Лука 1
1
1-мӗш сыпӑк
Ум сӑмах
1Пирӗн хушшӑмӑрта пулса иртнӗ паллӑ ӗҫсем ҫинчен халӗ нумайӑшӗ ҫыра пуҫларӗҫ ӗнтӗ. 2Сӑмаха чӑн малтанах куҫӑн курса Уншӑн ӗҫлесе тӑнӑ ҫынсем пире мӗн каласа панӑ, вӗсем те ҫавнах ҫыраҫҫӗ. 3Ҫавӑнпа эпӗ те, хисеплӗ ҫыннӑм Феофил, малтан пуҫласа пӗтӗмпе лайӑх тӗпчесе пӗлтӗм те ун ҫинчен сана йӗркипе ҫырса парас терӗм. 4Хӑвна мӗне вӗрентни чӑннипех те тӗрӗс пулнине санӑн тӗппипе пӗлсе ҫитмелле пултӑр терӗм.
Ангел Шыва кӗртекен Иоанн ҫураласса пӗлтерни
5Иудея ҫӗрӗнче Ирод патшара ларнӑ чух пӗр Захария ятлӑ священник пурӑннӑ, вӑл Авий ушкӑнӗнчи священниксен черечӗпе Турӑ Ҫуртӗнче ӗҫленӗ. Унӑн арӑмӗ те, Елисавета, Аарон ӑрӑвӗнчен тухнӑскер пулнӑ. 6Вӗсем Турӑ умӗнче тӳрӗ пурӑннӑ: Хуҫа Турӑ йӗркисене, пил-хушӑвӗсене пурне те тӗрӗс пурнӑҫласа тӑнӑ. 7Анчах та вӗсен ача-пӑча пулман, мӗншӗн тесен Елисавета ача туман арӑм пулнӑ. Иккӗшӗ те вӗсем ватӑлса ҫитнӗ. 8-9Пӗррехинче, Захария хӑй черечӗн йӗркипе Турӑ умӗнче ӗҫленӗ чухне, священниксен йӑлипе Хуҫа Турӑ Ҫуртӗнче ладан ҫунтарса тӗтӗрме ӑна шӑпа тухнӑ. 10Захария тӗтӗрнӗ вӑхӑтра темӗн чухлӗ халӑх Ҫурт тулашӗнче кӗлтуса тӑнӑ. 11Ҫавӑн чухне ӑна ладан ҫунтаракан парне вырӑнӗн сылтӑм енче сасартӑк Хуҫа Туррӑн ангелӗ курӑннӑ. 12Ангела курсан Захария тӗлӗннипе хӑрасах кайнӑ. 13Ангел ӑна каланӑ: «Ан хӑра, Захария! Санӑн кӗллӳне Турӑ илтрӗ. Санӑн арӑму, Елисавета, сана ывӑл ача ҫуратса парӗ, ӑна эсӗ Иоанн ятлӑ хурӑн. 14Уншӑн эсӗ хавасланса хӗпӗртӗн, вӑл ҫуралнӑшӑн нумайӑшӗ савӑнӗҫ, 15мӗншӗн тесен вӑл Хуҫа Турӑ умӗнче аслӑ пулӗ. Вӑл эрех-сӑра таврашӗ ӗҫмӗ; амӑш варӗнчех унӑн чун-чӗри Святой Сывлӑшпа тулӗ. 16Вӑл Израиль ҫыннисене нумайӑшне хӑйсен Хуҫа Турри енне ҫавӑрӗ. 17Вӑл Христос умӗн Илиян чун-чӗм хӑвачӗпе килӗ те халӑха Хуҫамӑр умне тӑма хатӗрлӗ: ашшӗсен кӑмӑлне ачисен енне ҫавӑрӗ, Турӑ хушнине итлемен ҫынсене тӳрӗлӗх ҫулӗ ҫине тӑратӗ». 18Захария вара ангелран ҫапла ыйтнӑ: «Ку чӑн пуласса эпӗ епле пӗлӗп-ши? Эпӗ ӗнтӗ ватӑлтӑм, ман арӑм та ватӑлса ҫитрӗ». 19Ангел ӑна каланӑ: «Эпӗ – Турӑ умӗнче тӑракан Гавриил. Мана сан патна ҫак ырӑ хыпара пӗлтерме янӑ. 20Вӑхӑчӗ ҫитсен эп калани пурнӑҫланӗ, анчах ман сӑмахсене ӗненменшӗн эсӗ чӗлхесӗр пулӑн, эпӗ калани пурнӑҫланиччен калаҫаймасӑр пурӑнӑн».
21Ҫав хушӑра унти халӑх Захария тухасса кӗтсе тӑнӑ, вӑл Турӑ Ҫуртӗнче вӑрах тӑнинчен тӗлӗннӗ. 22Унтан тухсан Захария пӗр сӑмах та калайман, аллисемпе паллӑ кӑтартса халӑха тем ӑнлантарма тӑрӑшнӑ. Вара пурте ӑна Турӑ Ҫуртӗнче темскер курӑннине чухласа илнӗ. 23Турӑ умӗнче ӗҫлемелли кунӗсем иртсен Захария килне тавӑрӑннӑ.
24-25Ҫавӑн хыҫҫӑн унӑн арӑмӗ, Елисавета, йывӑр ҫын пулнӑ. Ҫие юлнине вӑл пилӗк уйӑх палӑртмасӑр ҫӳренӗ. «Ҫын хурланине ман ҫинчен сирес тесе, ҫак кунсенче Хуҫа Турӑ мана хӗрхенсе ҫапла турӗ», – тенӗ вӑл.
Ангел Марияна ырӑ хыпар пӗлтерни
26Ҫие юлни ултӑ уйӑх ҫитсен, Турӑ татах Гавриил ангела Галилейӑри Назарет хулине 27Давид йӑхӗнчи Иосиф валли ҫураҫнӑ Хӗр патне янӑ. Ҫав Хӗр Мария ятлӑ пулнӑ. 28Ун патне кӗрсен ангел ҫапла каланӑ: «Эй, тивлетлӗ Хӗр, савӑн! Санпала Турӑ, Эсӗ пур хӗрарӑмран та мухтавлӑрах!» 29Ангел сӑмахӗсене илтсен Мария аптӑрасах кайнӑ. Ҫапла ырӑ сунса саламлани мӗне пӗлтерет-ши тесе шухӑшланӑ. 30Ангел Ӑна каланӑ: «Ан хӑра, Мария! Эсӗ Турӑран ырӑлӑх илтӗн. 31Акӑ Эсӗ йывӑр ҫын пулса Ывӑл Ача ҫуратӑн, Ӑна Иисус ятлӑ хурӑн. 32Вӑл аслӑ пулӗ, Ӑна Ҫӳлти Туррӑн Ывӑлӗ тесе калӗҫ. Хуҫа Турӑ Ӑна мӑн аслашшӗн, Давидӑн, престолне парӗ. 33Вӑл ӗмӗр-ӗмӗр Иаков йӑхӗн Патши пулӗ, Унӑн Патшалӑхӗ нихӑҫан та пӗтмӗ». 34Мария вара ангелран ыйтнӑ: «Ку епле пулма пултарӗ-ши? Эпӗ халӗ качча та кайман-ҫке?» 35Ангел Ӑна каланӑ: «Сан ҫине Святой Сывлӑш анӗ, сана Ҫӳлти Туррӑн хӑвачӗ витсе тӑрӗ, ҫавӑнпа ҫуралас таса Ачуна та Турӑ Ывӑлӗ тейӗҫ. 36Акӑ санӑн тӑвану Елисавета та ватлӑхра ывӑл ҫуратӗ. Ун ҫинчен пурте ача тӑвайманскер тесе калаҫатчӗҫ, вӑл йывӑр ҫын пулни улттӑмӗш уйӑх ӗнтӗ. 37Мӗншӗн тесен Туррӑн пӗр сӑмахӗ те пурнӑҫланмасӑр юлмасть». 38«Эпӗ – Хуҫа Туррӑн Чури, – тенӗ Мария, – эппин пӗтӗмпех эсӗ каланӑ пек пултӑр». Ангел вара Ун патӗнчен кайнӑ.
Мария Елисаветӑна курма кайни
39Тепӗр темиҫе кунран Мария ҫула хатӗрленнӗ те сӑртлӑ Иудейӑри хулана васкаса кайнӑ. 40Захария кил-ҫуртне кӗрсен вӑл Елисаветӑна сывлӑх суннӑ. 41Мария саламланине илтсен Елисаветӑн варӗнчи ачи тапкалашса илнӗ, вара Елисавета чун-чӗри Святой Сывлӑшпа тулнӑ. 42Вӑл хытӑ сасӑпа каланӑ: «Эсӗ пур хӗрарӑмран та мухтавлӑрах! Санран ҫуралас Ачу та мухтавлӑ! 43Хуҫа Туррӑмӑн Амӑшӗ ман патӑма килнине курма епле тивӗҫлӗ пултӑм-ши? 44Эсӗ сывлӑх суннине илтсенех ман ӑшӑмри ача савӑннипе тапкалашса илчӗ! 45Хуҫа Турӑ сӑмахӗ пурнӑҫланасса ӗненнӗшӗн Эсӗ телейлӗ!»
Мария Турра мухтани
46Вара Мария ҫапла каланӑ: «Манӑн чунӑм Хуҫамӑра аслӑлать, 47Манӑн кӑмӑлӑм Ҫӑлакан Туррӑмшӑн савӑнать, 48мӗншӗн тесен Вӑл Хӑйӗн Чурин йӑвашлӑхне асӑрхарӗ. Паянтан Мана пур халӑхсем те мухтӗҫ. 49Хӑватлӑ Турӑ Маншӑн аслӑ ӗҫ турӗ, Унӑн ячӗ таса. 50Хӑйне хисеплесе хӑракансене Вӑл ӑруран ӑрӑва ырӑлӑх парса тӑрать. 51Шухӑш-туйӑмпа мӑн кӑмӑллисене Вӑл хӑватлӑ аллипе салатса ячӗ, 52вӑйлисене престолӗсем ҫинчен сирпӗтсе антарчӗ, йӑвашшисене асла кӑларчӗ, 53выҫӑхнисене ырӑлӑх пачӗ, пуйнисене нимӗнсӗрех хӑварчӗ. 54-55Пирӗн мӑн асаттесене, Авраама тата унӑн йӑхне Вӑл ӗмӗрлӗхех ырӑлӑх парасса шантарнӑ. Ҫавна асра тытса Вӑл Израиль халӑхне, Хӑйӗн тарҫине, пулӑшрӗ».
56Виҫӗ уйӑха яхӑн Елисавета патӗнче пурӑнсан Мария килне тавӑрӑннӑ.
Шыва кӗртекен Иоанн ҫурални
57Ҫӑмӑлланас вӑхӑчӗ ҫитсен Елисавета ывӑл ача ҫуратнӑ. 58Кӳршисемпе тӑванӗсем ун ҫинчен илтнӗ те Хуҫамӑр ҫав тӗрлӗ пысӑк ырӑлӑх панӑшӑн Елисаветӑпа пӗрле савӑннӑ. 59Саккӑрмӗш кунне вӗсем хӑйсен йӑлипе ача ӳтне касма илсе пынӑ, вара ӑна ашшӗ ячӗпе Захария ятлӑ хурасшӑн пулнӑ. 60Анчах та амӑшӗ: «Ҫук, ӑна Иоанн ятлӑ хурар», – тенӗ. 61«Сирӗн йӑхӑрта ун ятли никам та ҫук-ҫке!» – тенӗ ӑна ыттисем. 62Унтан вӗсем, аллисемпе паллӑ кӑтартса, ывӑлне мӗн ятлӑ хурас килнине ашшӗнчен ыйтнӑ. 63Захария хӑма татӑкӗ ыйтса илнӗ те: «Унӑн ячӗ – Иоанн», – тесе ҫырса панӑ. Ҫавна курсан пурте тӗлӗннӗ. 64Ҫав самантрах унӑн чӗлхи-ҫӑварӗ уҫӑлнӑ, вара вӑл сасӑпах Турра мухтама пуҫланӑ. 65Унта пурӑнакан пӗтӗм халӑх хӑраса ӳкнӗ. Мӗн пулса иртни ҫинчен сӑртлӑ Иудейӑра пур ҫӗрте те калаҫнӑ. 66«Ку ача кам пулӗ-ши?» – тесе тӗлӗнсе шухӑшланӑ ҫав хыпара илтнӗ ҫынсем пурте. Чӑн та, унра Хуҫа Турӑ хӑвачӗ пулнӑ.
Захария пророкла калани
67Иоанн ашшӗ Захария чун-чӗри Святой Сывлӑшпа тулнӑран пророкла калама пуҫланӑ: 68«Израилӗн Хуҫа Туррине мухтав! Вӑл килсе Хӑйӗн халӑхне хӑтӑлмалла турӗ; 69Вӑл Хӑйӗн тарҫи Давид йӑхӗнчен пире валли хӑватлӑ Ҫӑлакан кӑларчӗ. 70Вӑл Хӑйӗн авалхи сӑваплӑ пророкӗсем урлӑ каласа пӗлтернӗ пекех, 71пире тӑшмансенчен те, хамӑра курайман мӗн пур ҫынсенчен те ҫӑлса хӑварӗ. 72Вӑл пирӗн мӑн асаттесене ырӑлӑх пама пулнӑ. Вӑл Хӑйӗн таса халалне, 73мӑн асаттемӗре Авраама тупа тунине яланах асра тытма пулнӑ. 74-75Ӗнтӗ эпир, тӑшмансен аллинчен хӑтӑлсан, хамӑр пурӑнас кунсенче хӑрамасӑр Уншӑн ӗҫлесе тӑрӑпӑр, Ун умӗнче сӑваплӑ, тӳрӗлӗхлӗ пулӑпӑр. 76Сана та, ачам, Ҫӳлти Туррӑн пророкӗ тесе калӗҫ, мӗншӗн тесен эсӗ Хуҫамӑр валли ҫул хатӗрлеме Ун умӗнчен пырӑн. 77Ҫылӑхсене каҫарса ҫӑлӑнасси ҫинчен те эсӗ Унӑн халӑхне каласа ӑнлантарӑн. 78-79Ырӑ кӑмӑллӑ та хӗрхенӳллӗ Туррӑмӑр тӗттӗмре, вилӗм тыткӑнӗнче пурӑнакансене ҫутатма, канӑҫлӑх ҫулне кӑтартма пирӗн пата ҫӳлтен Шурӑмпуҫ ҫути ячӗ».
80Ача ҫитӗнсе, чун-чӗмӗпе ҫирӗпленсе пынӑ. Израиль халӑхӗ умне тухма вӑхӑчӗ ҫитиччен вӑл пуш хирте пурӑннӑ.
Currently Selected:
Лука 1: RSO
Highlight
Share
Copy
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

: