Вара Иисус ҫапла хуравланӑ: «Малтанхи пил-хушу ҫакӑ: „Эй, Израиль халӑхӗ, итле! Пирӗн Хуҫа Туррӑмӑр – пӗртен-пӗр Хуҫамӑр. Хуҫа Турруна пӗтӗм чӗререн, пӗтӗм чунран, пӗтӗм ӑс-халтан, пӗтӗм вӑй-халтан юрат“. Ҫакӑ – чи аслӑ пил-хушу! Иккӗмӗшӗ те ҫавнашкалах аслӑ: „Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна юратнӑ пек юрат“. Ҫаксенчен аслӑрах пил-хушу урӑх ҫук», – тенӗ Вӑл.