Марк 14
14
14-мӗш сыпӑк
Иисуса хирӗҫ тунӑ кавар
(Мф. 26:1-5; Лк. 22:1-2; Ин. 11:45-53)
1Тата тепӗр икӗ кунтан пасха тата тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗ ҫитмелле пулнӑ. Аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем Иисуса епле те пулин чеелӗхпе тытса вӗлерме май шыранӑ. 2Анчах та вӗсем ҫапла калаҫса килӗшнӗ: «Иисуса уяв вӑхӑтӗнче тытас мар, ахальлӗн халӑх пӑлханса кайӗ».
Иисуса Вифанире ҫупа сӗрни
(Мф. 26:6-13; Ин. 12:1-8)
3Иисус Вифанире юхан-суранлӑ Симон патӗнче хӑнара пулнӑ чухне ҫавӑнта пӗр хӗрарӑм кӗнӗ. Вӑл алебастр савӑтпа таса та хаклӑ йышши нардран тунӑ ырӑ шӑршӑллӑ мирӑ илсе пынӑ. Хӗрарӑм, чул савӑтне ҫапса уҫса, Унӑн пуҫне ҫав ҫупа сӗре пуҫланӑ. 4«Мӗне кирлӗччӗ мирӑна пӗтерсе кунашкал тӑкакланни?» – тарӑхса калаҫнӑ хӑш-пӗр хӑнисем. 5«Ӑна виҫ ҫӗр динарийрен те ытлараха сутса укҫине чухӑнсене пама пулатчӗ», – тесе ӳпкеленӗ вӗсем хӗрарӑма. 6Вара Иисус ҫапла каланӑ: «Ан тивӗр ӑна, мӗншӗн эсир хӗрарӑма пӑшӑрхантаратӑр? Вӑл Маншӑн ырӑ ӗҫ турӗ. 7Чухӑнсем сирӗн яланах пулӗҫ, эсир вӗсене хӑҫан ырӑ тӑвас тетӗр, ҫавӑн чухне пулӑшма пултаратӑр. Эпӗ вара сирӗнпе яланах пулас ҫук. 8Ҫак хӗрарӑм хӑй мӗн тума пултарнине турӗ: Ман ӳтӗме пытарма хатӗрлесе ҫу сӗрчӗ. 9Чӑн калатӑп сире: ҫак Ырӑ Хыпара ӑҫта вӗрентӗҫ, ҫавӑнта – пӗтӗм тӗнчипех – ку хӗрарӑма та аса илӗҫ, вӑл мӗн туни ҫинчен те калаҫӗҫ».
Иуда Искариот сутӑнчӑклӑхӗ
(Мф. 26:14-16; Лк. 22:3-6)
10Вун иккӗшӗнчен пӗри вара, Иуда Искариот, Иисуса аслӑ священниксене тытса парас шухӑшпа вӗсем патне кайнӑ. 11Лешсем Иуда шухӑшне пӗлсессӗн хӗпӗртесех ӳкнӗ, ӑна кӗмӗл укҫа пама пулнӑ. Вара вӑл Иисуса тытса пама меллӗ вӑхӑт шыранӑ.
Пасха апачӗ тума хатӗрленни
(Мф. 26:17-25; Лк. 22:7-14, 21-23; Ин. 13:21-30)
12Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗн малтанхи кунӗнче, пасха валли путек пусмалли вӑхӑтра, вӗренекенӗсем Иисуса каланӑ: «Эсӗ пасха апачӗ ӑҫта ҫиес тетӗн? Эпир кайса хатӗрлӗпӗр». 13Вара Иисус Хӑйӗн икӗ вӗренекенне ҫапла каласа янӑ: «Хулана кайӑр, унта сире кӑкшӑмпа шыв ҫӗклесе пыракан пӗр ҫын тӗл пулӗ. Эсир ҫав ҫын хыҫҫӑн кайӑр. 14Вӑл кӗрекен ҫуртри кил хуҫине ҫапла калӑр: „Вӗрентекен акӑ мӗн ыйтать: Эпӗ Хамӑн вӗренекенӗмсемпе пасха апачӗ ҫиес пӳлӗм хӑшӗ?“ 15Кил хуҫи сире янтӑласа хунӑ пысӑк та хӑтлӑ пӳлӗм кӑтартӗ. Хамӑр валли пасха апачӗ ҫавӑнта хатӗрлӗр». 16Вӗренекенӗсем кайнӑ, хулана ҫитнӗ. Пӗтӗмпех Иисус каланӑ пек пулса иртнӗ. Унтан вӗсем пасха апачӗ хатӗрленӗ.
Каҫхи вӑрттӑн апатлану
(Мф. 26:26-30; Лк. 22:15-20; 1 Кор. 11:23-25)
17Каҫ пулсан Вун иккӗшӗпе пӗрле Иисус унта пынӑ. 18«Чӑн калатӑп сире, – тенӗ Иисус каҫхи апат ҫинӗ чухне, – сирӗнтен пӗри, Манпа пӗрле ҫиекенскерех, Мана тытса парӗ». 19Вӗренекенӗсем хуйха ӳкнӗ, вара пӗрин хыҫҫӑн тепри Ӑна: «Эпӗ марах!» – теме пуҫланӑ. 20«Вун иксӗртен пӗри, Манпа пӗрле пӗр чашӑкран ҫӑкӑр пуҫса ҫиекенни, – тавӑрнӑ Иисус вӗсене. 21– Тепӗр тесен, Этем Ывӑлӗ Ҫырнинче палӑртса хунӑ ҫулпа пырать. Анчах Этем Ывӑлне тытса паракана хуйхӑ пулӗ: ҫав ҫынна ҫураличчен ҫуралманни лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ». 22Каҫхи апат ҫинӗ чухне Иисус ҫӑкӑра илсе Турра тав тунӑ та вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа парса: «Илӗр, ҫийӗр, ҫакӑ – Манӑн Ӳтӗм», – тенӗ. 23Унтан куркине илсе Турра тав тунӑ, вара ҫав куркаран пурте ӗҫнӗ. 24Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Ҫак хӗрлӗ эрех – Ҫӗнӗ Халала ҫирӗплетекен, нумай ҫыншӑн юхакан Манӑн Юнӑм. 25Чӑн калатӑп сире: ӗнтӗ Эпӗ иҫӗм ҫырли эрехне Турӑ Патшалӑхӗнче ҫӗнӗ эрех ӗҫес кунчченех урӑх ӗҫеймӗп». 26Вара, Турра мухтаса юрланӑ хыҫҫӑн, Иисуспа вӗренекенӗсем Елеон тӑвӗ ҫине кайнӑ.
Петр тунасса Иисус малтанах калани
(Мф. 26:31-35; Лк. 22:31-34; Ин. 13:36-38)
27Ҫавӑн чухне Иисус вӗсене каланӑ: «Кӗҫӗр эсир пурте Мана шанма пӑрахатӑр, мӗншӗн тесен Ҫырнинче ҫапла каланӑ: „Кӗтӳҫне пӗтерӗп те, сурӑхӗсем саланса кайӗҫ“. 28Чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн вара Эпӗ Галилейӑра сирӗнтен те маларах пулӑп». 29«Сана пурте шанми пулсан та, эпӗ шанӑп», – тенӗ Ӑна Петр. 30«Чӑн калатӑп сана, – тенӗ вара ӑна Иисус, – кӗҫӗрех, автан иккӗ авӑтма ӗлкӗричченех, эсӗ Мана виҫӗ хутчен пӗлмӗш пулӑн». 31«Санпа пӗрле вилмелле пулсассӑн та Санран тунас ҫук», – тенӗ Петр ҫине тӑрсах. Ыттисем те ҫавнашкалах каланӑ.
Елеон тӑвӗ ҫинче кӗлтуни
(Мф. 26:36-46; Лк. 22:39-46)
32Унтан вӗсем Гефсимани текен вырӑна пынӑ. «Эпӗ кайса кӗлтунӑ вӑхӑтра ҫакӑнтах ларӑр-ха», – тенӗ вӗренекенӗсене Иисус. 33Вара Хӑйпе пӗрле Вӑл Петра тата Иаковпа Иоана илсе кайнӑ та калама ҫук вӑйлӑн хуйхӑра пуҫланӑ. 34«Манӑн чунӑм вилесле хурланать, эсир ҫакӑнта Манпа пӗрле пулӑр-ха, ан ҫывӑрӑр», – тенӗ вӗсене Иисус. 35-36Вара кӑштах аяккалла пӑрӑннӑ та: «Май пулсассӑн, ҫак асап вӑхӑчӗ Манран иртинччӗ. Эй, Авва#14:35-36 Авва – еврейла «атте» тенине пӗлтерет. Аттем! Эсӗ пурне те тума пултаратӑн. Ҫак асап куркине Манран ирттерсемччӗ. Ҫапах та Эпӗ тӑвас тенӗ пек мар, Эсӗ тӑвас тенӗ пек пултӑр», – тесе ҫӗре ӳксе кӗлтунӑ. 37Унтан вӗренекенӗсем патне пынӑ та лешсем ҫывӑрнине курнӑ. «Симон, эсӗ ҫывӑратӑн-и? Пӗр сехет те пулин ҫывӑрмасӑр тӳсеймерӗн-и? – тенӗ Петра. 38– Илӗртнипе ҫылӑха кӗрес марччӗ тесе, сыхӑ пулӑр, кӗлтӑвӑр: этемӗн чун-чӗмӗ ҫирӗп, ӳт-пӗвӗ вара хавшак». 39Унтан Иисус, каллех пӑрӑнса, малтанхи пекех каласа кӗлтунӑ. 40Вӗренекенӗсем патне пырсан Вӑл лешсем каллех ҫывӑрнине курнӑ. Ыйхӑ пуссах ҫитернипе вӗсем Иисуса ним тавӑрса калама та аптӑранӑ. 41Унтан, виҫҫӗмӗш хут кӗлтуса тавӑрӑнсан, Иисус вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Эсир ҫаплах ҫывӑратӑр-и, канатӑр-и? Вӑхӑт ҫитрӗ ӗнтӗ: акӑ Этем Ывӑлне ҫылӑхлӑ ҫынсен аллине тытса параҫҫӗ. 42Тӑрӑр та каяр! Акӑ Мана сутакан та ҫывӑхрах».
Иисуса тытни
(Мф. 26:47-56; Лк. 22:47-53; Ин. 18:3-12)
43Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ вӑхӑтрах Вун иккӗшӗнчен пӗри, Иуда, тата унпа пӗрле хӗҫсемпе шалҫасем йӑтнӑ темӗн чухлӗ халӑх пырса ҫитнӗ. Вӗсене аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем тата ятлӑ-сумлӑ ҫынсем янӑ пулнӑ. 44Сутаканӗ вӗсемпе ҫапла калаҫса татӑлнӑ пулнӑ: «Эпӗ Кама чуптӑвӑп, Ҫавӑ Иисус пулӗ. Эсир Ӑна ярса тытӑр та хуралласа илсе кайӑр». 45Вӑл ҫавӑнтах Иисус патне пынӑ та: «Равви! Равви!» – тесе Ӑна чуптунӑ. 46Лешсем вара, Ун ҫине алӑ ҫӗклеме хӑйса, Ӑна ярса тытнӑ. 47Ҫав вӑхӑтра Иисуспа пулнисенчен пӗри хӗҫне туртса кӑларнӑ та, аслӑ священник чури ҫине сулса ярса, унӑн хӑлхине касса татнӑ. 48Ҫавӑн чухне Иисус Хӑйне сырса илнисене каланӑ: «Мана тытма эсир, вӑрӑ-хураха хирӗҫ тухнӑ пек, хӗҫсемпе, шалҫасемпе тухрӑр. 49Эпӗ куллен Турӑ Ҫуртӗнче сирӗнпе пултӑм, вӗрентрӗм; ун чухне эсир Мана тӗкӗнмерӗр. Ҫырнинче мӗн калани пурнӑҫлантӑр, тытӑрах эппин». 50Ҫавӑн чухне Ӑна пурте пӑрахса тарнӑ.
51Ҫара ӳчӗ ҫинченех пӗркенчӗк уртса янӑ пӗр темле ҫамрӑк ҫеҫ Иисус хыҫҫӑн утнӑ, анчах салтаксем ӑна та ярса тытнӑ. 52Вара ҫав ҫамрӑк, пӗркенчӗкне вӗсен аллинче хӑварса, ҫарамассӑнах тарнӑ.
Иисуса синедриона илсе пыни
(Мф. 26:57-68; Лк. 22:54-55, 63-71; Ин. 18:13-14, 19-24)
53Иисуса чи аслӑ священник патне илсе кайнӑ. Вара ҫавӑнта ытти аслӑ священниксемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсем, саккун вӗрентӳҫисем пухӑннӑ. 54Петр вара аслӑ священник ҫурчӗ патне ҫитичченех Иисус хыҫҫӑн чылай каярахра утса пынӑ. Картишне кӗрсессӗн вӑл унти тарҫӑсемпе пӗрле кӑвайт умне ӑшӑнма ларнӑ. 55Аслӑ священниксем тата синедрионра ларакан ытти ҫынсем, Иисуса вӗлерттерес тесе, Ӑна судра айӑпламалли сӑлтав шыранӑ, анчах тупайман. 56Ун ҫинчен нумайӑшӗ суйса айӑп кӑтартнӑ, анчах вӗсем кӑтартнисем ҫителӗксӗр пулнӑ. 57Хӑшӗ-пӗрисем ура ҫине тӑрсах Ӑна хирӗҫ ҫапла суйса пӗлтернӗ: 58«„Этем аллипе тунӑ ҫак Турӑ Ҫуртне аркатма, унтан тепӗр виҫӗ кунран урӑххине, этем аллипе туманнине, ҫӗнӗрен туса лартма пултаратӑп“, – тенине эпир хамӑр илтрӗмӗр». 59Анчах вӗсем ҫапла кӑтартни те айӑплама ҫителӗксӗр пулнӑ. 60Вара аслӑ священник мала тухса тӑнӑ та Иисусран ыйтнӑ: «Вӗсем Сана хирӗҫ айӑп кӑтартаҫҫӗ, Санӑн тавӑрса каламалли нимӗн те ҫук-им?» 61Иисус чӗнмен, хирӗҫ тавӑрса нимӗн те каламан. Аслӑ священник каллех ыйту панӑ. «Эсӗ Христос-и? Мухтавлӑ Турӑ Ывӑлӗ-и?» – тесе ыйтнӑ Унран. 62«Эпӗ, – тенӗ вара Иисус. – Ӗнтӗ эсир Этем Ывӑлӗ, Хӑватлин сылтӑм енче ларса, тӳпери пӗлӗтсем ҫинче килнине курӑр». 63Ҫакна илтсен, тарӑхнипе, аслӑ священник хӑй ҫийӗнчи тумтирне ҫурса янӑ. «Унӑн айӑпне кӑтартакан мӗн тума кирлӗ тата пире? – тенӗ вӑл. 64– Вӑл Турра хурланине хӑвӑрах илтрӗр! Ҫакӑн пирки эсир мӗн шухӑшлатӑр?» «Айӑплӑ, вӗлермелле», – тенӗ вара вӗсем пурте. 65Хӑшӗ-пӗрисем Ун ҫине сура пуҫланӑ, Иисусӑн питне хупласа, ҫапа-ҫапа каланӑ: «Пророк пулсан кам ҫапнине кала!» Ӑна тарҫӑсем те питрен ҫупа-ҫупа янӑ.
Петр Иисуса пӗлмӗш пулни
(Мф. 26:69-75; Лк. 22:56-62; Ин. 18:15-18, 25-27)
66Петр ҫав хушӑра тулта, картишӗнче ларнӑ. Аслӑ священникӑн хӗрарӑм тарҫи, пырсан, 67Петр кӑвайт умӗнче ӑшӑнса ларнине курнӑ. Вара ун ҫине тинкеререх пӑхса ҫапла каланӑ: «Эсӗ те Назаретри Иисуспа пӗрлехчӗ». 68Анчах та Петр, Иисусран тунса: «Эсӗ мӗн калаҫнине пӗлместӗп те, ӑнланаймастӑп та», – тенӗ. Вара малти картишне тухнӑ, ҫавӑнтах автан авӑтса янӑ. 69Хӗрарӑм тарҫӑ ӑна каллех асӑрханӑ та ҫавӑнта тӑракансене: «Ку ҫын ҫавсен ушкӑнӗнченех», – тесе кала пуҫланӑ. 70Петр каллех туннӑ. Тепӗртакран ҫавӑнта тӑракансем Петра татах ҫапла каланӑ: «Эсӗ чӑнах та ҫавсен ушкӑнӗнченех. Мӗншӗн тесен эсӗ – Галилея ҫынни, калаҫни-туни те вӗсен евӗрлех». 71Вӑл вара пӗтӗм чӗререн: «Эсир калакан Ҫынна эпӗ пӗлместӗпех», – тесе тупа тӑва пуҫланӑ. 72Ҫав самантрах автан иккӗмӗш хут авӑтса янӑ. Петр вара хӑйне Иисус «автан иккӗ авӑтма ӗлкӗричченех эсӗ Мана виҫӗ хутчен пӗлмӗш пулӑн» тенине аса илнӗ те йӗрсе янӑ.
Currently Selected:
Марк 14: RSO
Highlight
Share
Copy
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

: