YouVersion Logo
Search Icon

Марк 16

16
16-мӗш сыпӑк
Иисус Христос чӗрӗлсе тӑни
(Мф. 28:1-8; Лк. 24:1-12; Ин. 20:1-10)
1Шӑмат каҫ Мария Магдалина, Иаков амӑшӗ Мария тата Саломия, Иисус ӳтне кайса сӗрес тесе, ырӑ шӑршӑллӑ ҫусем туяннӑ. 2Вырсарни кун, эрнен малтанхи кунӗнче, ирпе ирех, хӗвел тухнӑ вӑхӑтра, вӗсем тупӑклӑх патне кайнӑ. 3Ҫапла вӗсем: «Тупӑклӑх шӑтӑкӗ умӗнчи чула кам йӑвантарса куҫарса парӗ-ши пире?» – тесе пӗр-пӗринпе калаҫкаласа пынӑ. 4Ҫитсессӗн пӑхнӑ та курах кайнӑ: хайхи пысӑк чула куҫарса та хунӑ иккен. 5Унтан, тупӑклӑха кӗрсен, вӗсем сылтӑм енче шап-шурӑ тум тӑхӑннӑ пӗр ҫамрӑк ларнине асӑрханӑ. Вара хӗрарӑмсем тӗлӗннипе питӗ хӑраса ӳкнӗ. 6«Ан хӑрӑр, – тенӗ ангел вӗсене. – Эсир хӗрес ҫине пӑталанӑ Назаретри Иисуса шыратӑр вӗт. Вӑл вилӗмрен чӗрӗлнӗ. Вӑл кунта ҫук халӗ. Акӑ Ӑна хунӑ вырӑн. 7Ҫапах та эсир Унӑн вӗренекенӗсене тата Петра: „Иисус сире Хӑй каланӑ пекех Галилейӑра тӗл пулӗ, эсир Ӑна унта курӑр“, – тесе кайса калӑр». 8Вара вӗсем тупӑклӑхран тухса тарнӑ, тӗлӗннипе питӗ хӑраса ӳкнӗ. Хӑранӑран вара никама та ним те каламан.
Чӗрӗлсе тӑнӑ Христос Мария Магдалинӑна тата икӗ вӗренекенне курӑнни
(Мф. 28:9-10; Лк. 24:13-35; Ин. 20:11-18)
9Эрнен малтанхи кунӗнче, вырсарни кун, ирпе ирех чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Иисус чи малтан Хӑй унччен ҫичӗ усал сывлӑша хӑваласа кӑларнӑ Мария Магдалинӑна курӑннӑ. 10Мария ҫакӑн ҫинчен Иисуспа пӗрле пулнисене, татӑлса йӗрекенскерсене, кайса каласа кӑтартнӑ. 11Анчах та вӗсем Иисус чӗрӗ пулнине те, Мария Ӑна курнине те ӗненмен. 12Кайран Иисус ҫав ӗненменнисенчен иккӗшне, вӗсем пӗр яла кайнӑ чухне, ҫул ҫинче урӑх сӑн-сӑпатлӑ пулса курӑннӑ. 13Вара хайхисем каялла тавӑрӑннӑ та ыттисене каласа кӑтартнӑ, анчах вӗсене те ӗненмен.
Чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус вун пӗр апостола курӑнни
(Мф. 28:16-20; Лк. 24:36-49; Ин. 20:19-23; Ӗҫ-хӗл. 1:6-8)
14Юлашкинчен Иисус вун пӗр вӗренекенне каҫхи апат ҫисе ларнӑ чухне курӑннӑ. Иисус вӗсене чунӗсем уҫӑлса ҫитейменшӗн, Хӑй чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Ӑна куракансене ӗненменшӗн ӳпкеленӗ. 15Унтан Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Кайӑр та пӗтӗм тӗнчипех пурне те Ырӑ Хыпар вӗрентсе ҫӳрӗр. 16Кам ӗненсе шыва кӗрӗ, ҫав ҫӑлӑнӗ. Кам ӗненмӗ, ҫавна юлашки судра айӑплӗҫ. 17Ӗненекенсем ҫак хӑватсене тума пултарӗҫ: Ман ятӑмпа усалсене хӑваласа кӑларӗҫ; хӑйсем халиччен пӗлмен чӗлхесемпе калаҫӗҫ; 18ҫӗленсене алла тытӗҫ; пӗр-пӗр наркӑмӑш ӗҫсен те сиенленмӗҫ; чирлисем ҫине аллисене хурсан, лешсем сывалӗҫ».
Иисус Христос тӳпене ҫӗкленни
(Лк. 24:50-53; Ӗҫ-хӗл. 1:9-11)
19Ҫапла Хуҫамӑр, вӗренекенӗсемпе калаҫнӑ хыҫҫӑн, тӳпене ҫӗкленнӗ те Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ. 20Вара вӗренекенӗсем кайнӑ та пур ҫӗрте те ӳкӗтлесе вӗрентнӗ; Хуҫамӑр вӗсене пулӑшсах тӑнӑ, хӑватсем кӑтартса вӗсен сӑмахӗсене ҫирӗплетнӗ. Аминь#16:20 Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче 9-20-мӗш сӑвӑсем ҫук. .

Currently Selected:

Марк 16: RSO

Highlight

Share

Copy

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in