Иоанн 11
11
11-мӗш сыпӑк
Лазарь вилӗмӗ
1Лазарь ятлӑ пӗр ҫын чирлесе ӳкнӗ. Вӑл Марияпа унӑн аппӑшӗ Марфа пурӑнакан Вифани ялӗнченех пулнӑ. 2Ҫав Мария кайран Хуҫамӑра мирӑ сӗрсе Унӑн урисене хӑйӗн ҫӳҫӗпе шӑлаканни пулнӑ. Чирлесе ӳкнӗ Лазарь шӑпах унӑн пиччӗшӗ пулнӑ. 3Лазарь йӑмӑкӗсем Иисус патне: «Хуҫамӑр, Санӑн юратнӑ ҫынну чирлӗ», – тесе калама янӑ. 4Ҫавна илтсен Иисус каланӑ: «Ку чир вилмелли чир мар. Ку – Турӑ мухтавне кӑтартмалли, ҫапла майпа Турӑ Ывӑлне мухтава кӑлармалли чир». 5Иисус Марфӑпа йӑмӑкне те, Лазаре те юратнӑ. 6Ҫапах та, Лазарь чирлени ҫинчен илтнӗ пулин те, Иисус Хӑй чарӑнса тӑнӑ вырӑнта тата икӗ кун пурӑннӑ. 7Кайран тин вӗренекенӗсене каланӑ: «Атьӑр каллех Иудейӑна каяр!» 8«Равви! – тенӗ Ӑна вӗренекенӗсем. – Анчахрах Сана иудейсем чулпа пере-пере вӗлересшӗнччӗ, Эсӗ каллех унта каясшӑн-и?» 9Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Кун ҫути вун икӗ сехете пымасть-им вара? Кун ҫутипе ҫӳрекен такӑнмасть, мӗншӗн тесен вӑл тӗнче ҫутине курать. 10Ҫӗрле ҫӳрекен такӑнать, мӗншӗн тесен вӑл ҫутӑсӑр». 11Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Вӑл вӗсене каланӑ: «Лазарь тусӑмӑр ҫывӑрать, Манӑн ӑна кайса вӑратмалла». 12«Хуҫамӑр! – тенӗ вӗренекенӗсем. – Ҫывӑрать пулсассӑн эппин сывалӗ-ха». 13Иисус вӗсене Лазарь вилӗмӗ ҫинчен каланӑ. Вӗренекенӗсем вара ыйхӑ ҫинчен ҫеҫ калать пулӗ тесе шухӑшланӑ. 14Вара Иисус тӳррӗнех каланӑ: «Лазарь вилнӗ. 15Эпӗ сирӗншӗн савӑнатӑп. Сирӗн ӗненӗвӗре ҫирӗплетес тесе Эпӗ унта пулмарӑм. Халӗ ӗнтӗ каяр!» 16Ҫавӑн чухне Йӗкӗреш тесе ят панӑ Фома ытти вӗренекенсене каланӑ: «Каяр та Унпа пӗрлех вилер!»
Иисус – чӗрӗлӳ тата пурӑнӑҫ
17Вифани ялне ҫитсен Иисус Лазаре тӑватӑ кун каяллах пытарнине пӗлнӗ. 18Вифани ялӗ Иерусалимран инҫех те мар, пӗр икӗ-виҫӗ ҫухрӑмра ҫеҫ пулнӑ. 19Пиччӗшӗшӗн хуйхӑракан Марфӑпа Марияна лӑплантарма иудейсем чылаййӑн пухӑннӑ. 20Иисус килет тенине илтсенех Марфа Ӑна хирӗҫ кайнӑ. Мария килӗнчех юлнӑ. 21Ҫавӑн чухне Марфа Иисуса каланӑ: «Хуҫамӑр! Эсӗ кунта пулнӑ пулсан пиччем вилмен пулӗччӗ! 22Ҫапах та Эсӗ мӗн ыйтнине Турӑ Сана халӗ те парасса эпӗ пӗлетӗп». 23«Пиччӳ чӗрӗлсе тӑрӗ», – тенӗ ӑна Иисус. 24«Чӗрӗлсе тӑмалли юлашки кун ҫитсен вилнӗ ҫынсем чӗрӗлсе тӑрасса хам та пӗлетӗп-ха», – тенӗ Ӑна Марфа. 25«Эпӗ – чӗрӗлӳ тата пурӑнӑҫ, – тенӗ ӑна Иисус. – Мана ӗненекен вилсен те чӗрӗлет. 26Мана ӗненсе пурӑнакан кирек кам та нихӑҫан та вилмӗ. Эсӗ ҫакна ӗненетӗн-и?» 27«Ӗненетӗп, Хуҫамӑр! – тенӗ Ӑна Марфа. – Эсӗ тӗнчене килмелле тенӗ Турӑ Ывӑлӗ Христос пулнине ӗненетӗп».
Иисус Лазарьшӗн хурланни
28Ҫакна каласан Марфа кайнӑ та хӑйӗн йӑмӑкне Марияна вӑрттӑн чӗнсе илсе каланӑ: «Вӗрентекен кунта, Вӑл сана чӗнет». 29Мария ҫакна илтсенех васкаса тӑнӑ та Ун патне кайнӑ. 30Иисус ун чухне яла кӗмен пулнӑ-ха, Марфӑпа тӗл пулнӑ вырӑнтах тӑнӑ. 31Мария хӑвӑрт тӑрса тухнине курсан пӳртре ӑна лӑплантарса ларнӑ иудейсем те ун хыҫҫӑн кайнӑ. Вӗсем Мария хӑй пиччӗшӗн тупӑклӑхӗ патне йӗме каять пулӗ тесе шухӑшланӑ. 32Мария вара Иисус тӑракан вырӑна пынӑ. Иисуса курсан Ун умне ӳксе пуҫҫапса каланӑ: «Хуҫамӑр, Эсӗ кунта пулнӑ пулсан, пиччем вилмен пулӗччӗ!» 33Мария та, пӗрле пынӑ иудейсем те хытӑ йӗнине курсан кӑмӑлӗ хуҫӑлнипе Иисус пӑлханса кайнӑ та 34каланӑ: «Ӑҫта пытартӑр эсир ӑна?» «Хуҫамӑр, пырса пӑхсамччӗ», – тенӗ Ӑна. 35Иисусӑн куҫӗсем шывланнӑ. 36Ҫавӑн чухне иудейсем: «Курӑр-ха, епле юратнӑ Вӑл ӑна», – тенӗ. 37«Вӑл суккӑр ҫынна куракан турӗ, – тенӗ хӑшӗ-пӗри. – Тен, Вӑл Лазаре те вилмелле мар тума пултарайӗччӗ?»
Иисус Лазаре чӗртсе тӑратни
38Иисус, ҫаплах чун-чӗререн хурланса, Лазаре пытарнӑ тупӑклӑх патне пынӑ. Ту хӑвӑлӗн шӑтӑкне чулпа хупланӑ пулнӑ. 39«Чулне куҫарса хурӑр-ха», – тенӗ Иисус. Вилнин йӑмӑкӗ, Марфа, Иисуса каланӑ: «Хуҫамӑр, ӑна тупӑклӑха хуни тӑватӑ кун иртрӗ, виле шӑрши те тухнӑ ӗнтӗ». 40«Ӗненсен, Турӑ мухтавне курӑн тесе каламарӑм-и-ха Эпӗ сана?» – тенӗ ӑна Иисус. 41Вилнӗ ҫын выртакан ту хӑвӑлӗ умӗнчи чула илсен Иисус ҫӳлелле пӑхса каланӑ: «Аттем! Мана илтнӗшӗн тав тӑватӑп Сана. 42Эсӗ Мана илтессе пӗлетӗп пулин те, ҫакна Эпӗ кунта тӑракан халӑхшӑн каларӑм. Мана Эсӗ янине ӗненччӗр терӗм». 43Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Иисус хыттӑн чӗннӗ: «Лазарь, тух!» 44Вара вилнӗ тенӗ Лазарь алли-урине пирпе чӗркенипех, питне-куҫне тутӑрпа ҫыхнипех тухнӑ. «Чӗркени-ҫыхнине салтса илӗр, утма ан чӑрмантартӑр», – тенӗ ҫынсене Иисус.
Иисуса хирӗҫ тунӑ кавар
(Мф. 26:1-5; Мк. 14:1-2; Лк. 22:1-2)
45Ҫавӑн чухне Мария патне пынӑ чылай иудей, Иисус тунӑ хӑвата курса, Ӑна ӗненме пуҫланӑ. 46Хӑшӗсем тата фарисейсем патне кайса Иисус мӗн туни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. 47Вара аслӑ священниксемпе фарисейсем хӑйсен канашне пухнӑ. «Мӗскер тумалла-ши? – канашланӑ вӗсем. – Ку Ҫын нумай хӑват кӑтартать. 48Каплипех хӑварсан Ӑна пурте ӗненме пуҫлӗҫ. Вара Рим ҫыннисем килӗҫ те – пирӗн Турӑ Ҫуртне аркатӗҫ, пирӗн халӑха пусмӑрлӗҫ». 49Вӗсенчен пӗри, ҫав ҫул аслӑ священник пулнӑ Каиафа, вӗсене каланӑ: «Эсир ним те ӑнланмастӑр. 50Пӗтӗм халӑх пӗтнинчен пӗри халӑх ырлӑхӗшӗн пӗтни хамӑршӑнах лайӑх пуласси пирки ӑнланмастӑр-им?» 51Ҫак сӑмахсене вӑл хӑй ячӗпе каламан, ҫав ҫул аслӑ священник пулнӑ май, Иисус халӑхшӑн вилессе вӑл малтанах каласа хунӑ. 52Унтан та ытларах, Иисус пӗр ҫак халӑхшӑн ҫеҫ мар, сапаланса кайнӑ Турӑ ачисене пӗр ҫӗре пуҫтарассишӗн те вилессе Каиафа пророкла систернӗ. 53Ҫав кунран вара вӗсем Иисуса вӗлерме калаҫса татӑлнӑ. 54Ҫавна пула Иисус иудейсем хушшинче пит курӑнсах ҫӳремен. Вӑл унтан пуш хир ҫывӑхӗнчи Ефраим хулине кайнӑ. Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе пӗрле Иисус пӗр хушӑ ҫавӑнта пурӑннӑ.
55Иудейсен пасха уявӗ ҫывхарса килнӗ. Таврари чылай халӑх пасха умӗн тасалма Иерусалима пынӑ. 56Ҫынсем, Иисуса шыраса, Турӑ Ҫуртӗнче тӑнӑ чухне пӗр-пӗринчен: «Мӗнле шухӑшлатӑр? Уява килет-ши Вӑл?» – тесе ыйтнӑ. 57Аслӑ священниксемпе фарисейсем вара Иисуса тытас тесе ҫапла хушнӑ: «Вӑл ӑҫтине пӗлекенсен тӳрех пире систермелле».
Currently Selected:
Иоанн 11: RSO
Highlight
Share
Copy
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009