YouVersion Logo
Search Icon

Лука 8

8
8-мӗш сыпӑк
Хӗрарӑмсем Иисуспа пӗрле ҫӳрени
1Иисус ҫавӑн хыҫҫӑн хуласемпе ялсем тӑрӑх Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар вӗрентсе ҫӳренӗ. Унпа пӗрле Вун иккӗшӗ 2тата усал сывлӑшран, чиртен сыватнӑ хӑш-пӗр хӗрарӑмсем пынӑ. Вӗсем хушшинче ӑшӗнчен ҫичӗ усал сывлӑш тухнӑ Магдалина текен Мария, 3Ирод кил-ҫуртне пӑхса тӑракан Хуза арӑмӗ Иоанна, Сусанна тата урӑххисем те нумаййӑн пулнӑ. Вӗсем Иисуса хӑйсен пурлӑхӗпе пулӑшса тӑнӑ.
Акаҫӑ ҫинчен каланӑ ытарлӑх
(Мф. 13:1-9; Мк. 4:1-9)
4Иисус патне тӗрлӗ хуласенчен питӗ нумай халӑх пуҫтарӑннӑ. Вӑл вара ытарлӑн калама пуҫланӑ: 5«Пӗр акаҫӑ вӑрлӑх акма тухнӑ. Вӑл акнӑ чух хӑш пӗрчисем ҫул хӗррине ӳкнӗ; вара вӗсене таптаса пӗтернӗ, вӗҫен кайӑксем ҫисе янӑ. 6Хӑшӗ чуллӑ ҫӗре ӳкнӗ. Нӳрӗк ҫителӗклӗ пулманран вӑл шӑтса тухсанах типсе ларнӑ. 7Хӑшӗ пиҫенлӗ вырӑна ӳкнӗ, пиҫен ҫитӗнсе кайнӑ та калчана пусса лартнӑ. 8Хӑшӗ тата пулӑхлӑ ҫӗр ҫине ӳкнӗ. Вӑл шӑтса тухнӑ та пӗр пӗрчӗрен ҫӗр пӗрчӗ пултарнӑ». Ҫакна каласа пӗтерсен Иисус хытӑ сасӑпа: «Илтме хӑлха пурри илттӗр!» – тенӗ.
Ытарлӑн калани ҫинчен
(Мф. 13:10-17; Мк. 4:10-12)
9«Ку ытарлӑх мӗне пӗлтерет?» – тесе ыйтнӑ Унран вӗренекенӗсем. 10Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Сире Турӑ Патшалӑхӗн вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме панӑ. Ыттисене, пӗлме паманнисене, Эпӗ ытарлӑн калатӑп, ӗнтӗ вӗсем пӑхсан та курмаҫҫӗ, илтсен те ӑнланмаҫҫӗ».
Акаҫӑ ҫинчен каланӑ ытарлӑха ӑнлантарни
(Мф. 13:18-23; Мк. 4:13-20)
11«Ҫак ытарлӑх акӑ мӗне пӗлтерет: вӑрлӑх вӑл – Турӑ сӑмахӗ. 12Ҫул хӗррине ӳкни – сӑмаха илтекен ҫынсене пӗлтерет, анчах, ӗненсе ан ҫӑлӑнччӑр тесе, вӗсем патне кайран шуйттан пырать те Турӑ сӑмахне вӗсен чӗринчен вӑрласа каять. 13Чуллӑ ҫӗре ӳкни вара ҫакӑн пеккисене пӗлтерет: вӗсем Турӑ сӑмахне илтсен хавасланса йышӑнаҫҫӗ, анчах та хӑйсем тымарсӑр. Унашкаллисем пӗр вӑхӑт ӗненсе пурӑнаҫҫӗ, анчах та тӗрӗслев вӑхӑтне тӳсеймесӗр ӗненме пӑрахаҫҫӗ. 14Пиҫенлӗ вырӑна ӳкни те Турӑ сӑмахне илтекен ҫынсене пӗлтерет, анчах та пурӑнан пурӑнӑҫра вӗсене хӗвӗшӳ, пуянлӑх, ҫӗр ҫинчи киленӗҫ пусса лартать те, сӑмах вара тӗшӗсӗр пулать. 15Пулӑхлӑ ҫӗр ҫине ӳкни ҫакӑн пеккисене пӗлтерет: вӗсем илтнӗ сӑмаха ырӑ та таса чун-чӗрере упраҫҫӗ, тӳсӗмлӗ пулса тулли пучах кӑлараҫҫӗ».
Ҫутаткӑҫ ҫинчен каланӑ ытарлӑх
(Мк. 4:21-25)
16Иисус татах каланӑ: «Ҫутаткӑҫ ҫутсан никам та ӑна чӳлмекпе хупласа хумасть, кравать айне те лартмасть. Пӳрте кӗрекенсем ҫутӑра курччӑр тесе ӑна ҫутаткӑҫ лартмалли ҫине вырнаҫтарать. 17Вӑрттӑн туни курӑнмасӑр юлни ҫук, пытарса хӑварни те палӑрманни, ҫиеле тухманни ҫук. 18Ҫапла вара хӑвӑр епле итленине асӑрхӑр. Камӑн пур, ӑна татах парӗҫ. Камӑн ҫук, унӑнне пур тесе шутланине те туртса илӗҫ».
Иисус Христос Амӑшӗпе тӑванӗсем
(Мф. 12:46-50; Мк. 3:31-35)
19Иисусӑн Амӑшӗпе тӑванӗсем Ун патне пынӑ, анчах ҫын нумай пулнӑран вӗсем Ун ҫывӑхне пырайман. 20«Сана курасшӑн тулта Аннӳпе тӑванусем кӗтсе тӑраҫҫӗ», – тенӗ Иисуса. 21«Манӑн аннем, Манӑн тӑванӑмсем – Турӑ сӑмахне итлекенсем, ӑна пӑхӑнса пурӑнакансем», – хуравланӑ вӗсене Иисус.
Ҫил-тӑвӑла чарни
(Мф. 8:23-27; Мк. 4:35-41)
22Пӗррехинче Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе кимӗ ҫине кӗрсе ларнӑ та вӗсене ҫапла каланӑ: «Кӳлӗ тепӗр енне каҫар-ха». Унтан вӗсем ишме пуҫланӑ. 23Ишсе пынӑ чух Иисус ҫывӑрса кайнӑ. Кӳлӗ ҫинче ҫил-тӑвӑл тухнӑ. Хум ҫапнипе кимме шыв тула пуҫланӑран вӗсем хӑрушӑ инкеке кӗрсе ӳкнӗ. 24Унтан вӗсем Иисус патне пынӑ та Ӑна вӑратса: «Вӗрентӳҫӗ! Вӗрентӳҫӗ! Эпир пӗтетпӗр!» – тенӗ. Иисус ыйхӑран вӑрансан ҫиле те, хумханакан шыва та чарӑнма хушнӑ. Вара пӗтӗмпех лӑпланнӑ та, ҫанталӑк шӑпах пулнӑ. 25«Ӑҫта сирӗн ӗненӗвӗр?» – тенӗ вара вӗсене Иисус. Вӗренекенӗсем хӑраса-тӗлӗнсе пӗр-пӗринпе ҫапла калаҫнӑ: «Кам-ши Ку? Вӑл ҫиле те, шыва та хушать те – вӗсем Ӑна пӑхӑнаҫҫӗ».
Усал ернӗ ҫынна сыватни
(Мф. 8:28-34; Мк. 5:1-20)
26Унтан вӗсем кӳллӗн тепӗр енче Галилейӑна хирӗҫ вырнаҫнӑ Гадара ҫӗрне ишсе каҫнӑ. 27Иисус ҫыран хӗррине тухсан Ӑна хулари пӗр ҫын тӗл пулнӑ; вӑл тахҫантанпах усал ернипе асапланнӑ. Ҫавскер тумтирсӗрех ҫӳренӗ, пурӑнасса та пӳрт-ҫуртра мар, ҫӗр хӑвӑлӗнчи тупӑклӑхсенче пурӑннӑ. 28Иисуса курсан вӑл кӑшкӑрса янӑ та Ун умне ӳксе хытӑ сасӑпа: «Эй, Ҫӳлти Турӑ Ывӑлӗ, Иисус! Санӑн манпа мӗн ӗҫ пур? Тархасласа ыйтатӑп, ан асаплантар мана!» – тенӗ. 29Мӗншӗн тесен Иисус усал сывлӑша ҫав ҫын ӑшӗнчен тухма хушнӑ. Усал сывлӑш ӑна нумай ҫул асаплантарнӑ пулнӑ. Ҫынсем унӑн алли-урине сӑнчӑрласа-тимӗрлесе сыхланӑ пулин те, вӑл сӑнчӑрӗсене тата-тата пӑрахнӑ; вара усал сывлӑш ӑна ҫын пурӑнман вырӑна хӑваласа кайнӑ. 30Иисус унран: «Эсӗ мӗн ятлӑ?» – тесе ыйтнӑ. «Пулккипех», – тенӗ лешӗ, мӗншӗн тесен ун ӑшне нумай-нумай усал кӗнӗ. 31Усал сывлӑшсем, хӑйсене тӗпсӗрлӗхе ан ятӑр тесе, Иисуса йӑлӑнма пуҫланӑ.
32Ҫавӑнтах, сӑрт ҫинче, пӗр пысӑк сысна кӗтӗвӗ ҫӳренӗ. Усалсем Иисусран ҫав сыснасен ӑшне кӗме ирӗк памашкӑн тархасласа ыйтнӑ. Иисус вӗсене чарман. 33Усал сывлӑшсем ҫын ӑшӗнчен тухнӑ та сыснасем ӑшне кӗнӗ. Вара сысна кӗтӗвӗ чӑнкӑ ҫырантан кӳлле сикнӗ те путса вилнӗ. 34Сысна пӑхакансем мӗн пулса иртнине курсан хуланалла чупнӑ, хӑйсем мӗн курнине хулара та, таврари ялсенче те кала-кала кӑтартнӑ. 35Ҫынсем мӗн пулнине курма тухнӑ та Иисус патне пынӑ. Унпа юнашарах усалсенчен тасалнӑ, тӑхӑнса тумланнӑ ҫын чипер ӑс-тӑнпах ларнине курсан вӗсем хӑраса ӳкнӗ. 36Куҫӑн куракансем вара вӗсене усал ернӗ ҫын епле сывални ҫинчен каласа кӑтартнӑ. 37Гадара таврашӗнчи пӗтӗм халӑх питӗ хӑранипе Иисуса хӑйсем патӗнчен кайма тархасланӑ. Иисус кимӗ ҫине ларса каялла тавӑрӑннӑ. 38Усалсенчен тасалнӑ ҫын хӑйне пӗрле илме ыйтса Иисуса йӑлӑннӑ, анчах Иисус ӑна ҫапла каласа янӑ: 39«Эсӗ киле тавӑрӑн та Турӑ хӑвӑншӑн мӗн тунине каласа пар». Лешӗ кайнӑ та Иисус хӑйшӗн мӗн тунине хулипех каласа ҫӳренӗ.
Иаир хӗрне чӗртни тата юн каякан хӗрарӑма сыватни
(Мф. 9:18-26; Мк. 5:21-43)
40Иисус каялла тавӑрӑнсан, халӑх Ӑна хапӑл туса йышӑннӑ, мӗншӗн тесен пурте Вӑл килессе кӗтнӗ. 41Ҫавӑнта Иаир ятлӑ ҫын, унти синагога пуҫлӑхӗ, Иисус патне пынӑ та, Ун ури умне ӳксех, хӑйӗн патне килне пыма тархасланӑ. 42Унӑн вун икӗ ҫулхи пӗртен-пӗр хӗрӗ пулнӑ, вӑл та пулин вилесле чирлӗ выртнӑ.
Иисус пуҫлӑх килне кайнӑ чухне Ун тавра халӑх кӗпӗрленсе пынӑ. 43Ҫавӑнта вун икӗ ҫул юн кайнипе асапланакан хӗрарӑм пулнӑ. Вӑл тухтӑрсем патне ҫӳресе пӗтӗм пурлӑхне пӗтернӗ, ҫапах ӑна пӗри те сыватайман. 44Ҫав хӗрарӑм хыҫалтан пырса Иисусӑн тумтир аркине сӗртӗннӗ те, унӑн ҫавӑнтах юн кайма пӑрахнӑ. 45Иисус вара: «Кам Мана сӗртӗнчӗ?» – тесе ыйтнӑ, анчах пурте туннӑ. Петр та, Иисуспа пӗрле пулнисенчен ыттисем те ҫапла каланӑ: «Вӗрентекен! Сан тавра халӑх кӗпӗрленсе пырать, хӗстерет. Эсӗ тата Мана кам сӗртӗнчӗ тетӗн». 46«Ман ҫумма пӗри сӗртӗнчӗ, мӗншӗн тесен Эпӗ Хамран хӑват тухнине сисрӗм», – тенӗ Иисус. 47Хӗрарӑм хӑй сӗртӗнни сисӗнмесӗр юлманнине курсан Иисус патне чӗтресе пынӑ. Вара Ун умне ӳксе мӗншӗн сӗртӗннине тата сӗртӗнсенех епле сывалнине Ӑна пӗтӗм халӑх умӗнче каласа кӑтартнӑ. 48Иисус ӑна каланӑ: «Хӗрӗм! Хӑюллӑ пул, ӗненӗвӳ сана ҫӑлчӗ, канӑҫлӑ каях», – тенӗ.
49Иисус ҫапла каласа тӑнӑ вӑхӑтрах синагога пуҫлӑхӗн килӗнчен ӑна пӗр ҫын пырса каланӑ: «Хӗрӳ вилсе кайрӗ ӗнтӗ, Вӗрентекене ан та чӑрмантар». 50Анчах та Иисус, ҫавна илтсенех, Иаира каланӑ: «Ан хӑра, ӗнен кӑна, хӗрӳ ҫӑлӑнӗ». 51Иаир килне пырсан Иисус унта Петрпа Иоансӑр, Иаковсӑр тата хӗрӗн ашшӗпе амӑшӗсӗр пуҫне никама та кӗме хушман. 52Пурте хӗршӗн хурланса, хӳхлесе йӗнӗ. «Ан йӗрӗр, вӑл вилмен, ҫывӑрать кӑна», – тенӗ Иисус. 53Хӗр вилнине пӗлнӗрен вӗсем Иисусран кулма пуҫланӑ. 54Вара Иисус пурне те тухма хушса хӗре аллинчен тытнӑ та хыттӑн каланӑ: «Хӗрӗм, тӑр!» 55Унӑн чунӗ каялла кӗнӗ те хӗр ҫав самантрах тӑнӑ. Иисус ӑна апат ҫитерме хушнӑ. 56Хӗрӗн ашшӗпе амӑшӗ питӗ тӗлӗнсе кайнӑ. Анчах Иисус вӗсене мӗн пулса иртни ҫинчен никама та калама хушман.

Currently Selected:

Лука 8: RSO

Highlight

Share

Copy

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in