Лука 3:4-6
Лука 3:4-6 RSO
Ун ҫинчен Исаия пророк кӗнекинче ҫапла ҫырнӑ: «Пуш хирте чӗнекенӗн сасси илтӗнет: „Хуҫамӑр валли ҫул хатӗрлӗр, Вӑл утас ҫулсене тӳрлетӗр! Мӗн пур айлӑм вырӑнсем тулччӑр, мӗн пур тусемпе сӑртсем ҫӗрпе танлашчӑр. Кукӑр ҫулсем тӳрӗленччӗр, тикӗс маррисем те – тикӗсленччӗр, вара пӗтӗм этемлӗх Турӑ панӑ ҫӑлӑнӑҫа курӗ!“»