Chapa ya Youversion
Ikoni ya Utafutaji

Пултарни 2

2
1Тӳпепе ҫӗре тата вӗсен мӗнпур ҫарне ҫапла йӗркелесе туса ҫитернӗ. 2Хӑй тӑвакан ӗҫӗсене Турӑ ҫиччӗмӗш кун тӗлне туса ҫитернӗ, тумалли пӗтӗм ӗҫне туса ҫитерсе, ҫиччӗмӗш куна Вӑл канлӗхлӗ тунӑ. 3Турӑ ҫиччӗмӗш куна пилленӗ, ӑна сӑваплӑ тунӑ, мӗншӗн тесессӗн Хӑйӗн тумалли, пултармалли пӗтӗм ӗҫне туса ҫитерсе, Вӑл ҫав куна канлӗхлӗ тунӑ.
4Тӳпепе ҫӗр ҫапла пулса кайнӑ, вӗсене ҫапла пултарнӑ, ҫавӑн чухне, Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫӗрпе тӳпене пултарсассӑн, 5ҫӗр ҫинче нимӗнле ӳсентӑран та, нимӗнле курӑк та ӳсмен-ха, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫӗр ҫине ҫумӑр ҫутарман, ҫӗр ӗҫлесе тӑма этем те пулман, 6анчах ҫӗр ҫинчен пӑс тухса тӑрса пӗтӗм ҫӗр питне шӑварса тӑнӑ. 7Ҫӳлхуҫа Турӑ этеме ҫӗрти тӑпраран тунӑ, унӑн ӑшне чӗрӗлӗх сывлӑшӗ вӗрсе кӗртнӗ, этем вара чӗрӗ чунлӑ пулса тӑнӑ. 8Хӗвелтухӑҫ енче, Эдемра, Ҫӳлхуҫа Турӑ рай пахчи лартса ӳстернӗ, Хӑй пултарнӑ этеме ҫавӑнта вырӑнаҫтарнӑ. 9Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫӗртен тӗрлӗ йывӑҫ ӳстерсе кӑларнӑ: пӑхма — илемлӗ, апат валли лайӑх пулнӑ вӗсем; рай варринче вара чӗрӗлӗх йывӑҫӗ тата ырӑпа усала пӗлтерекен йывӑҫ ӳстернӗ.
10Рая шӑварса тӑмашкӑн Эдемран юханшыв юхса пынӑ; унтан вӑл туратланса тӑватӑ юханшыв пулса кайнӑ. 11Пӗри Фисон ятлӑ пулнӑ, вӑл пӗтӗм Хавила ҫӗрӗ тавра юхса выртать, унта ылтӑн пур; 12ҫав ҫӗрти ылтӑн паха; унта бдолах тата оникс чулӗ пур. 13Иккӗмӗш юханшывӗн ячӗ Гихон [Геон]: вӑл пӗтӗм Куш ҫӗрӗ тавра юхса выртать. 14Виҫҫӗмӗш юханшывӗн ячӗ Хиддекель [Тигр]: вӑл Ассири умӗнчен юхса иртет. Тӑваттӑмӗш юханшывӗ — Евфрат.
15Ҫӳлхуҫа Турӑ [Хӑй пултарнӑ] этеме ертсе пынӑ та ӑна Эдем пахчине — ҫавӑнта ӗҫлесе тӑма, пахчана сыхласа тӑма — вырӑнаҫтарнӑ. 16Ҫӳлхуҫа Турӑ этеме ҫапла вӗрентсе каланӑ: эсӗ пахчари пур йывӑҫӑн ҫимӗҫне те ҫийӗн, 17анчах ырӑпа усала пӗлтерекен йывӑҫ ҫимӗҫне ан ҫи: унӑн ҫимӗҫне ҫинӗ кун эсӗ вилмелле пулӑн, тенӗ.
18Ҫӳлхуҫа Турӑ тата каланӑ: этеме пӗччен пурӑнма аван мар; ӑна пулӑшса тӑма хӑй евӗрлӗскернех пултарар, тенӗ. 19Хирти мӗнпур чӗрчуна, тӳпери пур вӗҫен кайӑка Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫӗртен тунӑ, унтан, вӗсене мӗнле ят панине курас тесе, чӗрӗ чунсем хӑйсене этем мӗнле ят парӗ, ҫавӑн ятлӑ пулччӑр тесе, [вӗсене] этем патне ертсе пынӑ. 20Этем пур выльӑх-чӗрлӗхе, тӳпери пур вӗҫен кайӑка, хирти пур тискер кайӑка ят хурса тухнӑ; анчах этем валли ӑна пулӑшса тӑма ун евӗрлӗскерӗ тупӑнман. 21Ҫӳлхуҫа Турӑ этем ҫине тарӑн ыйхӑ янӑ; вӑл ҫывӑрса кайсассӑн, унӑн аяк пӗрчисенчен пӗрне кӑларса илнӗ те ҫав вырӑна ӳт илтернӗ. 22Этемрен илнӗ аяк пӗрчинчен Ҫӳлхуҫа Турӑ арӑм тунӑ та ӑна этем патне ертсе пынӑ. 23Вара этем каланӑ: акӑ ку — манӑн шӑммӑмран илнӗ шӑмӑ, манӑн ӳтӗмрен илнӗ ӳт; артан, [хӑй] упӑшкинчен, илнӗрен ӑна арӑм тейӗҫ, тенӗ. 24Ҫавӑнпа ӗнтӗ этем хӑйӗн ашшӗпе амӑшне пӑрахӗ те арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнӗ; вара [иккӗшӗ] пӗр ӳт пулӗҫ. 25Вӗсем иккӗшӗ те — Адам та, арӑмӗ те — ҫарамас пулнӑ, пӗр-пӗринчен вӑтанман.

Iliyochaguliwa sasa

Пултарни 2: CHB

Kuonyesha

Shirikisha

Nakili

None

Je, ungependa vivutio vyako vihifadhiwe kwenye vifaa vyako vyote? Jisajili au ingia