗнче унран тунӑп».
Эпӗ канӑҫлӑх мар, хӗҫ кӳме килнӗ
(Лк. 12:51-53; 14:26-27)
34«Эпӗ ҫӗр ҫине канӑҫлӑх кӳме килнӗ тесе ан шухӑшлӑр. Эпӗ канӑҫлӑх мар, хӗҫ кӳме килнӗ. 35Эпӗ ывӑлне – ашшӗнчен, хӗрне – амӑшӗнчен, кинне – хунямӑшӗнчен уйӑрма килтӗм. 36Ҫыншӑн хӑйӗн кил-йышӗсемех тӑшман пулӗҫ. 37Ашшӗне е амӑшне Мана юратнинчен те ытларах юратакан Мана тивӗҫлӗ мар. Ывӑлне е хӗрне Мана юратнинчен те ытларах юратакан та Мана тивӗҫлӗ мар. 38Кам хӑйӗн асап хӗресне йӑтса Ман хыҫҫӑн пымасть, ҫав Мана тивӗҫлӗ мар. 39Хӑйӗн пурӑнӑҫне упраса хӑваракан ӑна ҫухатӗ. Хӑйӗн пурӑнӑҫне Мана халалласа ҫухатакан ӑна упраса хӑварӗ».
Илес сӑвап
(Мк. 9:41)
40«Сире йышӑнакан Мана та хапӑл тӑвать. Мана хапӑл тӑвакан Мана кунта Яракана та йышӑнать. 41Пророка пророк пулнишӗн хапӑл тӑвакан пророкпа танах сӑвап илӗ. Тӳрӗлӗхлӗ ҫынна тӳрӗ пурӑннишӗн хапӑл тӑвакан та тӳрӗлӗхлӗ ҫынпа танах сӑвап илӗ. 42Чӑн калатӑп сире: кам ҫак кӗҫӗннисенчен пӗрне Ман вӗренекенӗм пулнӑшӑн пӗр курка та пулин сивӗ шыв ӗҫтерет, вӑл илес сӑвапне ҫухатмӗ».
Dewis Presennol:
Матфей 10: RSO
Uwcholeuo
Rhanna
Copi
Eisiau i'th uchafbwyntiau gael eu cadw ar draws dy holl ddyfeisiau? Cofrestra neu mewngofnoda
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

: