Пултарни 8

8
1Турӑ Ноя тата унпа пӗрле карап ӑшӗнче пулнӑ пур тискер кайӑка, пур выльӑх-чӗрлӗхе, [пур вӗҫен кайӑка, шуса ҫӳрекен пур ҫӗлен-калтана] асне илнӗ; вара Турӑ ҫӗр ҫине ҫил янӑ та, шыв тулма чарӑннӑ. 2Тӗпсӗр авӑрӑн ҫӑлӗсем, пӗлӗт чӳречисем хупӑнса ларнӑ, вара тӳперен ҫумӑр ҫума чарӑннӑ. 3Шыв майӗпен ҫӗр ҫинчен каялла кайнӑ, ҫӗр аллӑ кун иртсессӗн шыв чака пуҫланӑ. 4Ҫиччӗмӗш уйӑхра, ҫав уйӑхӑн вунҫиччӗмӗш кунӗнче, карап Арарат тӑвӗ ҫине пырса чарӑннӑ. 5Вуннӑмӗш уйӑха ҫитиччен шыв пӗрмаях чакса пынӑ; вуннӑмӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче ту тӑррисем курӑна пуҫланӑ.
6Хӗрӗх кун иртсессӗн Ной хӑй тунӑ карап чӳречине уҫнӑ та 7[ҫӗр ҫинчен шыв чакнине пӗлмешкӗн] ҫӑхана кӑларса янӑ; вӑл вӗҫсе тухнӑ та ҫӗр ҫинчи шыв типичченех пӗр аяккалла вӗҫсе кайнӑ, пӗр каялла вӗҫсе килнӗ. 8Унтан ҫӗр ҫинчен шыв кайса пӗтнине пӗлмешкӗн Ной кӑвакарчӑна кӑларса янӑ; 9анчах кӑвакарчӑнӗ урине пусса ларса канма вырӑн тупайман та ун патне каялла карап ҫине вӗҫсе килнӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫӗр ҫинче пур тӗлте те шыв тӑнӑ; Ной аллине тӑснӑ та ӑна ярса тытса хӑй патне карап ӑшне кӗртнӗ. 10Тата ҫичӗ кун кӗтсе тӑнӑ та карап ӑшӗнчен каллех кӑвакарчӑна кӑларса янӑ. 11Кӑвакарчӑн ун патне каҫ пуласпа каялла вӗҫсе ҫитнӗ, акӑ сӑмсипе вӑл ҫу йывӑҫҫин ешӗл чӗрӗ ҫулҫине хыпса килнӗ; Ной вара ҫӗр ҫинчен шыв чакса кайнине пӗлнӗ. 12Вӑл тата ҫичӗ кун кӗтсе тӑнӑ та [каллех] кӑвакарчӑна кӑларса янӑ; кӑвакарчӑн вара ун патне каялла таврӑнман.
13[Ной пурӑнӑҫӗн] ултҫӗр пӗрремӗш ҫулӗнче, пӗрремӗш уйӑхӑн [пӗрремӗш] кунӗ тӗлне, ҫӗр ҫинче шыв юлман; Ной карап тӑррине уҫса пӑхнӑ та — акӑ ҫӗр ҫийӗ кушӑхнӑ. 14Иккӗмӗш уйӑхра, уйӑхӑн ҫирӗм ҫиччӗмӗш кунӗ тӗлне, ҫӗр пӗтӗмпех типсе ҫитнӗ. 15Вара [Ҫӳлхуҫа] Турӑ Ноя каланӑ: 16эсӗ хӑв та тух, санӑн арӑму та, ывӑлусем те, ывӑлусен арӑмӗсем те санпа пӗрле карап ӑшӗнчен тухчӑр; 17хӑвӑнпа пӗрле пулнӑ пур чӗрчуна та — вӗҫен кайӑксене, выльӑх-чӗрлӗхе, ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекен пур ҫӗлен-калтана — хӑвӑнпа пӗрле илсе тух; вӗсем ҫӗр тӑрӑх саланччӑр, ҫӗр ҫинче ӗрчеччӗр, хунаса пыччӑр, тенӗ. 18Вара Ной тухнӑ, унпа пӗрле унӑн ывӑлӗсем те, арӑмӗ те, ывӑлӗсен арӑмӗсем те тухнӑ; 19карап ӑшӗнчен мӗнпур тискер кайӑк, [мӗнпур выльӑх-чӗрлӗх,] мӗнпур ҫӗлен-калта, мӗнпур вӗҫен кайӑк — ҫӗр ҫинче мӗн ҫӳрекенни пурте — ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе тухса кайнӑ.
20Вара Ной Ҫӳлхуҫа валли парне вырӑнӗ тунӑ; кашни таса выльӑх ӑрӑвӗнчен, таса вӗҫен кайӑксен мӗнпур ӑрӑвӗнчен илсе, вӗсене парне вырӑнӗ ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳнӗ. 21Ырӑ шӑршӑ Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулнӑ, вара Ҫӳлхуҫа [Турӑ] Хӑй ӑшӗнче каланӑ: этем пирки ҫӗре урӑх ылханмӑп ӗнтӗ, мӗншӗн тесессӗн этем кӑмӑлӗ мӗн ҫамрӑкранах усал; халӗ тунӑ пек тумӑп, пӗтӗм пурӑнакана урӑх нихӑҫан та пӗтермӗп: 22ҫӗр сывӑ чухне акассипе вырасси, сивӗпе шӑрӑх, ҫупа хӗл, кунпа каҫ нихӑҫан та чарӑнса лармӗҫ, тенӗ.

ទើបបានជ្រើសរើសហើយ៖

Пултарни 8: CHB

គំនូស​ចំណាំ

ចែក​រំលែក

ចម្លង

None

ចង់ឱ្យគំនូសពណ៌ដែលបានរក្សាទុករបស់អ្នក មាននៅលើគ្រប់ឧបករណ៍ទាំងអស់មែនទេ? ចុះឈ្មោះប្រើ ឬចុះឈ្មោះចូល