YouVersion Logo
Search Icon

Лука 10

10
10-мӗш сыпӑк
Ҫитмӗл вӗренекенне Ырӑ Хыпар пӗлтерме яни
1Ҫавӑн хыҫҫӑн Хуҫамӑр татах тепӗр ҫитмӗл вӗренекен суйласа илнӗ. Вара вӗсене Хӑйӗн умӗнчен икшерӗн-икшерӗн Хӑй кайма шухӑшланӑ хуласемпе ялсене янӑ. 2Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Вырмалли нумай та, выраканӗ сахал. Ҫапла ӗнтӗ, ани ҫине выраканӗсене ятӑр тесе, ана Хуҫине йӑлӑнӑр. 3Кайӑр, Эпӗ сире кашкӑрсем хушшине путексене янӑ пек яратӑп. 4Хӑвӑрпа пӗрле укҫа енчӗкӗ те, хутаҫ та, урана тӑхӑнмалли те ан илӗр. Ҫул ҫинче чарӑнса никампа та калаҫса ан тӑрӑр. 5Мӗнле те пулин ҫурта кӗрсен эсир малтан: „Ҫак кил-йыша канӑҫлӑх пултӑр!“ – тесе саламлӑр. 6Унта канӑҫлӑх ҫынни пулсан, сирӗн канӑҫлӑхӑр ун чунне кӗрӗ. Канӑҫлӑх ҫынни пулмасан, эсир ырӑ сунни хӑвӑрах тавӑрӑнӗ. 7Хӑвӑра хапӑлласа йышӑннӑ ҫуртрах пурӑнӑр, мӗн сӗнеҫҫӗ, ҫавна ӗҫсе ҫийӗр. Мӗншӗн тесен ӗҫлекен ҫын хӑй ӗҫӗшӗн тӳлев илме тивӗҫлӗ. Пӗр ҫуртран тепӗр ҫурта куҫса ан ҫӳрӗр. 8Эсир мӗнле те пулин хулана пырсан, унта сире хапӑл туса мӗн ҫиме парӗҫ, ҫавна ҫийӗр. 9Унти чирлӗ ҫынсене сыватӑр, „Сирӗн патӑра Турӑ Патшалӑхӗ ҫывхарчӗ“, – тейӗр вӗсене. 10Енчен те сире пӗр-пӗр хулара хапӑл тумасан, эсир ҫав хула урамӗсем тӑрӑх ҫапла каласа ҫӳрӗр: 11„Акӑ сирӗн хулӑрта пушмак ҫумне ҫыпҫӑннӑ тусана та хӑвӑр патӑртах силлесе хӑваратпӑр. Ҫапах та эсир Турӑ Патшалӑхӗ ҫывхарнине пӗлсе тӑрӑр!“ – тейӗр. 12Калатӑп сире: суд кунӗнче Содома та ҫав хуларан ҫӑмӑлтарах пулӗ».
Ӗненмен хуласене асӑрхаттарни
(Мф. 11:20-24)
13«Хуйхӑ пулӗ сана, Хоразин! Хуйхӑ пулӗ сана, Вифсаида! Эсир курнӑ хӑватсене Тирпа Сидонра кӑтартнӑ пулсан вӗсем тахҫанах хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, хурланса ҫылӑхӗсенчен ӳкӗннӗ пулӗччӗҫ. 14Ҫавӑнпа судра Тирпа Сидон хулисене сирӗнтен ҫӑмӑлтарах пулӗ. 15Санӑн та, хӑвна тӳпе таранах мӑнна хуракан Капернаум хули, тамӑк тӗпнех анса каймалла пулӗ. 16Сире итлекен Мана итлет, сире йышӑнманни Мана йышӑнмасть. Мана йышӑнман ҫын Мана кунта Яракана йышӑнмасть».
Ҫитмӗл вӗренекенӗ тавӑрӑнни
17Ҫитмӗл вӗренекенӗ савӑнса тавӑрӑннӑ та Иисуса каланӑ: «Хуҫамӑр! Сан ятна асӑнсанах пире усалсем те пӑхӑнаҫҫӗ». 18Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Шуйттан пӗлӗт ҫинчен ҫиҫӗм пек ӳкнине Эпӗ куртӑм. 19Акӑ Эпӗ сире ҫӗленсене, скорпионсене таптама, тӑшманӑн мӗн пур вӑйне ҫӗнтерме хӑват паратӑп. Сире ӗнтӗ нимӗн те сиен тӑваймӗ. 20Ҫапах эсир усал сывлӑшсем хӑвӑра пӑхӑннишӗн мар, тӳпере хӑвӑр ятӑрсем ҫырӑннишӗн савӑнӑр».
Иисус савӑнса кӗлтуни
(Мф. 11:25-27; 13:16-17)
21Ҫав вӑхӑтрах Иисус кӑмӑлӗпе ҫӗкленсе ҫапла каланӑ: «Эй, Аттем, ҫӗрпе пӗлӗт Хуҫи! Эсӗ ҫакна ӑслӑ-тӑнлисенчен пытарса ача пек айваннисене пӗлмелле тунӑшӑн Сана мухтатӑп. Ҫапла, Аттем! Санӑн ырӑ ирӗкӳ ҫавнашкал пулнӑ». 22Унтан вӗренекенӗсем еннелле ҫавӑрӑннӑ та: «Аттем Мана йӑлтах панӑ. Ывӑлӗ камне Ашшӗсӗр пуҫне никам та пӗлмест. Ашшӗ камне те Ывӑлӗсӗр пуҫне никам та пӗлмест, Ывӑлӗ пӗлтерес тесен анчах пӗлӗҫ», – тенӗ.
23Унтан Вӑл, вӗренекенӗсем енне ҫавӑрӑнса, вӗсене ҫеҫ илтмелле каланӑ: «Сирӗн куҫӑрсем мӗн курнине куракан ҫын телейлӗ. 24Калатӑп сире: пророксем те, патшасем те нумайӑшӗ эсир мӗн курнине курасшӑнччӗ те – кураймарӗҫ, эсир мӗн илтнине илтесшӗнччӗ те – илтеймерӗҫ».
Ырӑ кӑмӑллӑ Самари ҫынни ҫинчен каланӑ ытарлӑх
25Ҫавӑн чухне пӗр ҫын, саккун вӗрентӳҫи, мала тухнӑ та Иисуса илӗртсе тӗрӗслес тесе ҫапла ыйтнӑ: «Вӗрентекен! Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулас тесен манӑн мӗн тумалла?» 26«Саккунра мӗн ҫырнӑ? Эсӗ ӑна вуланӑ вӗт-ха», – тенӗ Иисус. 27Лешӗ ҫапла хуравланӑ: «Хуҫа Турруна пӗтӗм чӗререн, пӗтӗм чунран, пӗтӗм вӑй-халтан, пӗтӗм ӑс-халтан юрат. Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна юратнӑ пек юрат». 28Иисус ӑна хирӗҫ: «Эсӗ тӗрӗс каларӑн. Ҫапла ту, вара ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулӑн», – тенӗ. 29Анчах та саккун вӗрентӳҫи хӑйне тӳрре кӑларасшӑн Иисусран татах ыйтнӑ: «Ман ҫывӑх ҫыннӑм кам?»
30Иисус ӑна ҫапла тавӑрса каланӑ: «Пӗр ҫын Иерусалимран Иерихона кайма тухнӑ. Ҫул ҫинче ӑна вӑрӑ-хурахсем тапӑннӑ та ҫаратса, хӗнесе пӗтернӗ. Унтан вилес патне ҫитнӗскерне пӑрахса хӑварнӑ. 31Ӑнсӑртран ҫав ҫулпа пӗр священник иртсе пынӑ. Вӑл, аманнӑ ҫынна курсан, айккинчен пӑрӑнса кайнӑ. 32Кӑшт тӑрсан ҫав вырӑна левит ҫитнӗ. Вӑл патнерех пырса пӑхнӑ та ҫавнашкалах пӑрӑнса иртсе кайнӑ. 33Ҫав ҫулпах пӗр Самари ҫынни ашакпа пынӑ. Мӗскӗне курсассӑн вӑл питӗ шелленӗ. 34Вара унӑн суранӗсене эрехпе олив ҫӑвӗ сӗрсе, эмеллесе ҫыхнӑ. Унтан ӑна ашакӗ ҫине лартнӑ та хӑна ҫуртне илсе кайнӑ. Хӑна ҫуртӗнче те вӑл уншӑн тӑрӑшнӑ. 35Тепӗр кунне, хӑй тухса каяс умӗн, хӑна ҫурчӗн хуҫине вӑл икӗ динарий панӑ та: „Эсӗ ҫак ҫынна пӑх-ха. Ку укҫа ҫитмесен, эпӗ каялла тавӑрӑннӑ чух уншӑн сана татах тӳлӗп“, – тенӗ. 36Эсӗ мӗнле шутлатӑн ӗнтӗ? – ыйтнӑ Иисус унран. – Вӑрӑ-хурахсен аллине лекнӗ ҫыншӑн ҫав виҫҫӗшӗнчен хӑшӗ ҫывӑххи пулнӑ?» 37«Ӑна хӗрхенсе пулӑшаканни», – тенӗ саккун вӗрентӳҫи. Вара Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Кай та эсӗ те ҫапла ту».
Иисус Марфӑпа Мария патӗнче
38Ҫулпа малалла пынӑ чухне Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе пӗр яла кӗнӗ. Унта Ӑна Марфа ятлӑ пӗр хӗрарӑм хӑй килне чӗнсе кӗртнӗ. 39Унӑн Мария ятлӑ йӑмӑкӗ пулнӑ. Вӑл Иисус ури патне пырса ларнӑ та Ун сӑмахӗсене итлеме пуҫланӑ. 40Марфа вара хӑнана чаплӑрах ӗҫтерсе ҫитересчӗ тесе тӑрӑшнӑ. Унтан вӑл Иисус патне пынӑ та ҫапла каланӑ: «Хуҫамӑр! Йӑмӑк мана пӗчченех ӗҫлеттерни Сана нимех те мар-и? Мана пулӑшма кала-ха ӑна!» 41-42«Эй, Марфа, Марфа, – тесе хуравланӑ Иисус, – эсӗ нумайшӑн чӑрманса, хыпкаланса ҫӳретӗн, кирли вара пӗрре кӑна. Мария чи кирлине суйласа илчӗ, ҫавна унран никам та туртса илеймӗ».

Currently Selected:

Лука 10: RSO

Highlight

Share

Copy

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in