Иоанн 9
9
9-мӗш сыпӑк
Суккӑр ҫуралнӑ ҫынна сыватни
1Иртсе пынӑ чух Иисус суккӑр ҫуралнӑ ҫынна курнӑ. 2Вӗренекенӗсем Унран ыйтнӑ: «Равви! Ҫак ҫын кама пула суккӑр ҫуралнӑ? Кам ҫылӑха кӗнӗ: хӑй е ашшӗ-амӑшӗ?» 3«Вӑл хӑй те, ашшӗ-амӑшӗ те ҫылӑха кӗмен, – хуравланӑ Иисус. – Турӑ хӑватне палӑртма ҫапла ҫуралнӑ вӑл. 4Мана кунта Яраканӑн ӗҫне пирӗн кун ҫути пур чухне тумалла. Каҫ пулсан никам та ӗҫлеймест. 5Ҫак тӗнчере чухне Эпӗ – тӗнче ҫути». 6Ҫакна каласан Иисус ҫӗре сурнӑ. Вара сурчӑкне тӑпрапа ҫӑрса пылчӑк тунӑ та унпа суккӑрӑн куҫне сӗрнӗ. 7«Халӗ кай та Силоам шывӗнче ҫӑвӑн», – тенӗ ӑна Иисус. Вӑл кайса ҫӑвӑннӑ та куракан пулса тавӑрӑннӑ. «Силоам» тени «янӑскер» тени пулать. 8«Ку хайхи ыйткаласа ларакан ҫын мар-и?» – тенӗ маларах вӑл суккӑррине курнӑ ҫынсемпе кӳршисем. 9«Ҫавӑ», – тенӗ пӗрисем. «Ҫук-ҫук, вӑл сӑнӗпе кӑна ун евӗрлӗрех», – хирӗҫленӗ теприсем. «Эпӗ чӑнах та ҫавӑ», – тесе ҫирӗплетнӗ вӑл хӑй. 10Вара унран: «Санӑн куҫу епле уҫӑлчӗ?» – тесе ыйта пуҫланӑ. 11«Пӗр Ҫын, Иисус ятлӑскер, пылчӑк туса ман куҫӑма сӗрчӗ те Силоам шывӗпе кайса ҫӑвӑнма хушрӗ, – тенӗ ҫав ҫын. – Эпӗ кайса ҫӑвӑнтӑм та куракан пултӑм». 12«Ӑҫта халӗ Вӑл?» – ыйтнӑ унран. «Пӗлместӗп», – тенӗ лешӗ.
Сывалнӑ ҫынна тӗпчени
13Вара вӗсем суккӑр пулнӑ ҫынна фарисейсем патне илсе кайнӑ. 14Иисус пылчӑк туса суккӑра сыватнӑ чух шӑмат кун пулнӑ. 15Фарисейсем те унран куҫӗ епле уҫӑлнине тӗпченӗ. «Куҫӑма Вӑл пылчӑкпа сӗрчӗ, унтан эпӗ ҫӑвӑнтӑм та куракан пултӑм», – тенӗ вӑл. 16«Вӑл Ҫын Турӑран мар, мӗншӗн тесен Вӑл шӑмат куна хисеплемест», – тенӗ вара хӑш-пӗр фарисейсем. «Ҫакӑн пек тӗлӗнмелле ӗҫе ҫылӑхлӑ ҫын епле тума пултарайтӑр?» – хирӗҫленӗ теприсем. Вара вӗсем тавлашсах кайнӑ. 17«Хӑвӑн куҫна уҫакан ҫинчен эсӗ мӗн калӑн?» – каллех ыйтаҫҫӗ вӗсем куракан пулнӑ ҫынран. «Вӑл – пророк», – тенӗ вара лешӗ.
18Суккӑр ҫын куракан пулнине иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем ниепле те ӗненесшӗн пулман. Вӗсем унӑн ашшӗпе амӑшне чӗнтернӗ. 19«Суккӑр ҫуралнӑ текен ывӑлӑр ҫакӑ-и? – ыйтнӑ вӗсем ашшӗпе амӑшӗнчен. – Епле-ха вӑл халӗ куракан пулчӗ?» 20«Эпир ку хамӑр ачах пулнине, вӑл суккӑр ҫуралнине кӑна пӗлетпӗр, – хуравланӑ ашшӗпе амӑшӗ. 21– Халӗ епле куракан пулнине те, унӑн куҫне кам уҫнине те эпир вара пӗлместпӗр. Хӑйӗнчен ыйтӑр ара. Вӑл ҫитӗннӗ ҫын-иҫ, унӑн хӑйӗн те чӗлхи пур». 22Ашшӗпе амӑшӗ иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисенчен хӑранипе ҫапла каланӑ. Мӗншӗн тесен ятлӑ-сумлисем Ӑна Христос тесе йышӑнакансене синагогӑран уйӑрса ярас тесе калаҫса татӑлнӑ пулнӑ. 23Ҫавӑнпа ӗнтӗ ашшӗ-амӑшӗ «Вӑл ҫитӗннӗ ҫын-иҫ, унӑн хӑйӗн те чӗлхи пур» тесе каланӑ.
24Ҫапла вара, иудейсем куракан пулнӑ ҫынна татах тепӗр хут чӗнсе илнӗ. «Суймастӑп тесе Турра асӑн, – тенӗ вӗсем ӑна, – Вӑл ҫылӑхлӑ Ҫын пулнине эпир пӗлетпӗр». 25«Ҫылӑхлӑ-и Вӑл, ҫылӑхлӑ мар-и – пӗлместӗп, – тавӑрса каланӑ хайхи, – пӗр ҫакна кӑна пӗлетӗп: эпӗ суккӑрччӗ, халӗ вара куратӑп». 26«Мӗн турӗ Вӑл сана? Санӑн куҫна епле уҫрӗ?» – татах ыйтнӑ унран. 27«Эпӗ ӗнтӗ каларӑм, анчах эсир илтместӗр, – тавӑрнӑ ҫак ҫын. – Тата мӗн илтесшӗн эсир? Тен, эсир те Унӑн вӗренекенӗсем пуласшӑн?» 28«Унӑн вӗренекенӗ – эсӗ! – хӑтӑрса тӑкнӑ ӑна. – Эпир вара Моисей вӗренекенӗсем! 29Турӑ Моисейпа калаҫнине эпир пӗлетпӗр. Ку Ҫын ӑҫтан иккенне вара пачах та пӗлместпӗр». 30«Тӗлӗнмелле! – тенӗ куракан пулнӑ ҫын. – Вӑл манӑн куҫӑма уҫрӗ, эсир вара Вӑл ӑҫтан иккенне те пӗлместӗр. 31Анчах та ҫылӑхлӑ ҫынна Турӑ итлеменнине пӗлетпӗр вӗт-ха. Вӑл Хӑйне хисеплекене, Хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлакана кӑна итлет. 32Суккӑр ҫуралнӑ ҫыннӑн куҫне кам та пулин уҫнӑ тенине халиччен илтменччӗ. 33Ӑна кунта Турӑ яман пулсан, Вӑл нимӗн те тӑваймӗччӗ». 34«Эсӗ, ҫылӑхлӑ ҫуралнӑскер, тата пире вӗрентесшӗн-и?» – тесе вӗсем ӑна хӑваласа янӑ.
Курнӑ ҫинчех курмастӑр
35Ӑна хӑваласа янӑ тенине илтсен Иисус ҫав ҫынна шыраса тупнӑ та ыйтнӑ: «Эсӗ Турӑ Ывӑлне ӗненетӗн-и?» 36«Эй, ырӑ Ҫыннӑм, – тавӑрнӑ вӑл Иисуса, – Вӑл Кам пулнине каласамччӗ, вара эпӗ Ӑна ӗненӗттӗм». 37«Эсӗ Ӑна куртӑн ӗнтӗ, Вӑл санпа калаҫса тӑрать», – тенӗ Иисус. 38Вара вӑл: «Ӗненетӗп, Хуҫамӑр», – тенӗ те Ӑна ӳксе пуҫҫапнӑ. 39Унтан Иисус ҫапла каланӑ: «Суккӑррисем куракан пулччӑр тесе, кураканнисем суккӑр пулччӑр тесе Эпӗ ҫак тӗнчене суд тума килтӗм». 40Ҫакна илтсен Унпа юнашар тӑракан хӑш-пӗр фарисейсем каланӑ: «Эпир те суккӑр-им вара?» 41«Енчен те эсир суккӑр пулнӑ пулсан ҫылӑхлӑ пулмӑттӑр. Анчах та эсир „куратпӑр“ тетӗр, ҫавӑнпа ҫылӑхӑр хӑвӑрпах юлать», – тавӑрнӑ вӗсене Иисус.
Currently Selected:
Иоанн 9: RSO
Highlight
Share
Copy
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009