Марк 15
15
15-мӗш сыпӑк
Иисус Пилат патӗнче
(Мф. 27:1-2, 11-14; Лк. 23:1-5; Ин. 18:28-38)
1Ирхине, тул ҫутӑлсанах, аслӑ священниксем, ятлӑ-сумлӑ ҫынсем, саккун вӗрентӳҫисем – синедрионра ларакансем пурте канашласа йышӑннипе Иисуса ҫыхса Пилат патне илсе кайнӑ. 2«Эсӗ Иудея Патши-и?» – тесе ыйтнӑ Унран Пилат. «Эсӗ ху ҫапла каларӑн», – тавӑрнӑ ӑна Иисус. 3Аслӑ священниксем Ӑна хирӗҫ тем тӗрлӗ айӑплав та кӑларса тӑратнӑ. 4Вара Пилат каллех Унран ҫапла ыйтнӑ: «Куратӑн-и, Сана хирӗҫ мӗн чухлӗ айӑплав сӑмахӗ калаҫҫӗ. Эсӗ мӗншӗн нимӗн те чӗнместӗн?» 5Анчах Иисус ҫакна хирӗҫ те нимӗн те тавӑрса каламан, ку вара Пилата тӗлӗнтерсех янӑ.
Иисуса вӗлерме ыйтни
(Мф. 27:15-26; Лк. 23:13-25; Ин. 18:39–19:16)
6Кашни пасха уявӗ тӗлне вӑл тӗрмере ларакансенчен пӗрне халӑх ыйтнипе ирӗке кӑларнӑ. 7Ҫавӑн чухне пӗр Варавва ятлӑ ҫын ытти пӑлхавҫӑсемпе пӗрле тӗрмере ларнӑ. Вӗсем пӑлхав вӑхӑтӗнче ҫын вӗлернӗ пулнӑ. 8Халӑх Пилатран йӑлана кӗнӗ йӗркене пурнӑҫлама кӑшкӑра-кӑшкӑра ыйта пуҫланӑ. 9Пилат вӗсене ҫапла тавӑрса каланӑ: «Сире Иудея Патши текеннине кӑларса парас мар-и? Килӗшетӗр-и?» 10Аслӑ священниксем Иисуса кураймасӑр тытса панине пӗлнӗрен Пилат ҫапла ыйтнӑ. 11Анчах аслӑ священниксем Иисус вырӑнне Вараввӑна кӑларма ыйтмашкӑн халӑха пӑлхатса янӑ. 12Пилат каллех вӗсене тавӑрса ҫапла каланӑ: «Хӑвӑр Иудея Патши текеннине манӑн мӗн тумалла вара?» 13Вӗсем каллех кӑшкӑра пуҫланӑ. «Пӑталаттар Ӑна!» – кӑшкӑрнӑ вӗсем ҫаплах. 14«Мӗн усалли тунӑ вара Вӑл?» – тенӗ Пилат вӗсене. Анчах та халӑх тата хытӑрах: «Пӑталаттар Ӑна!» – тесе кӑшкӑрнӑ. 15Вара Пилат, халӑх кӑмӑлне юрас тесе, Вараввӑна тӗрмерен кӑларттарнӑ, Иисуса, чӗн пушӑпа хӗнеттерсе, пӑталама хушнӑ.
Иисусран мӑшкӑлласа кулни
(Мф. 27:27-31; Ин. 19:2-3)
16Салтаксем Ӑна претори#15:16 Претори – Рим лартнӑ пуҫлӑхӑн пурӑнмалли тата ӗҫлемелли вырӑнӗ. картишне илсе кӗртнӗ те унта пулккипех ытти салтаксене пухнӑ. 17Вара Ӑна патшалла хӗрлӗ тум тӑхӑнтартнӑ, Ун пуҫне йӗплӗ кӳкен хуллинчен явнӑ пуҫ кӑшӑлӗ тӑхӑнтартнӑ. 18Вара Ӑна хисепленҫи пулса: «Сывӑ пултӑр Иудея Патши!» – тесе саламлама пуҫланӑ. 19Салтаксем Иисус ҫине сура-сура Ӑна пуҫӗнчен туяпа ҫапса пӗтернӗ, Ун умне чӗркуҫленсе ларса пуҫ тайнӑ пек хӑтланнӑ. 20Унтан, мӑшкӑлласа тӑрансан, Ун ҫийӗнчи хӗрлӗ тумне хывса илнӗ те Хӑйӗн тумтирне тӑхӑнтартнӑ. Вара Ӑна пӑталама илсе кайнӑ.
Иисус Христоса пӑталани
(Мф. 27:32-44; Лк. 23:26-43; Ин. 19:17-27)
21Ҫул ҫинче вӗсем хиртен тавӑрӑнакан Симон ятлӑ Киринея ҫыннине, Александрпа Руф ашшӗне, тӗл пулнӑ, Иисусӑн хӗресне йӑтса пыма ҫавна хушнӑ. 22Иисуса Голгофа ятлӑ вырӑна илсе пынӑ, ку «Пуҫ купташки» тенине пӗлтерет. 23Вара Ӑна смирнӑпа хутӑштарнӑ хӗрлӗ эрех ӗҫтересшӗн пулнӑ, анчах Вӑл ӗҫмен. 24Иисуса пӑталакансем Унӑн тумтирне шӑпа ярса пӗр-пӗрин хушшинче валеҫнӗ. 25Ирхине тӑхӑр сехетре Иисуса хӗрес ҫумне пӑталанӑ. 26Унӑн айӑпне кӑтартса «Иудея Патши» тесе ҫырса ҫапнӑ. 27Унпа пӗрле икӗ хураха пӑталанӑ: пӗрне – унран сылтӑм енне, теприне – сулахай енне. 28Ҫапла «Ӑна вӑрӑ-хурах шутне кӗртӗҫ» тесе Ҫырнинче калани пурнӑҫланнӑ#15:28 Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче ку сӑвӑ ҫук. . 29Иртен-ҫӳренсем Ӑна хурласа, пуҫӗсене сулла-сулла ҫапла калаҫкаланӑ: «Ай-яй, Турӑ Ҫуртне аркатакан, ӑна виҫӗ кун хушшинче ҫӗнӗрен туса лартакан! 30Халӗ Хӑвна Ху ҫӑлсам, хӗрес ҫинчен анса пӑх-ха!» 31Аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем те ҫавнашкалах Унран мӑшкӑлланӑ. Пӗр-пӗрин хушшинче ҫапла калаҫкаланӑ: «Ыттисене ҫӑлатчӗ, Хӑйне Хӑй ҫӑлаймасть! 32Ӗнтӗ Христос, Израиль Патши текенскер, халӗ хӗрес ҫинчен антӑр, эпир ҫакна курӑпӑр та вара Ӑна ӗненме пуҫлӑпӑр». Хӑйӗнпе пӗрле пӑталанисем те Унран йӗкӗлтесе кулнӑ.
Иисус Христос вилӗмӗ
(Мф. 27:45-56; Лк. 23:44-49; Ин. 19:28-30)
33Кӑнтӑрла, вун икӗ сехетрен пуҫласа виҫӗ сехетчен, сасартӑк пӗтӗм ҫӗр ҫинче сӗм тӗттӗм пулса ларнӑ. 34Виҫӗ сехетре вара Иисус хыттӑн кӑшкӑрса янӑ: «Элои! Элои! Ламма савахфани?» Ку «Эй, Турӑҫӑм! Турӑҫӑм! Мӗншӗн Эсӗ Мана пӑрахрӑн?» тени пулать. 35Ҫакна илтсен: «Вӑл Илияна пулӑшма чӗнет», – тенӗ ҫавӑнта тӑракансенчен хӑшӗ-пӗри. 36Пӗри тата чупса кайнӑ та, хӗрхӳлентернӗ хӗрлӗ эрех сӑхтарнӑ мунчалана патак вӗҫне тирсе, Иисуса ӗҫме панӑ. «Тӑхтӑр-ха, пӑхса тӑрар: Илия Ӑна хӗрес ҫинчен антарма килет-и?» – тенӗ ҫавскер. 37Унтан Иисус хыттӑн кӑшкӑрса янӑ та, Унӑн юлашки сывлӑшӗ тухнӑ. 38Ҫав вӑхӑтра Турӑ Ҫуртӗнчи чаршав ҫӳлтен аяла ҫитиччен ҫурмалла ҫурӑлса аннӑ. 39Иисуса хирӗҫех тӑракан Рим ҫӗрпӗвӗ вара, Иисус ҫапла кӑшкӑрса юлашки сывлӑшне кӑларса янине курса: «Ку Ҫын чӑнах та Турӑ Ывӑлӗ пулнӑ-мӗн!» – тенӗ. 40Ҫавӑнтах аякран пӑхса тӑракан хӗрарӑмсем те пулнӑ: вӗсем хушшинче Мария Магдалина та, кӗҫӗн Иаковпа Иосия амӑшӗ Мария та, Саломия та пулнӑ. 41Вӗсем Иисус Галилейӑра чухне те Ун хыҫҫӑн ҫӳренӗ, Ӑна пулӑшнӑ. Унта тата Иисуспа пӗрле Иерусалима пынӑ ытти хӗрарӑмсем те нумаййӑн пулнӑ.
Иисус ӳтне тупӑклӑха хуни
(Мф. 27:57-61; Лк. 23:50-56; Ин. 19:38-42)
42Ҫакӑ эрне кун пулса иртнӗ, шӑмат кун вара ӗҫлеме юраман. Ҫавӑнпа та, каҫ пулсан, 43Аримафея хулинче ҫуралса ӳснӗ Иосиф ятлӑ пӗр ҫын пынӑ та Иисус ӳтне ыйтма Пилат патне хӑйса кӗнӗ. Иосиф иудейсен канашӗнче хисеплӗ ҫын шутланнӑ пулин те, хӑй те Турӑ Патшалӑхӗ килессе кӗтсе пурӑннӑ пулнӑ. 44Иисус вилнӗ ӗнтӗ тесен Пилат тӗлӗннӗ. Вара вӑл ҫӗрпӗве чӗнтерсе: «Иисус вилни нумай пулать-и?» – тесе ыйтнӑ. 45Иисус вилнине ҫӗрпӳ те пӗлтерсен, Пилат Унӑн ӳтне Иосифа пама хушнӑ. 46Вара Иосиф йӗтӗн пир туяннӑ та Иисус ӳтне хӗрес ҫинчен антарнӑ. Унтан пирпе чӗркенӗ те чул ту хысакне касса тунӑ тупӑклӑха кайса хунӑ, шала кӗмелли шӑтӑк умне чул йӑвантарса хунӑ. 47Мария Магдалинӑпа Иосия Марийи Ӑна ӑҫта пытарнине пӑхса тӑнӑ.
Currently Selected:
Марк 15: RSO
Highlight
Share
Copy
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

: