YouVersion Logo
Search Icon

Лука 3

3
3-мӗш сыпӑк
Шыва кӗртекен Иоанн вӗрентсе калани
(Мф. 3:1-12; Мк. 1:1-8; Ин. 1:19-28)
1Тиверий императора ларни вун пилӗк ҫула кайнӑ. Иудейӑра Понтий Пилат пуҫлӑхра ларнӑ, Галилея ҫӗрӗнче – Ирод, Итурейӑпа Трахонит ҫӗрӗнче – унӑн пиччӗшӗ Филипп, Авилинея ҫӗрӗнче – Лисаний. 2Аннапа Каиафа ун чухне аслӑ священниксем пулнӑ. Ҫавӑн чух Захария ывӑлне, Иоана, пуш хирте Турӑ сӑмахӗ илтӗннӗ. 3Иоанн вара Иордан шывӗ таврашӗнче, пур ҫӗрте те, ҫылӑхсене каҫарттармашкӑн ӳкӗнсе шыва кӗме ӳкӗтленӗ. 4Ун ҫинчен Исаия пророк кӗнекинче ҫапла ҫырнӑ: «Пуш хирте чӗнекенӗн сасси илтӗнет: „Хуҫамӑр валли ҫул хатӗрлӗр, Вӑл утас ҫулсене тӳрлетӗр! 5Мӗн пур айлӑм вырӑнсем тулччӑр, мӗн пур тусемпе сӑртсем ҫӗрпе танлашчӑр. Кукӑр ҫулсем тӳрӗленччӗр, тикӗс маррисем те – тикӗсленччӗр, 6вара пӗтӗм этемлӗх Турӑ панӑ ҫӑлӑнӑҫа курӗ!“»
7Иоанн хӑй патне шыва кӗме пыракан халӑха ҫапла каланӑ: «Эй, ҫӗлен ҫурисем! Ҫитес ҫилӗрен тарса хӑтӑлма кам вӗрентрӗ сире? 8Эппин хӑвӑр ҫылӑхран ӳкӗннине тивӗҫлӗ ӗҫпе ҫирӗплетсех тӑрӑр. „Пирӗн мӑн асатте – Авраам!“ – текен шухӑшпа киленсе ан пурӑнӑр. Калатӑп сире: Турӑ ҫак чулсенчен те Авраам ачисем тума пултарать. 9Акӑ пуртӑ та йывӑҫ тымарӗ ҫумӗнчех выртать. Ырӑ ҫимӗҫ кӳмен кирек епле йывӑҫа та касса вута пӑрахаҫҫӗ».
10«Пирӗн мӗн тумалла ӗнтӗ?» – тесе ыйтнӑ унран халӑх. 11Иоанн хирӗҫ ҫапла тавӑрнӑ: «Камӑн икӗ тумтир пур, пӗрне чухӑна патӑр. Камӑн ҫимелли пур, вӑл та ҫаплах тутӑр». 12Налук пухакансем те Иоанн патне шыва кӗме пынӑ. Вӗсем унран ыйтнӑ: «Вӗрентекен, пирӗн мӗн тумалла-ши?» 13Иоанн вӗсене каланӑ: «Хӑвӑра илме хушнинчен ытлашши ан илӗр». 14Салтаксем те унран ыйтнӑ: «Пирӗн тата мӗн тумалла?» Иоанн хуравланӑ: «Кӳрентерсе, суйса айӑпласа никам укҫине те ан хапсӑнӑр, хӑвӑра мӗн чухлӗ шалу панипе ҫырлахӑр».
15Кӗтсе тӑракан ҫынсем пурте хӑйсен ӑшӗнче Иоанн пирки: «Ку Турӑ Суйласа илни мар-ши?» – тесе шухӑшланӑ чухне 16Иоанн пурне те ҫапла каланӑ: «Эпӗ сире шывпа тӗне кӗртетӗп. Анчах та манран Хӑватли килет, эпӗ Унӑн пушмакне хывма та тивӗҫлӗ мар. Вӑл сире Святой Сывлӑшпа тата вутпа тӗне кӗртӗ. 17Кӗреҫи те Унӑн Хӑйӗн аллинчех. Вӑл йӗтемӗнчи туллине сӑвӑрса тасатӗ те ӑна Хӑйӗн кӗлетне пухса хурӗ, арпи-улӑмне вара сӳнми вутра ҫунтарса ярӗ».
18Ҫакнашкал тата ытти сӑмахсемпе Иоанн халӑха Ырӑ Хыпар нумай вӗрентнӗ. 19Вӑл Ирод пуҫлӑха хӑй пиччӗшӗн арӑмне, Иродиадӑна, качча илнӗшӗн тата ытти усал ӗҫсемшӗн хытӑ питленӗ. 20Ирод вара усал ӗҫӗсем ҫумне тата тепӗр усал ӗҫ хушнӑ: Иоана тӗрмене хуптарнӑ.
Иисуса шыва кӗртни
(Мф. 3:13-17; Мк. 1:9-11)
21Пӗтӗм халӑх шыва кӗнӗ чух, Иисус шыва кӗрсе тухса кӗлтунӑ вӑхӑтра, тӳпе уҫӑлса кайнӑ та, 22Ун ҫине Святой Сывлӑш кӑвакарчӑн кӗлетки пек курӑнса аннӑ. Вара тӳперен сасӑ илтӗннӗ: «Эсӗ – Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Санра!»
Иисус Христосӑн йӑх тымарӗ
(Мф. 1:1-17)
23Хӑйӗн ӗҫне пуҫланӑ чух Иисус пӗр вӑтӑр ҫулсенче пулнӑ. Ҫынсем шухӑшланӑ тӑрӑх, Вӑл Иосиф ывӑлӗ, Илия мӑнукӗ пулнӑ. Унӑн ытти мӑн аслашшӗсем: 24Матфат, Левий, Мелхий, Ианнай, Иосиф, 25Маттафий, Амос, Наум, Еслим, Наггей, 26Мааф, Маттафий, Семеий, Иосиф, Иуда, 27Иоаннан, Рисай, Зоровавель, Салафииль, Нирий, 28Мелхий, Аддий, Косам, Елмодам, Ир, 29Иосий, Елиезер, Иорим, Матфат, Левий, 30Симеон, Иуда, Иосиф, Ионан, Елиаким, 31Мелеай, Маинан, Маттафай, Нафан, Давид, 32Иессей, Овид, Вооз, Салмон, Наассон, 33Аминадав, Арам, Есром, Фарес, Иуда, 34Иаков, Исаак, Авраам, Фарра, Нахор, 35Серух, Рагав, Фалек, Евер, Сала, 36Каинан, Арфаксад, Сим, Ной, Ламех, 37Мафусал, Енох, Иаред, Малелеил, Каинан, 38Енос, Сиф, Адам. Адама вара Турӑ пултарнӑ.

Currently Selected:

Лука 3: RSO

Highlight

Share

Copy

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in