Лука 12
12
12-мӗш сыпӑк
Икӗпитлӗхрен асӑрхаттарни
1Ҫав хушӑра унта темиҫе пин ҫын пуҫтарӑннӑ, тӑвӑр пулнипе вӗсем пӗр-пӗрне хӗстернӗ. Иисус вара Хӑйӗн вӗренекенӗсем енне ҫавӑрӑнса ҫапла каланӑ: «Фарисейсен кӑвас тӗпӗнчен – вӗсен икӗпитлӗхӗнчен – сыхланӑр. 2Пытарса хӑварни те ҫиеле тухатех, вӑрттӑнни те паллӑ пулатех. 3Ҫавӑнпа эсир тӗттӗмре мӗн каланине ҫутӑ ҫӗрте илтӗҫ. Шалти пӳлӗмре хӑлхаран каланине те ял илтмелле кӑшкӑрӗҫ».
Камран хӑрамалла
(Мф. 10:28-31)
4«Сире, Хамӑн тусӑмсене, калатӑп: ӳт-пӗве пӗтерекенсенчен ан хӑрӑр, вӗсем сире унтан ытла нимӗн те тӑваймӗҫ. 5Камран хӑрамаллине калам: вӗлерсен тамӑка пӑрахма пултараканран хӑрӑр. Чӑн калатӑп сире, ҫавӑнтан хӑрӑр. 6Пилӗк пӗчӗкҫӗ вӗҫен кайӑка икӗ ассарийлӗхе сутмаҫҫӗ-и? Ҫапах та Турӑ вӗсене пӗрне те манмасть. 7Сирӗн пуҫӑр ҫинчи ҫӳҫ пӗрчисем те пӗтӗмпех шутра. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ан хӑрӑр: эсир, паллах, пӗчӗкҫӗ вӗҫен кайӑк йышӗнчен хаклӑрах».
Ҫынсем умӗнче Христос ҫинчен каласа парасси
(Мф. 10:32-33; 12:32; 10:19-20)
8«Калатӑп сире: кам та кам халӑх умӗнче Мана ӗненнине пӗлтерет, Этем Ывӑлӗ те Туррӑн ангелӗсем умӗнче ҫав ҫын ҫинчен пӗлтерӗ. 9Кам халӑх умӗнче Мана пӗлмӗш пулать, ӑна хӑйне те Туррӑн ангелӗсем умӗнче пӗлмӗш пулӗҫ. 10Этем Ывӑлне хирӗҫ сӑмах калакана кирек кама та каҫарӗҫ, анчах Святой Сывлӑша хурлакана каҫармӗҫ. 11Сире айӑплама синагогӑсене, пуҫлӑхсемпе влаҫсем патне илсе пырсан, епле хуравлас, мӗн тавӑрса калас тесе ан кулянӑр, 12мӗншӗн тесен ҫав самантра мӗн каламаллине сире Святой Сывлӑш вӗрентӗ».
Ӑссӑр пуян ҫинчен каланӑ ытарлӑх
13Халӑх хушшинчен пӗр ҫын Иисуса каланӑ: «Вӗрентекен, манӑн пиччене кала-ха, аттерен юлнӑ пурлӑха вӑл мана та уйӑрса патӑр». 14Иисус ҫав ҫынна: «Эй, этем! Мана сире суд тума е пурлӑхӑра уйӑрма лартнӑ-им?» – тенӗ. 15Унтан Вӑл халӑха ҫапла каланӑ: «Асӑрханӑр, пуянлӑха ан хапсӑнӑр, мӗншӗн тесен ҫыннӑн пурӑнӑҫӗ пурлӑх нумаййинчен килмест».
16Иисус вӗсене ҫапла ытарлӑх каласа панӑ: «Пӗр пуян ҫыннӑн хирӗнче тырӑ питӗ ӑнса пулнӑ. 17Вара вӑл: „Ман ӗнтӗ мӗн тӑвас-ши? Вырса пуҫтарнӑ тырра усрама вырӑн ҫитмест“, – тесе шухӑшланӑ. 18Унтан ҫапла шут тунӑ: „Акӑ мӗн тӑвӑп. Ампарсене пӑсса пысӑкраххисем туса лартӑп. Вара пӗтӗм тырра, мӗн пур пуянлӑха ҫавӑнта пуҫтарса хурӑп. 19Кайран хама: санӑн пурлӑху нумай ӗнтӗ, темиҫе ҫула ҫитмелӗх те выртать. Ӗҫсе ҫи те савӑнса кан!“ – тейӗп. 20Анчах Турӑ ӑна каланӑ: „Эй, ӑссӑр! Кӗҫӗрех сан чунна илӗҫ. Эсӗ хатӗрлесе хуни кама юлӗ?“ 21Турӑ умӗнче сумлӑ пулас вырӑнне хӑйшӗн мул пухакан кашни ҫынпах ҫапла пулӗ».
Ҫӳлти Аҫӑра шанӑр
(Мф. 6:25-34, 19-21)
22«Ҫавӑнпа Эпӗ сире калатӑп, – тенӗ Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене, – чуна усрамалӑх ӗҫме-ҫиме пирки те, кӗлеткене тӑхӑнмалӑх тумтир пирки те ан кулянӑр. 23Чун – апат-ҫимӗҫрен, кӗлетке тумтиртен пахарах! 24Ҫӑхансем ҫине пӑхӑр-ха: вӗсем акмаҫҫӗ, вырмаҫҫӗ; вӗсен ампарӗ те, кӗлечӗ те ҫук, ҫапах вӗсене Турӑ тӑрантарать. Эсир вӗҫен кайӑксенчен мӗн чухлӗ пахарах! 25Хӑй тӑрӑшнипе сирӗнтен хӑшӗ шит чухлӗ те пулин ӳсме пултарайӗ? 26Ҫапла вара, пӗчӗкҫӗ ӗҫе те тӑваймастӑр пулсан, ыттишӗн мӗн кулянатӑр эппин? 27Чечексем епле ӳснине сӑнӑр-ха. Вӗсем тертленсе ҫип арламаҫҫӗ, анчах та сире акӑ мӗн калатӑп: тем тери чаплӑ пулнӑ пулин те, Соломон патша пӗр хир чечекӗ чухлӗ те тумланайман. 28Эй, ҫителӗксӗр ӗнененекенсем! Паян пур та ыран вута кӑна пӑрахмалли хирти курӑка та Турӑ ҫапла ҫи-пуҫ парать пулсан, сире тата ытларах памӗ-и? 29Ҫапла вара, мӗн ӗҫес-ши, мӗн ҫиес-ши тесе ан тӑрмашӑр, ан пӑшӑрханӑр. 30Ҫавсемшӗн пуриншӗн те ҫак тӗнче ҫыннисем тӑрӑшаҫҫӗ. Вӑл япаласем сире кирлине вара Ҫӳлти Аҫӑр ахалех пӗлсе тӑрать. 31Эсир чи малтан Турӑ Патшалӑхне ӑнтӑлса шырӑр, ытти вара сирӗн пурте пулӗ. 32Эй, пӗчӗк кӗтӗвӗм, ан хӑра! Аҫӑр сире Патшалӑх пама кӑмӑл тунӑ. 33Хӑвӑрӑн пурлӑхӑра сутӑр та чухӑнсене пулӑшӑр. Вара хӑвӑршӑн тӳпере арканми арча, иксӗлми пурлӑх хатӗрлесе хурӑр. Унта вӑрӑ та пымасть, кӗве те ҫимест. 34Сирӗн пурлӑхӑр ӑҫта, чун-чӗрӗр те ҫавӑнтах пулӗ».
Сыхӑ пулма калани
(Мф. 24:45-51)
35«Яланах хатӗр пулӑр, сирӗн ҫутаткӑҫсем ҫунса тӑччӑр; 36эсир хуҫи туйран тавӑрӑнасса кӗтекен ҫынсем пек пулӑр. Вӑл пырса шаккасан вӗсем ҫавӑнтах ӑна алӑк уҫса кӗртеҫҫӗ. 37Хӑйсен хуҫине кӗтсе хатӗр тӑракан чурасем телейлӗ! Чӑн калатӑп сире: хуҫи тавӑрӑнӗ те пилӗкне ҫыхса вӗсене сӗтел хушшине лартӗ, вӗсене хӑналӗ. 38Тен, ҫав чурасен ҫур ҫӗрччен е тул ҫутӑличченех хуҫине кӗтмелле пулӗ. Хуҫи пырӗ те вӗсем ҫывӑрманнине курӗ. Сыхӑ тӑракан чурасем тата телейлӗрех. 39Ҫакна астӑвӑр: вӑрӑ хӑш вӑхӑтра килессе пӗлсен кил хуҫи сыхӑ тӑрӗччӗ, ӑна хӑйӗн ҫуртне ҫӗмӗрсе кӗме памӗччӗ. 40Ҫавӑнпа эсир те хатӗр тӑрӑр, мӗншӗн тесен Этем Ывӑлӗ кӗтмен-туман вӑхӑтра килӗ».
Шанчӑклӑ тата шанчӑксӑр чурасем ҫинчен
41Вара Петр ыйтнӑ: «Хуҫамӑр, ҫак ытарлӑха Эсӗ пирӗн валли калатӑн-и е вӑл пурин валли те?» 42Иисус вара ҫапла каланӑ: «Кам шанчӑклӑ, ӑслӑ кил пӑхакан? Калӑпӑр, хуҫи хӑйӗн ытти тарҫисене пӑхса тӑма, вӑхӑтра ҫӑкӑр валеҫме пӗр чурине уйӑрса лартнӑ. 43Хуҫи тавӑрӑннӑ чухне хушнине туса тӑракан чура телейлӗ пулӗ. 44Чӑн калатӑп сире: хуҫа ӑна хӑйӗн пӗтӗм пурлӑхне пӑхса тӑраканӗ тӑвӗ. 45Калӑпӑр, ҫав чура хӑй ӑшӗнче: „Хуҫам халех килмӗ-ха“, – тесе, арҫын тарҫисене те, хӗрарӑм тарҫисене те хӗнеме пуҫлӗ, ӗҫсе-ҫисе ӳсӗрӗлсе ҫӳрӗ. 46Хайхи чура хуҫи кӗтмен-туман вӑхӑтра килӗ те, ӑна асаплантарса вӗлерсе, унӑн шӑпине ӗненмен ҫынсеннипе пӗрешкелех татса парӗ. 47Ӗнтӗ хуҫи ирӗкне пӗлнӗ ҫинчех хатӗр тӑман, унӑн ирӗкне туман чурана нумай хӗнӗҫ. 48Пӗлмесӗр айӑпа кӗнӗ чурана вара сахалтарах хӗнӗҫ. Кама нумай панӑ, унран нумайрах ыйтӗҫ. Кама нумай шанса панӑ, унран тата ытларах шыраса илӗҫ».
Вут тата уйӑру
(Мф. 10:34-36)
49«Эпӗ ҫӗр ҫине вут антармашкӑн килтӗм, ӑна ӗнтӗ халех тивертсе ярасшӑн! 50Манӑн синкерлӗ шыва кӗмелле, вӑл пурнӑҫланасса кӗтсе Эпӗ питӗ тертленетӗп. 51Эпӗ ҫӗр ҫине канӑҫлӑх кӳме килнӗ тесе шухӑшлатӑр-и эсир? Ҫук, – тетӗп сире, – Эпӗ уйӑрма килнӗ. 52Паянтан ӗнтӗ, пӗр килте пилӗк ҫын пулсан, вӗсем икӗ пая уйӑрӑлӗҫ: виҫҫӗшӗ – иккӗшне хирӗҫ, иккӗшӗ виҫҫӗшне хирӗҫ тӑрӗҫ. 53Ашшӗ – ывӑлне хирӗҫ, ывӑлӗ ашшӗне хирӗҫ тӑрӗ. Амӑшӗ – хӗрне хирӗҫ, хӗрӗ амӑшне хирӗҫ тӑрӗ. Хунямӑшӗ – кинне хирӗҫ, кинӗ хунямӑшне хирӗҫ тӑрӗ».
Вӑхӑт паллине пӗлни
(Мф. 16:2-3)
54Унтан Иисус халӑха ҫапла каланӑ: «Хӗвел анӑҫ енчен пӗлӗт хӑпарнине курсан эсир: „Ҫумӑр ҫӑвасса“, – тетӗр. Чӑнах та ҫӑвать. 55Кӑнтӑр енчен ҫил вӗрсен: „Шӑрӑх пуласса“, – тетӗр. Чӑнах та пулать. 56Эй, икӗ питлӗскерсем! Эсир ҫӗрпе пӗлӗте сӑнаса ҫанталӑка чухлама пӗлетӗр. Халӗ мӗнле вӑхӑт ҫитнине мӗншӗн пӗлейместӗр?
57Мӗн тусан тӗрӗс, мӗн тусан тӗрӗс мар пулнине мӗншӗн-ха эсир хӑвӑр тӗллӗн татса параймастӑр? 58Хӑвӑнпа судлашас текенпе пуҫлӑх патне кайнӑ чухне ҫул ҫинчех ҫураҫма тӑрӑш. Ахальлӗн вӑл сана судья патне илсе пырӗ, судья вара сана тӗрмене хуптарма хуралҫӑ аллине парӗ. 59Калатӑп сана: юлашки пусна парса хӑвармасӑр та унтан тухаймӑн».
Currently Selected:
Лука 12: RSO
Highlight
Share
Copy
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009