YouVersion Logo
Search Icon

Лука 2

2
2-мӗш сыпӑк
Иисус Христос ҫурални
1Ҫав вӑхӑтра Рим императорӗ Август пӗтӗм патшалӑхри халӑха ҫырса тухма хушнӑ. 2Ҫак пирвайхи хут халӑха шута илесси Сири ҫӗрне Квириний тытса тӑнӑ чухне пулнӑ. 3Вара пурте кашни хӑйӗн хулине ҫырӑнма тухса кайнӑ. 4Иосифӑн, Давид йӑхӗнчен пулнӑран, Галилейӑри Назарет хулинчен Иудейӑри Вифлеема, тахҫан Давид ҫуралнӑ хулана, каймалла пулнӑ. 5Ҫапла Иосиф хӑйӗн ҫураҫнӑ хӗрӗпе Марияпа пӗрле ят ҫыртарма кайнӑ. Мария ун чухне йывӑр ҫын пулнӑ. 6Вифлеемре Унӑн ҫӑмӑлланас вӑхӑчӗ ҫитнӗ. 7Вара Мария Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне ҫуратнӑ. Хӑна ҫуртӗнче вырӑн пулманран Вӑл Ӑна, чӗркесе, выльӑх-чӗрлӗхе апат памалли сырӑша вырттарнӑ.
Кӗтӳҫӗсем тата ангел
8Ҫавӑнтан аякра мар, хирте, кӗтӳҫӗсем ҫӗрле кӗтӗвӗсене хуралланӑ. 9Сасартӑк вӗсен умне Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ пырса тӑнӑ та, вӗсене Хуҫа Туррӑн мухтавлӑхӗ ҫутатса янӑ. Кӗтӳҫӗсем ҫав тери хӑраса ӳкнӗ. 10Ангел вӗсене ҫапла каланӑ: «Ан хӑрӑр! Эпӗ сире пӗтӗм халӑха савӑнтармалли чаплӑ хыпар пӗлтерме килтӗм. 11Паян Давид хулинче сире Ҫӑлакан ҫуралчӗ, Вӑл – Христос Хуҫамӑр! 12Акӑ сире паллӑ: эсир сырӑша чӗркесе вырттарнӑ Ачана курӑр».
13Унтан сасартӑк ҫав ангелпа пӗрле тӳпери ангелсен йышлӑ ҫарӗ курӑнса кайнӑ. Вӗсем Турра мухтаса юрланӑ: 14«Ҫӳлте Турра мухтав, ҫӗр ҫине канӑҫлӑх килчӗ, ҫынсене ырӑлӑх ҫитрӗ!»
15Ангелсем тӳпене ҫӗкленсе кайсан кӗтӳҫӗсем пӗр-пӗрне каланӑ: «Атьӑр Вифлеема кайса унта мӗн пулнине, Хуҫа Турӑ пире мӗн пӗлтернине курар». 16Вара вӗсем васкаса Вифлеема ҫитнӗ те Марияпа Иосифа тата сырӑшра выртакан пӗчӗк Ачана шыраса тупнӑ. 17Ачана курнӑ хыҫҫӑн кӗтӳҫӗсем хӑйсене Ҫак Ача пирки мӗн хыпарланине каласа панӑ. 18Итлекенсем пурте кӗтӳҫӗсем каласа кӑтартнинчен тӗлӗннӗ. 19Мария вара ҫак сӑмахсене пурне те Хӑйӗн чӗринчех усранӑ. 20Йӑлтах ангел каланӑ пек пулса иртнӗ. Ҫавна курма-илтме тӳр килнишӗн Турра аслӑласа та мухтаса кӗтӳҫӗсем хӑйсен кӗтӗвӗ патне тавӑрӑннӑ.
21Тепӗр сакӑр кунран, Ача ӳтне касма вӑхӑт ҫитсен, Амӑшне йывӑр ҫын пуличчен ангел каланӑ пекех, Ӑна Иисус ятлӑ хунӑ.
Иисуса Турӑ Ҫуртне илсе пыни
22Моисей саккунӗ хушнӑ тӑрӑх тасалмалли кунсем иртсен, Иосифпа Мария пӗчӗк Ачана Хуҫа Турӑ умне тӑратма Иерусалима илсе пынӑ, 23мӗншӗн тесен Хуҫамӑр саккунӗ ҫапла калать: «Малтанхи ывӑл ачана, вар уҫнӑскере, Хуҫа Турра халалламалла». 24Ҫавӑн пекех, Хуҫамӑр саккунӗпе килӗшӳллӗн, вӗсен икӗ улатӑпа кайӑкӗ е икӗ кӑвакарчӑн чӗппи парне кӳмелле пулнӑ.
25Ҫав вӑхӑтра Иерусалим хулинче тӳрӗ пурӑнакан, Турра пит хисеплекен Симеон ятлӑ пӗр ҫын пурӑннӑ. Ун ҫинче Святой Сывлӑш пулнӑ, Симеон Израиль халӑхне ҫӑлӑнӑҫ килессе кӗтнӗ. 26Хуҫа Туррӑн Христосне курмасӑр вилместӗн тесе ӑна Святой Сывлӑш малтанах систернӗ пулнӑ. 27Иосифпа Мария саккун хушнӑ йӑлана тума пӗчӗкҫӗ Иисуса Турӑ Ҫуртне илсе пырсан, Сывлӑш хавхалантарнипе Симеон та унта пынӑ.
Симеон Турра мухтани
28Вӑл Ачана хӑй аллине илнӗ те Турра мухтаса каланӑ: 29«Эй, Туррӑм! Халӗ ӗнтӗ мана, Хӑвӑн чуруна, Ху каланӑ пек, лӑплантарса яратӑн: 30ман куҫӑмсем Санран ҫӑлӑнӑҫ илсе килекене курчӗҫ. 31Ку ҫӑлӑнӑҫа Эсӗ мӗн пур халӑх куҫӗ умӗнчех хатӗрленӗ. 32Урӑх халӑхсемшӗн вӑл чӑн ҫутӑ пулӗ, Хӑвӑн Израиль халӑхне мухтава кӑларӗ». 33Иосифпа Ачан Амӑшӗ Ун ҫинчен Симеон ҫапла каланине илтсен тӗлӗннӗ. 34-35Унтан Симеон вӗсене пилленӗ те, Ача Амӑшне Марияна каланӑ: «Мария, Сан чуну хӗҫпе каснӑ пек касӑлӗ, мӗншӗн тесен ку Ачана пула Израильте ӳкекен те, тӑракан та нумай пулӗ. Ун пирки нумай тавлашӗҫ, чылайӑшӗ ӑна хирӗҫ тӑрӗҫ, ҫапла вӗсен чун-чӗринчи вӑрттӑн шухӑшӗсем палӑрӗҫ».
Хӗрарӑм пророк Анна
36Унта тата Асир ӑрӑвӗнчен тухнӑ Фануил хӗрӗ, Анна ятлӑ хӗрарӑм пророк пулнӑ. Вӑл питӗ ватӑлса ҫитнӗ, хӑйӗн упӑшкипе Анна ҫичӗ ҫул анчах пурӑннӑ. 37Ҫав сакӑр вун тӑватӑ ҫулхи упӑшкасӑр карчӑк Турӑ Ҫуртӗнчен кайманпа пӗрех. Вӑл, Турра хисеплесе, тӑтӑшах типӗ тытнӑ, кунӗн-ҫӗрӗн кӗлтунӑ. 38Симеон Марияпа калаҫнӑ вӑхӑтра вӗсем патне пынӑ Анна та Хуҫамӑра мухтама пуҫланӑ. Ҫӑлӑнасса кӗтекен Иерусалимри ҫынсене пурне те вӑл Ача ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Назарета тавӑрӑнни
39Турӑ саккунӗ хушнине пурне те туса пӗтерсен Иосифпа Мария Галилейӑна, Назарет ятлӑ тӑван хулине, тавӑрӑннӑ. 40Ача ҫитӗннӗҫемӗн чун-чӗмӗпе ҫирӗпленсе, ӑс-тӑнӗпе хӑватланса пынӑ. Турӑ тивлечӗ Ун ҫинче пулнӑ.
Иисус Турӑ Ҫуртӗнче
41Унӑн ашшӗ-амӑшӗ кашни ҫулах пасха уявне Иерусалима ҫӳренӗ. 42Иисус вун икӗ ҫула ҫитсен, вӗсем ҫав йӑлапа Иерусалима уява пынӑ. 43Уяв хыҫҫӑн Иосифпа Унӑн Амӑшӗ киле кайма ҫула тухнӑ, анчах Ачи, Иисус, Иерусалимра тӑрса юлнине вӗсем асӑрхаман. 44Вӑл урӑх ҫынсемпе пырать пулӗ тесе, пӗр куна яхӑн кайсан тин Ӑна хурӑнташӗсемпе пӗлӗшӗсем хушшинче шырама пуҫланӑ. 45Анчах та Иисуса тупайман пирки, Ӑна шыраса, вӗсем каллех Иерусалима тавӑрӑннӑ. 46Виҫӗ кунран тин вӗсем Иисуса Турӑ Ҫуртӗнче тупнӑ. Вӑл унта вӗрентекенсене итлесе ларнӑ, Хӑй те вӗсене ыйтусем панӑ. 47Ӑна итлекенсем пурте Ун ӑсӗнчен те, хуравӗсенчен те тӗлӗннӗ. 48Иисуса унта курсан Иосифпа Мария питӗ тӗлӗнсе кайнӑ. Вара Амӑшӗ Унран ҫапла ыйтнӑ: «Ывӑлӑм, мӗншӗн Эсӗ капла хӑтлантӑн? Аҫупа иксӗмӗр Сана шыраса йӑлт кулянса пӗтрӗмӗр». 49Иисус вӗсене каланӑ: «Эсир Мана мӗншӗн шырарӑр? Эпӗ Хамӑн Аттеме тивӗҫлӗ ҫӗрте пулмаллине пӗлмен-и-мӗн эсир?»
50Иисус мӗншӗн ҫапла каланине вӗсем ӑнланса илеймен. 51Вара Иисус вӗсемпе пӗрле Назарета тавӑрӑннӑ та ашшӗ-амӑшӗн сӑмахӗнчен иртмесӗр пурӑннӑ. Амӑшӗ вара ҫак сӑмахсене пурне те чунӗнче упраса пурӑннӑ. 52Иисус ӑслӑлансах, ӳссех пынӑ. Турӑ та, ҫынсем те Ӑна юратнӑҫемӗн ытларах юратнӑ.

Currently Selected:

Лука 2: RSO

Highlight

Share

Copy

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in