1
Марк 13:13
Синодальный НЗ
Ман ятӑмшӑн сире пурте курайми пулӗҫ. Кам вӗҫне ҫитичченех тӳсӗ, ҫав ҫӑлӑнӗ».
Compare
Explore Марк 13:13
2
Марк 13:33
Астӑвӑр, сыхӑ пулӑр, кӗлтӑвӑр, мӗншӗн тесен ҫав вӑхӑт хӑҫан ҫитессе пӗлме пултараймастӑр.
Explore Марк 13:33
3
Марк 13:11
Сире суда тытса пама илсе кайнӑ чухне мӗн калас тесе малтанах ан кулянӑр, ан шухӑшлӑр. Ҫав самантра мӗн каламалли хӑех тупӑнӗ, мӗншӗн тесен калаканӗ эсир мар, Святой Сывлӑш пулӗ.
Explore Марк 13:11
4
Марк 13:31
Ҫӗрпе пӗлӗт те пӗтӗ, Ман сӑмахӑмсенчен пӗри те пӗтмӗ».
Explore Марк 13:31
5
Марк 13:32
«Ҫавӑ хӑш кун, хӑш сехетре пуласса никам та пӗлмест, тӳпери ангелсем те, Ывӑлӗ те пӗлмест. Ӑна пӗртен-пӗр Атте Турӑ кӑна пӗлет.
Explore Марк 13:32
6
Марк 13:7
Вӑрҫӑсем ҫинчен илтсен, вӑрҫӑ хыпарӗсем илсен, хӑраса ан ӳкӗр, мӗншӗн тесен ҫапла пулмалла та, анчах ку пӗтес вӑхӑт мар-ха.
Explore Марк 13:7
7
Марк 13:35-37
Ҫапла вара сыхӑ пулӑр, мӗншӗн тесен кил хуҫи те каҫпа, те ҫур ҫӗрте, те автан авӑтсан, те ирхине килет. Эсир ӑна пӗлме пултараймастӑр. Астӑвӑр, вӑл сасартӑк эсир ҫывӑрнӑ тӗле килсе ан тухтӑрччӗ. Ҫакна сире кӑна мар, пурне те калатӑп: сыхӑ пулӑр».
Explore Марк 13:35-37
8
Марк 13:8
Халӑх ҫине халӑх тапӑнӗ, патшалӑх ҫине патшалӑх вӑрҫӑпа тухӗ, тӗллӗн-тӗллӗн ҫӗр чӗтренӗ, выҫлӑх пуҫланӗ, халӑх пӑлханӗ. Ҫапах та ку – хӗн-хур пуҫламӑшӗ кӑна-ха.
Explore Марк 13:8
9
Марк 13:10
Анчах та малтан пур халӑхсем хушшинче те Ырӑ Хыпар сарӑлса ҫитмелле.
Explore Марк 13:10
10
Марк 13:6
мӗншӗн тесен Ман ятӑмпа килекенсем нумай пулӗҫ. „Эпӗ – Христос“, – тесе вӗсем чылайӑшне улталӗҫ.
Explore Марк 13:6
11
Марк 13:9
Эсир вара хӑвӑра хӑвӑр сыхланса пурӑнӑр! Сире суд тума тытса парӗҫ, синагогӑсенче хӗнӗҫ. Мана пула сире пуҫлӑхсемпе патшасем умне Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтермешкӗн тӑратӗҫ.
Explore Марк 13:9
12
Марк 13:22
Мӗншӗн тесен суя христоссемпе суя пророксем тупӑнӗҫ. Вӗсем, тӗлӗнмелле паллӑсемпе хӑватсем кӑтартса, май килсен суйласа илнисене те илӗртсе улталама пӑхӗҫ.
Explore Марк 13:22
13
Марк 13:24-25
«Ҫав кунсенче, асап хыҫҫӑн, хӗвел тӗттӗмленӗ, уйӑх ҫути сӳнӗ. Тӳпери ҫӑлтӑрсем ӳкӗҫ, ҫӳлти вӑй-хӑватсем кисренсе кайӗҫ.
Explore Марк 13:24-25
Home
Bible
Plans
Videos