YouVersion Logo
Search Icon

Иоанн 19

19
19-мӗш сыпӑк
1Пилат вара Иисуса хурал аллине панӑ та хӗнеме хушнӑ. 2Салтаксем йӗплӗ кӳкен хуллинчен пуҫ кӑшӑлӗ ҫыхса ӑна Иисус пуҫне тӑхӑнтартнӑ, ҫине патшалла хӗрлӗ тум уртса янӑ. 3«Сывӑ пултӑр иудейсен Патши!» – тесе вӗсем Иисуса ҫупа-ҫупа янӑ. 4Пилат вӗсене каллех тухса каланӑ: «Вӑл айӑплӑ маррине пӗлтерме Ӑна эпӗ сирӗн патӑра кӑларттаратӑп». 5Иисуса вара йӗплӗ кӳкен пуҫ кӑшӑлӗпе, вӑрӑм хӗрлӗ тумпа кӑларнӑ. «Акӑ вӑл Ҫын», – тенӗ вӗсене Пилат. 6Аслӑ священниксемпе вӗсен тарҫисем Ӑна курсанах: «Пӑталаттар Ӑна, пӑталаттар!» – тесе кӑшкӑрнӑ. «Эпӗ Унра нимӗнле айӑп та тупмастӑп, тытӑр та хӑвӑр пӑталӑр», – тенӗ вӗсене Пилат. 7«Пирӗн хамӑрӑн саккун, – тавӑрнӑ ӑна иудейсем. – Хӑйне Турӑ Ывӑлӗ тесе каланӑшӑн Ӑна пирӗн саккунпа вӗлермелле».
8Ҫак сӑмахсене илтсен Пилат тата ытларах хӑраса ӳкнӗ. 9Вӑл каллех преторине кӗнӗ те Иисусран ыйтнӑ: «Эсӗ ӑҫтисем пулатӑн?» Иисус нимӗн те каламан. 10«Эсӗ манпа та калаҫасшӑн мар-и? – тенӗ вара Ӑна Пилат. – Пӗлместӗн-им, манӑн Сана пӑталаттарма та ирӗкӗм пур, кӑларса яма та ирӗкӗм пур». 11«Ҫӳлтен паман пулсан санӑн Манпа пуҫ пулма нимӗнле ирӗк те пулас ҫукчӗ, – тавӑрнӑ Иисус, – ҫавӑнпа Мана сан аллуна тытса паракана ытларах ҫылӑх пулӗ». 12Ҫак самантран пуҫласа Пилат Иисуса ирӗке кӑлармашкӑн май шыранӑ. «Ӑна ирӗке ярсан эсӗ императорӑн тусӗ те мар вара! Хӑйне хӑй патша тесе калакан кашни ҫын – император тӑшманӗ!» – тесе кӑшкӑрашнӑ иудейсем.
13Ҫак сӑмахсене илтсен Пилат Иисуса преторирен илсе тухма хушнӑ, хӑй суд тумалли вырӑна ларнӑ. Чултан купаланӑ ҫак ҫӳллӗ вырӑна Лифостротон, еврейла Гаввафа, теҫҫӗ. 14Ку ӗнтӗ пасха умӗнхи эрне кун, кӑнтӑрла тӗлнелле пулнӑ. «Акӑ сирӗн Патшӑр», – тенӗ Пилат иудейсене. 15Анчах та вӗсем: «Атя, хӑвӑртрах пӑталаттар Ӑна!» – тесе кӑшкӑрма пуҫланӑ. «Епле-ха сирӗн Патшӑра пӑталаттарам?» – тенӗ Пилат. «Императорсӑр пуҫне пирӗн урӑх патша ҫук», – тавӑрнӑ аслӑ священниксем. 16Вара тин Пилат вӗсене Иисуса пӑталама ирӗк панӑ. Ҫавӑнтах Иисуса тытса илсе кайнӑ.
Иисус Христоса пӑталани
(Мф. 27:32-44; Мк. 15:21-32; Лк. 23:26-43)
17Иисус, Хӑйӗн хӗресне ҫӗклесе, «Пуҫ купташки» текен вырӑна ҫитнӗ, еврейла ӑна Голгофа теҫҫӗ. 18Хӗрес ҫумне те Ӑна ҫавӑнтах пӑталанӑ. Унпа пӗрле тепӗр икӗ ҫынна пӑталанӑ; варринчи хӗрес ҫине – Иисуса, тепӗр иккӗшне вара Унран икӗ енне. 19Хӗрес ҫумне тата хӑма татӑкӗ ҫапса хунӑ. Хӑми ҫине Пилат ҫапла ҫыртарнӑ пулнӑ: «Иудея Патши, Назорей Иисус». 20Иисуса пӑталанӑ вырӑн хула хӗрринчех пулнӑ. Ҫавӑнпа хӗрес ҫине мӗн ҫырнине иудейсенчен нумайӑшӗ вуланӑ. Ҫырма вара еврейла, грекла тата латинла ҫырнӑ пулнӑ. 21Иудейсен аслӑ священникӗсем Пилата ӳпкелешнӗ: «„Иудея Патши“ тесе мар, „Вӑл Хӑйне Иудея Патши тесе каланӑ“, – тесе ҫырмаллаччӗ». 22«Эпӗ мӗнле ҫыртарнӑ, ҫаплах пултӑр», – тавӑрнӑ Пилат.
23Иисуса хӗрес ҫумне пӑталасан салтаксем Унӑн тумтирне илсе тӑватӑ пая уйӑрнӑ. Кашни салтака пӗрер пай лекнӗ. Вӗсем Унӑн хитонне те илнӗ, ӑна вара ҫӗлемесӗр тӗртсе тунӑ пулнӑ. 24Ҫавӑнпа вӗсем ҫапла калаҫса татӑлнӑ: «Хитонне ҫурас мар, шӑпа ярас: кама шӑпа тухать, ҫавӑ илтӗр». Ҫапла майпа Ҫырнинче «тумтирӗме илчӗҫ те хӑйсем хушшинче уйӑрчӗҫ, кӗпене вара шӑпа ярса валеҫрӗҫ» тесе калани пурнӑҫланнӑ. Салтаксем ҫавӑн пек тунӑ та. 25Иисуса пӑталанӑ хӗрес патӗнче Унӑн Амӑшӗ, Амӑшӗн аппӑшӗ, Клеопа Марийи тата Мария Магдалина тӑнӑ. 26Иисус Хӑйӗн Амӑшне тата ҫавӑнта тӑракан юратнӑ вӗренекенне асӑрхасан Амӑшне каланӑ: «Акӑ Санӑн ывӑлу». 27«Акӑ санӑн Аннӳ», – тенӗ унтан вӗренекенне. Ҫав вӑхӑтран вара ҫак вӗренекен Иисус Амӑшне хӑй патне илнӗ.
Иисус Христос вилӗмӗ
(Мф. 27:45-56; Мк. 15:33-41; Лк. 23:44-49)
28Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус, пӗтӗмпех пурнӑҫланнине кура, Ҫырнинче калани пулса ҫиттӗр тесе, ҫапла каланӑ: «Ӑшӑм хыпрӗ». 29Ҫавӑнта хӗрхӳлентернӗ хӗрлӗ эрех тултарнӑ кӑкшӑм ларнӑ. Салтаксем ҫав шӗвеке сӑхтарнӑ мунчалана иссоп патакки вӗҫне тирсе Унӑн ҫӑварӗ патне илсе пынӑ.
30Хӗрхӳлентернӗ хӗрлӗ эрех тутанса пӑхсан Иисус каланӑ: «Мӗн пулмалли пулчӗ!» Вара Унӑн пуҫӗ лӑштӑрах усӑннӑ та, юлашки сывлӑшӗ тухнӑ. 31Ку ӗҫ эрне кун пулнӑран иудейсем вилесене хӗрес ҫинче шӑмат кунччен – вӑл шӑмат кун иудейсен мӑн кунӗ пулнӑ – хӑварасшӑн пулман. Ҫавӑнпа вӗсем пӑталанӑ ҫынсен ури тунисене ҫапса ватса хӗрес ҫинчен антарма Пилатран ыйтнӑ. 32Вара салтаксем пынӑ та Иисуспа пӗрле пӑталанисенне иккӗшӗнне те ури тунисене ҫапса ватнӑ. 33Иисус тӗлне ҫитсен салтаксем Вӑл вилнине курнӑ та Унӑн урисене ватас темен. 34Анчах та пӗр салтакӗ Ӑна аякӗнчен сӑнӑпа чикнӗ, ҫавӑнтах юнпа шыв юхса тухнӑ. 35Сире ҫакна хӑй куҫӗпе хӑй курнӑ ҫын ҫирӗплетсе пӗлтерет, вӑл ҫирӗплетсе калани чӑн. Сире ӗнентересшӗн хӑй чӑн каланине вӑл пӗлет. 36Ҫапла майпа Ҫырнинче «Унӑн пӗр шӑммине те ҫапса ватмӗҫ» тени пурнӑҫланнӑ. 37Ҫырнинче тепӗр тӗлте ҫапла калани те пур: «Хӑйсем сӑнӑпа Чикни ҫине пӑхӗҫ».
Иисуса пытарни
(Мф. 27:57-61; Мк. 15:42-47; Лк. 23:50-56)
38Каярахпа Аримафейӑра ҫуралса ӳснӗ Иосиф Иисус ӳтне хӗрес ҫинчен илме Пилатран ирӗк ыйтнӑ. Иисусӑн вӗренекенӗ пулнӑ пулин те, иудейсенчен хӑранипе ҫакна Иосиф палӑртман. Пилат ӑна ирӗк панӑ. Вара вӑл Иисус ӳтне пырса илсе кайнӑ. 39Иосифпа пӗрле тата пӗррехинче Иисус патне ҫӗрле вӑрттӑн пынӑ Никодим та пулнӑ. Вӑл икӗ пӑта яхӑн алоэпе смирна хутӑшӗ илсе пынӑ. 40Ҫапла вара вӗсем иудейсен йӑлипе Иисус ӳтне ырӑ шӑршӑллӑ ҫу сӗрнӗ пирпе чӗркенӗ. 41Иисуса пӑталанӑ вырӑнтан инҫех те мар сад ӳснӗ. Ҫав садра унччен пӗр виле те пытарман ҫӗнӗ тупӑклӑх пулнӑ. 42Тепӗр кунне шӑмат кун – иудейсен канмалли кунӗ – пулнӑран тата тупӑклӑх ҫывӑх пулнӑран Иисуса ҫавӑнтах пытарнӑ.

Currently Selected:

Иоанн 19: RSO

Highlight

Share

Copy

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in