Пултарни 5
5
1Адамӑн йӑхӗ-кӑкӗ ҫакӑ: Турӑ этеме пултарнӑ чухне, Вӑл ӑна Хӑй евӗрлӗ тунӑ чухне, 2Вӑл вӗсене арҫыннине тата хӗрарӑмне пултарнӑ, вӗсене пилленӗ, вӗсене пултарнӑ кун вӗсене «этем» тесе ят хунӑ. 3Адам ҫӗр вӑтӑр [230] ҫул пурӑннӑ та, унӑн хӑй евӗрлӗ, хӑй сӑнарлӑ ывӑл ҫуралнӑ, вӑл ӑна Сиф ятлӑ хунӑ. 4Сиф ҫуралнӑ хыҫҫӑн Адамӑн кунҫулӗ сакӑрҫӗр [700] ҫула пынӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ. 5Адам пурӑннӑ кунҫул пурӗ тӑхӑрҫӗр вӑтӑр ҫул пулнӑ; вара вӑл вилнӗ.
6Сиф ҫӗр пилӗк [205] ҫул пурӑннӑ та, унӑн Енос ҫуралнӑ. 7Енос ҫуралнӑ хыҫҫӑн Сиф сакӑрҫӗр ҫичӗ [707] ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ. 8Сиф пурӑннӑ кунҫул пурӗ тӑхӑрҫӗр вуникӗ ҫул пулнӑ; вара вӑл вилнӗ.
9Енос тӑхӑрвунӑ [190] ҫул пурӑннӑ та, унӑн Каинан ҫуралнӑ. 10Каинан ҫуралнӑ хыҫҫӑн Енос сакӑрҫӗр вунпилӗк [715] ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ. 11Енос пурӑннӑ кунҫул пурӗ тӑхӑрҫӗр пилӗк ҫул пулнӑ; вара вӑл вилнӗ.
12Каинан ҫитмӗл [170] ҫул пурӑннӑ та, унӑн Малелеил ҫуралнӑ. 13Малелеил ҫуралнӑ хыҫҫӑн Каинан сакӑрҫӗр хӗрӗх [740] ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ. 14Каинан пурӑннӑ кунҫул пурӗ тӑхӑрҫӗр вунӑ ҫул пулнӑ; вара вӑл вилнӗ.
15Малелеил утмӑл пилӗк [165] ҫул пурӑннӑ та, унӑн Иаред ҫуралнӑ. 16Иаред ҫуралнӑ хыҫҫӑн Малелеил сакӑрҫӗр вӑтӑр [730] ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ. 17Малелеил пурӑннӑ кунҫул пурӗ сакӑрҫӗр тӑхӑрвун пилӗк ҫул пулнӑ; вара вӑл вилнӗ.
18Иаред ҫӗр утмӑл ҫул пурӑннӑ та, унӑн Енох ҫуралнӑ. 19Енох ҫуралнӑ хыҫҫӑн Иаред сакӑрҫӗр ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ. 20Иаред пурӑннӑ кунҫул пурӗ тӑхӑрҫӗр утмӑл икӗ ҫул пулнӑ; вара вӑл вилнӗ.
21Енох утмӑл пилӗк [165] ҫул пурӑннӑ та, унӑн Мафусал ҫуралнӑ. 22Енох Турӑ умӗнче ҫӳренӗ, Мафусал ҫуралнӑ хыҫҫӑн вӑл тата виҫҫӗр [200] ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ. 23Енох пурӑннӑ кунҫул пурӗ виҫҫӗр утмӑл пилӗк ҫул пулнӑ. 24Енох Турӑ умӗнче ҫӳренӗ; унтан вӑл курӑнми пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн Турӑ ӑна Хӑй патне илнӗ.
25Мафусал ҫӗр сакӑрвун ҫичӗ ҫул пурӑннӑ та, унӑн Ламех ҫуралнӑ. 26Ламех ҫуралнӑ хыҫҫӑн Мафусал ҫичҫӗр сакӑрвун икӗ ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ. 27Мафусал пурӑннӑ кунҫул пурӗ тӑхӑрҫӗр утмӑл тӑхӑр ҫул пулнӑ; вара вӑл вилнӗ.
28Ламех ҫӗр сакӑрвун икӗ [188] ҫул пурӑннӑ та, унӑн ывӑл ача ҫуралнӑ, 29хамӑр ӗҫе тунӑ чухне, Ҫӳлхуҫа [Турӑ] ылханнӑ ҫӗре хамӑр аллӑмӑрпа ӗҫлесе тӑнӑ чухне пире ҫакӑ лӑплантарӗ тесе, Ламех ӑна Ной ятлӑ хунӑ. 30Ной ҫуралнӑ хыҫҫӑн Ламех пилӗкҫӗр тӑхӑрвун пилӗк [565] ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ. 31Ламех пурӑннӑ кунҫул пурӗ ҫичҫӗр ҫитмӗл ҫичӗ [753] ҫул пулнӑ; вара вӑл вилнӗ.
32Пилӗкҫӗр ҫула ҫитсессӗн Нойӑн [виҫӗ ывӑл] Сим, Хам тата Иафет ҫуралнӑ.
Iliyochaguliwa sasa
Пултарни 5: CHB
Kuonyesha
Shirikisha
Nakili

Je, ungependa vivutio vyako vihifadhiwe kwenye vifaa vyako vyote? Jisajili au ingia
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: