Иоанн 13
13
13-мӗш сыпӑк
Вӗренекенӗсен урисене ҫуни
1Пасха уявӗ ҫывхарса килнӗ. Ку тӗнчерен Ашшӗ патне каяс вӑхӑчӗ ҫитсе пынине Иисус пӗлнӗ. Ку тӗнчери Хӑй хыҫҫӑн пыракансене Вӑл савнӑ, каяс умӗн вара Хӑйӗн тулли юратулӑхне пытарас темен. 2Каҫхине Иисуспа вӗренекенӗсем апат ҫиме ларнӑ. Ҫавӑн чухне шуйттан Симон ывӑлӗн Иуда Искариотӑн чӗрине Иисуса сутас шухӑш кӗртнӗ. 3Ашшӗ пӗтӗмпех Хӑйӗн аллине панине тата Хӑй Турӑ патӗнчен анса Турӑ патне каясса Иисус пӗлнӗ. 4Ҫавӑнпа Вӑл сӗтел хушшинчен тухнӑ та, ҫиелти тумне хывса, пилӗкне ал шӑлли ҫыхнӑ. 5Унтан ҫӑвӑнмалли савӑта шыв янӑ та, вӗренекенӗсен урисене ҫуса, пилӗкне ҫыхнӑ ал шӑллипе шӑла пуҫланӑ. 6Петр текен Симон патне ҫитсен, лешӗ тӗлӗнсе кайнипе ҫапла каланӑ: «Хуҫамӑр! Эсӗ ман урана ҫӑвасшӑн-и?» 7«Эпӗ мӗн тунине эсӗ халӗ пӗлейместӗн-ха, кайран ӑнланса илӗн», – тесе хуравланӑ Иисус. 8«Ӗмӗрне те ҫутармастӑп!» – хирӗҫленӗ Ӑна Петр. «Эпӗ сан уруна ҫумасан, эсӗ Манпа пӗрлӗхлӗ пулаймӑн», – тенӗ ӑна Иисус. 9«Хуҫамӑр! Эппин урама кӑна мар, аллӑмпа пуҫӑма та ҫуса яр», – тенӗ Ӑна Петр текен Симон. 10«Ҫӑвӑннӑ ҫын ахалех таса, – тенӗ ӑна Иисус, – ҫавӑнпа унӑнне урине кӑна ҫумалла. Эсир те таса, анчах пурте мар». 11Пурте мар тесе Вӑл Хӑйне тытса паракана малтанах пӗлнӗрен каланӑ.
12Вӗренекенӗсен урисене ҫусан, Хӑйӗн тумне тӑхӑнса, Вӑл каллех сӗтел хушшине ларнӑ. «Эпӗ сирӗншӗн мӗн тунине ӑнлантӑр-и? – ыйтнӑ вара Вӑл. 13– Эсир Мана Вӗрентекен тетӗр, Хуҫамӑр тетӗр. Тӗрӗсех калатӑр, Эпӗ, чӑнах та, сирӗн Вӗрентекенӗр тата Хуҫӑр. 14Ҫапла вара, Эпӗ, сирӗн Хуҫӑр тата Вӗрентекенӗр, урӑрсене ҫурӑм пулсан, сирӗн те пӗр-пӗрин урисене ҫумалла. 15Сирӗн те Ман пекех тумалла тесе Эпӗ сире тӗслӗх кӑтартрӑм. 16Чӑн-чӑнах калатӑп сире: чура хӑй хуҫинчен аслӑ мар, ӗҫпе янӑ ҫын та хӑйне яраканнинчен аслӑ мар. 17Ҫаксене пӗлсе пурнӑҫласа тӑрсан эсир телейлӗ пулӑр. 18Сирӗн ҫинчен пурин пирки те каламастӑп. Хам суйласа илнисене Эпӗ пӗлетӗп. Ҫырнинче „Манпа пӗрле ҫӑкӑр ҫиекенех Мана хирӗҫ тӑчӗ“ тесе калани пурнӑҫлантӑр ӗнтӗ. 19Ӗҫӗ пулса иртичченех Эпӗ ун ҫинчен ахальтен каламастӑп. Ӗҫӗ пурнӑҫлансан Эпӗ Христос иккенне ӗненччӗр тесе калатӑп. 20Чӑн-чӑнах калатӑп сире: кам Эпӗ янӑ ҫынна йышӑнать, ҫав Мана хапӑл тӑвать. Кам Мана хапӑл тӑвать, ҫав Мана кунта Яракана йышӑнать».
Хӑйне Иуда тытса парасси ҫинчен калани
(Мф. 26:20-25; Мк. 14:17-21; Лк. 22:21-23)
21Ҫак сӑмахсене каласан Иисусӑн кӑмӑлӗ хуҫӑлнӑ. «Чӑн-чӑнах калатӑп сире, – уҫҫӑнах пӗлтернӗ Вӑл, – сирӗнтен пӗри Мана тытса парӗ». 22Ҫавӑн чухне вӗренекенӗсем, Вӑл кам ҫинчен каланине ӑнкараймасӑр, пӗр-пӗрин ҫине кӑн-кан пӑхса илнӗ. 23Иисусӑн вӗренекенӗсенчен пӗри вара, Вӑл юратни, Унӑн хулпуҫҫийӗ ҫумне сӗвеннӗ. 24Петр текен Симон, Вӑл кам ҫинчен каланине ыйтса пӗл-ха тесе, ӑна аллисемпе паллӑ кӑтартнӑ. 25Лешӗ вара Иисус ҫумнерех ҫыпӑҫса: «Хуҫамӑр! Сутаканӗ хӑшӗ пулӗ?» – тесе ыйтнӑ. 26«Ҫӑкӑр татӑкне кама пуҫса парӑп, ҫавӑ», – тавӑрнӑ Иисус. Унтан Вӑл ҫӑкӑр татӑкне пуҫса Симон ывӑлне Иуда Искариота панӑ. 27Ҫав ҫӑкӑр татӑкне илнӗ хыҫҫӑнах Иуда ӑшне шуйттан кӗнӗ. «Тума пуҫланине хӑвӑртрах туса пӗтер», – тенӗ ӑна Иисус. 28Вӑл Иудӑна мӗншӗн ҫапла каланине сӗтел хушшинче ларакансенчен пӗри те ӑнланса илеймен. 29Укҫа арчи Иудӑра пулнӑран хӑш-пӗр вӗренекенӗсем: «Иисус ӑна уяв тӗлне хамӑра мӗн кирлине илме хушать пулӗ. Е ыйткалакансене мӗн те пулин пама калать-ши?» – тесе шухӑшланӑ. 30Ҫӑкӑр татӑкне илсенех Иуда тӑрса тухса кайнӑ. Вӑхӑчӗ ӗнтӗ ҫӗрлене кайнӑ.
Ҫӗнӗ пил-хушу
31Иуда тухса кайсан Иисус каланӑ: «Паянтан Этем Ывӑлӗ мухтава тухрӗ, Ун урлӑ Турӑ та мухтава тухрӗ. 32Турӑ Хӑйӗн Ывӑлӗ урлӑ мухтава тухрӗ пулсан, Турӑ та Хӑй урлӑ Ывӑлне мухтава кӑларӗ, часах мухтава кӑларӗ. 33Ачамсем! Манӑн сирӗнпе пуласси нумай мар. Кайран эсир Мана шырама пуҫлӑр. Иудейсене каланинех халӗ сире калатӑп: „Эпӗ каяс ҫӗре эсир ҫитеймӗр“. 34Эпӗ сире ҫӗнӗ пил-хушу паратӑп: пӗр-пӗрне юратӑр. Пӗр-пӗрне Эпӗ сире юратнӑ пекех юратӑр. 35Эсир Манӑн вӗренекенӗмсем пулнине сирӗн хушшӑрти юратулӑхран пӗлӗҫ».
Петр тунасса Иисус малтанах калани
(Мф. 26:31-35; Мк. 14:27-31; Лк. 22:31-34)
36«Хуҫамӑр! Эсӗ ӑҫта каяс тетӗн?» – ыйтнӑ Петр текен Симон Иисусран. «Эпӗ каяс ҫӗре эсӗ халӗ пыраймӑн, – тенӗ Иисус, – анчах та каярахпа Ман хыҫӑмранах пырӑн». 37«Хуҫамӑр! Мӗншӗн мана халӗ Сан хыҫӑнтан пыма юрамасть? Эпӗ Саншӑн чунӑма пама та хатӗр!» – тенӗ Ӑна Петр. 38Иисус вара ӑна ҫапла каланӑ: «Чунӑма пама та хатӗр тетӗн-и? Чӑн-чӑнах калатӑп сана: автан авӑтичченех эсӗ виҫӗ хут Мана пӗлмӗш пулӑн».
Currently Selected:
Иоанн 13: RSO
Highlight
Share
Copy
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009