Марк 12
12
12-мӗш сыпӑк
Усал пахчаҫӑсем ҫинчен каланӑ ытарлӑх
(Мф. 21:33-46; Лк. 20:9-19)
1Иисус вӗсене ытарлӑн калама пуҫланӑ: «Пӗр ҫын иҫӗм ҫырли лартса пахча тунӑ, йӗри-тавра карта тытса ҫавӑрнӑ. Унтан вӑл сӗткен пусса кӑлармалли юхтаркӑч чавнӑ тата хурал пӳрчӗ лартнӑ. Вара пахчине тара панӑ та хӑй урӑх ҫӗре тухса кайнӑ. 2Иҫӗм ҫырли татма вӑхӑт ҫитсессӗн вӑл тарҫине пахчаҫӑсем патне ҫырла илме янӑ. 3Анчах та лешсем тарҫӑна тытнӑ та хӗнесе тӑкса пуш алӑпах янӑ. 4Вара хуҫа вӗсем патне тепӗр тарҫине янӑ. Вӗсем ӑна та пуҫне чулпа персе шӑтарса, мӑшкӑл туса янӑ. 5Тата тепӗр тарҫине янӑ та, пахчаҫӑсем ӑна вӗлернӗ. Ытти янӑ тарҫӑсене те е хӗненӗ, е вӗлернӗ. 6Ҫав хуҫан пӗртен-пӗр савнӑ ывӑлӗ пулнӑ. „Ывӑлӑмран вӑтанӗҫех“, – тенӗ те вӑл юлашкинчен пахчаҫӑсем патне хайхи ывӑлне янӑ. 7Анчах та пахчаҫӑсем, хуҫа ывӑлне курсан, пӗр-пӗрне ҫапла каланӑ: „Ашшӗн пурлӑхӗ ҫакна юлмалла, атьӑр ӑна вӗлерер те тивӗҫлӗ еткерне хамӑр илер“. 8Вара вӗсем ӑна тытса вӗлернӗ те иҫӗм ҫырли пахчинчен кӑларса пӑрахнӑ. 9Ҫавӑн хыҫҫӑн пахча хуҫи мӗн тӑвӗ? Вӑл пырӗ те пахчаҫӑсене вӗлерттерӗ, пахчине урӑххисене парӗ. 10-11„Ҫурт тӑвакансем пӑрахӑҫланӑ чул никӗсри тӗп чул пулса тӑчӗ; ҫакна Хуҫамӑр турӗ, ҫакна эпир пӑхса ытараймастпӑр“, – тенӗ Ҫырнинче. Эсир ҫавна та вуламан-им?» 12Хайхи Иисуса илӗртсе тӗрӗслекенсем ҫак ытарлӑха хӑйсем ҫинчен каланине ӑнланса илнӗ те Ӑна ярса тытасшӑн пулнӑ, анчах та халӑхран хӑранӑ. Вара вӗсем ҫавӑрӑнса утнӑ.
Рим патшине тӳлемелли налук
(Мф. 22:15-22; Лк. 20:20-26)
13Унтан вӗсем, Иисус каланинче айӑпламалли сӑлтав тупасчӗ тесе, Ун патне темиҫе фарисея тата Ирод майлисене янӑ. 14Лешсем пынӑ та Ӑна ҫапла каланӑ: «Вӗрентекен! Эсӗ тӳрӗлӗхлӗ пулнине, никама та юрама тӑрӑшманнине эпир пӗлетпӗр. Эсӗ ҫынна кам пулнине кура хакламастӑн, чӑнах та Турӑ ҫулӗ ҫинчен вӗрентетӗн. Эппин каласамччӗ: эпир Рим патшине налук тӳлени тӗрӗс-и, тӗрӗс мар-и? Ҫав налука пирӗн памалла-и, памалла мар-и?» 15Анчах та Иисус, вӗсен чеелӗхне пӗлсе тӑрса, ҫапла каланӑ: «Мӗн эсир Мана илӗртсе тӗрӗслетӗр? Мана пӗр динарийлӗх укҫӑра илсе килсе кӑтартӑр-ха». 16Лешсем илсе пынӑ. Иисус вӗсене каланӑ: «Ҫакӑнта кам сӑнне ҫаптарнӑ, кам ятне ҫырнӑ?» «Патшанне», – тенӗ Ӑна вӗсем. 17Вара Иисус, вӗсене хуравласа, ҫапла каланӑ: «Патшанне патшана парӑр, Туррӑнне – Турра». Унӑн сӑмахӗсене илтсен вӗсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ.
Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен ыйтни
(Мф. 22:23-33; Лк. 20:27-40)
18Унтан Иисус патне вилнисем чӗрӗлсе тӑрасса ӗненмен саддукейсем пырса ыйтнӑ: 19«Вӗрентекен! Моисей пирӗн валли ҫапла ҫырса хӑварнӑ: „Камӑн та пулин ача-пӑчасӑр пиччӗшӗ вилсен, арӑмӗ тӑлӑха юлсан, шӑллӗ унӑн арӑмне качча илтӗр, пиччӗшӗн йӑхне тӑстӑр“. 20Пӗр кил-йышра ҫичӗ пӗртӑванччӗ. Асли авланчӗ те ача-пӑчасӑрах вилчӗ, 21вара унӑн арӑмне иккӗмӗшӗ илчӗ. Вӑл та ача-пӑчаллӑ пулаймасӑрах вилчӗ. Виҫҫӗмӗшӗпе те ҫаплах пулчӗ. 22Ҫав арӑма умлӑн-хыҫлӑн ҫиччӗшӗ те качча илчӗҫ пулин те, ача-пӑча таврашӗ юлмарӗ. Пуринчен кайран арӑмӗ те вилчӗ. 23Ӗнтӗ вилнисем чӗрӗлсе тӑрас вӑхӑт ҫитсен вӑл хӑшӗн арӑмӗ пулӗ-ши? Ҫиччӗшӗ те унпа пурӑннӑ-ҫке-ха». 24Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Эсир Ҫырнине те, Турӑ хӑватне те пӗлмесӗр ҫак тӗслӗхпех аташатӑр-и? 25Вилнӗ ҫынсем, чӗрӗлсе тӑрсан, авланмӗҫ те, качча та каймӗҫ, вӗсем тӳпери ангелсем пек пулӗҫ. 26Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси пирки вара Моисей кӗнекинче каланӑ. Ҫунса тӑракан тӗмӗ ҫинчен каланӑ тӗле вуламан-им эсир? Унта Турӑ ӑна: „Эпӗ – Авраам Турри те, Исаак Турри те, Иаков Турри те“, – темен-им? 27Турӑ вӑл вилнисен Турри мар, чӗррисен Турри. Ҫапла вара, эсир пит йӑнӑш шухӑшлатӑр».
Чи аслӑ пил-хушу
(Мф. 22:34-40; Лк. 10:25-28)
28Саккун вӗрентӳҫисенчен пӗри, вӗсем тавлашнине курса тӑрса, Иисус саддукейсене епле аван тавӑрса каланине илтсе, патнерех пынӑ. «Чи аслӑ пил-хушу хӑшӗ?» – тесе ыйтнӑ вӑл Иисусран. 29Вара Иисус ҫапла хуравланӑ: «Малтанхи пил-хушу ҫакӑ: „Эй, Израиль халӑхӗ, итле! Пирӗн Хуҫа Туррӑмӑр – пӗртен-пӗр Хуҫамӑр. 30Хуҫа Турруна пӗтӗм чӗререн, пӗтӗм чунран, пӗтӗм ӑс-халтан, пӗтӗм вӑй-халтан юрат“. Ҫакӑ – чи аслӑ пил-хушу! 31Иккӗмӗшӗ те ҫавнашкалах аслӑ: „Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна юратнӑ пек юрат“. Ҫаксенчен аслӑрах пил-хушу урӑх ҫук», – тенӗ Вӑл. 32«Вӗрентекен! Эсӗ чаплӑ хурав патӑн, – тенӗ вара Ӑна саккун вӗрентӳҫи. – Турӑ пӗрре анчах, Унран урӑххи ҫук тесе Эсӗ чӑннине каларӑн. 33Ӑна пӗтӗм чӗререн, пӗтӗм ӑс-халтан, пӗтӗм чунран, пӗтӗм вӑй-халтан юратмаллине те, ҫывӑх ҫынна хӑвна юратнӑ пек юратмаллине те Эсӗ тӗрӗс каларӑн. Ҫак пил-хушусене тытса пыни кирек епле парнерен те – пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнинчен те, ыттисенчен те – пахарах». 34Саккун вӗрентӳҫи ӑслӑ калаҫнине кура Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Эсӗ Турӑ Патшалӑхӗнчен инҫех те мар». Ҫавӑнтан кайран никам та Ӑна ыйтусем пама хӑяйман.
Турӑ Суйласа илни кам йӑхӗнчен пулмалла?
(Мф. 22:41-46; Лк. 20:41-44)
35Турӑ Ҫуртӗнче тата малалла вӗрентсе Иисус ҫапла каланӑ: «Епле-ха саккун вӗрентӳҫисем Турӑ Суйласа илни Давид йӑхӗнчен пулмалла теҫҫӗ? 36Давид хӑй те, Святой Сывлӑш витӗмӗпе, ҫапла каланӑ пулнӑ-ҫке: „Хуҫамӑр манӑн Хуҫама ҫапла каланӑ: Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче лар“. 37Ҫапла вара, Давид хӑй Ӑна Хуҫам тет. Эппин епле-ха Вӑл унӑн йӑхӗнчен пулма пултарать?» Темӗн чухлӗ халӑх Ӑна савӑнса итлесе тӑнӑ.
Саккун вӗрентӳҫисенчен асӑрхаттарни
(Мф. 23:1-36; Лк. 20:45-47)
38Малалла Иисус ҫапла вӗрентсе каланӑ: «Саккун вӗрентӳҫисенчен асӑрханӑр. Вӗсем вӑрӑм тумтирпе саркаланса ҫӳреме юратаҫҫӗ, халӑх йышлӑ ҫӗрте хӑйсене саламланине килӗштереҫҫӗ. 39Синагогӑра вӗсем малта ларма, ӗҫкӗ-ҫикӗре кӗрекере ларма юратаҫҫӗ. 40Ҫавсене, тӑлӑх арӑмсене кил-ҫуртсӑр хӑваракансене, ҫын умӗнче юриех нумайччен кӗлтӑвакансене, ыттисенчен те йывӑртарах айӑплав пулӗ».
Тӑлӑх арӑмӑн икӗ вак укҫи
(Лк. 21:1-4)
41Иисус парне арчине хирӗҫ ларнӑ та ҫынсем унта укҫа янине сӑнанӑ. Пуянсенчен чылайӑшӗ нумай хунӑ. 42Унтан пӗр чухӑн тӑлӑх хӗрарӑм пынӑ та пӗр кодрант чухлӗ икӗ вак укҫа хунӑ. 43Вара Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илсе ҫапла каланӑ: «Чӑн калатӑп сире: ҫак чухӑн тӑлӑх хӗрарӑм укҫа хуракансенчен пуринчен те ытларах хучӗ. 44Мӗншӗн тесен пурте арчана ытлашшине ячӗҫ, ку тӑлӑх хӗрарӑм вара пур-ҫук юлашки укҫине хучӗ, хӑйне пурӑнмалӑх укҫине пӗтӗмпех арчана ячӗ».
Currently Selected:
Марк 12: RSO
Highlight
Share
Copy
![None](/_next/image?url=https%3A%2F%2Fimageproxy.youversionapistaging.com%2F58%2Fhttps%3A%2F%2Fweb-assets.youversion.com%2Fapp-icons%2Fen.png&w=128&q=75)
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009