Иоанн 6
6
6-мӗш сыпӑк
Пилӗк пин ҫынна тӑрантарни
(Мф. 14:13-21; Мк. 6:30-44; Лк. 9:10-17)
1Кайран Иисус Галилея тинӗсӗн тепӗр енне каҫнӑ. Ку тинӗсе тата Тивериада тинӗсӗ тесе те калаҫҫӗ. 2Вӑл чирлисене сыватса хӑват тунине курнӑ халӑх Ун хыҫӗнчен йышлӑн пынӑ. 3Иисус ту ҫине хӑпарнӑ та унта Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе пӗрле ларнӑ. 4Иудейсен пасха уявӗ ҫывхарса килнӗ пулнӑ. 5Иисус пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ та Хӑй патне темӗн чухлӗ халӑх пынине курнӑ. Вара Филипа ҫапла каланӑ: «Кун чухлӗ халӑха тӑрантармалӑх ҫӑкӑр ӑҫтан сутӑн илмелле-ха пирӗн?» 6Хӑй мӗн тӑвассине пӗлнӗ пулин те, ҫакна Вӑл Филипа тӗрӗслесе пӑхас тесе каланӑ. 7«Кунта ик ҫӗр динарийлӗх ҫӑкӑр туянсан та ҫитес ҫук. Кашнине пӗрер татӑк та лекеймӗ», – тенӗ Филипп. 8Иисусӑн пӗр вӗренекенӗ, Петр текен Симонӑн шӑллӗ Андрей, Ӑна ҫапла каланӑ: 9«Кунта пӗр ачан пилӗк урпа ҫӑкӑрӗпе икӗ пӗчӗк пулӑ пур. Анчах ҫакӑн чухлӗ халӑха вӑл ӑҫтан ҫиттӗр?» 10«Халӑха ларма хушӑр», – тенӗ Иисус. Ҫапла вара пилӗк пин ҫынна яхӑн ларса тухнӑ, вырӑнӗ унта ҫеремлӗ пулнӑ. 11Иисус хайхи ҫӑкӑрсене илсе Турра тав тунӑ та вӗренекенӗсене тыттарнӑ, лешсем ларакан халӑха валеҫсе панӑ. Пулла та ҫавнашкалах валеҫнӗ. Кама мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫавӑн чухлех илнӗ. 12Пурте ҫисе тӑрансан Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Юлнӑ татӑксене пуҫтарӑр, нимӗн те сая ан кайтӑр». 13Лешсем вара пилӗк урпа ҫӑкӑрне ҫинӗ хыҫҫӑн юлнӑ татӑксене пуҫтарнӑ. Пурӗ вун икӗ кунтӑк тултарнӑ. 14«Ку чӑнах та тӗнчене килмелли Ҫав Пророк!» – тенӗ ҫавӑн чухне Иисус тунӑ хӑвата курнисем.
15Ҫынсем Хӑйне систермесӗрех тытса патшана лартассине пӗлсен Иисус каллех ту ҫине пӗчченех кайнӑ.
Иисус шыв ҫийӗпе утни
(Мф. 14:22-27; Мк. 6:45-52)
16Каҫ пулсан Унӑн вӗренекенӗсем тинӗс хӗррине аннӑ. 17Тӗттӗмленнӗ пулин те, Иисус ҫаплах пыман. Вара вӗсем, кимӗ ҫине ларса, тинӗс тепӗр енчи Капернаума ише пуҫланӑ. 18Ҫил хытӑ вӗрнипе тинӗс вӑйлӑн хумханма тытӑннӑ. 19Пӗр пилӗк-ултӑ ҫухрӑм ишсен вӗсем тинӗс ҫийӗпе утса кимӗ патне ҫывхаракан Иисуса курнӑ та хӑраса кайнӑ. 20«Ан хӑрӑр, ку – Эпӗ», – тенӗ вӗсене Иисус. 21Вӗсем Ӑна кимӗ ҫине лартасшӑн пулнӑ, анчах пӑхаҫҫӗ те кураҫҫӗ: кимӗ хӑйсем ҫитес ҫырана ҫитсе те тӑнӑ иккен.
Иисус Христос – пурӑнӑҫ ҫӑкӑрӗ
22Тинӗс леш енче юлнӑ ҫынсем тепӗр кунне ҫыранта ӗнер пӗр кимӗ кӑна пулнине аса илнӗ. Унтан та ытларах, вӗсем Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсем ларнӑ кимӗ ҫине кӗменнине те, вӗренекенӗсем Унсӑрах ишсе кайнине те пӗлнӗ. 23Ҫав вӑхӑтра Тивериадӑран урӑх кимӗсем пырса ҫитнӗ. Вӗсем Хуҫамӑр пиллесе панӑ ҫӑкӑра ҫинӗ вырӑнтан инҫех мар чарӑннӑ. 24Анчах Иисус та, вӗренекенӗсем те ку ҫыранта ҫуккине пӗлсен халӑх кимӗсем ҫине ларнӑ та Иисуса шыраса Капернаума ишсе кайнӑ. 25Вара, Ӑна тинӗс тепӗр енче тупсан, тӗлӗнсе каланӑ: «Равви! Эсӗ хӑҫан кунта килме ӗлкӗртӗн?» 26Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Эсир Мана хӑватсем курнӑран мар, ҫӑкӑр ҫисе тӑраннӑран шыратӑр. 27Ҫӗр ҫинчи вӑхӑтлӑх апат-ҫимӗҫшӗн ан тӑрӑшӑр, Этем Ывӑлӗ паракан ӗмӗрлӗх апат-ҫимӗҫшӗн тӑрӑшӑр. Мӗншӗн тесен Этем Ывӑлне Турӑ Хӑйӗн пиллӗхӗпе палӑртнӑ». 28«Ӗҫӗмӗрсем Турра юрӑхлӑ пулччӑр тесен пирӗн мӗн тумалла?» – ыйтнӑ вара вӗсем. 29«Турӑ Янине ӗненесси Турра юрӑхлӑ пӗртен-пӗр ӗҫ пулать», – хуравланӑ вӗсене Иисус. 30«Хӑвна ӗнентерес тесе Эсӗ пире мӗнле паллӑ кӑтартӑн? – ыйтнӑ вӗсем. – Эсӗ мӗн тума пултаратӑн? 31Пирӗн аттемӗрсем пуш хирте маннӑ ҫинине астӑватӑр ӗнтӗ. Ҫырнинче ҫапла каланӑ: „Ҫиме вӗсене ҫӳлтен Турӑ ҫӑкӑр панӑ“». 32«Чӑн-чӑнах калатӑп, – тенӗ Иисус. – Ҫӳлти ҫӑкӑра сире Моисей паман, ҫӳлти чӑн-чӑн ҫӑкӑра сире Ман Аттем парать. 33Мӗншӗн тесен Турӑ ҫӑкӑрӗ вӑл – Ҫӳлтен Анаканни, тӗнчене пурӑнӑҫ Параканни». 34Вара вӗсем Ӑна тархасла пуҫланӑ: «Хуҫамӑр! Пире яланах ҫав ҫӑкӑра парса тӑрсамччӗ!» 35Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Пурӑнӑҫ ҫӑкӑрӗ – Эпӗ. Ман патӑма килекен нихӑҫан та выҫӑхмӗ, Мана ӗненекенӗн нихӑҫан та ӑшӗ хыпмӗ. 36Анчах та, Эпӗ сире каланӑччӗ ӗнтӗ, эсир Мана куртӑр, ҫапах та ӗненместӗр. 37Аттем Мана панисем пурте Ман патӑма килӗҫ. Хам патӑма килекенсене Эпӗ нихӑҫан та хӑваласа ямӑп. 38Мӗншӗн тесен Эпӗ ҫӳлтен Хам ирӗкӗме тума мар, Хама кунта яракан Аттемӗн ирӗкне тума антӑм. 39Мана кунта яракан Атте ирӗкӗ вара ҫапла: Хама панисенчен пӗрне те Манӑн ҫухатмалла мар, юлашки кун ҫитсен вӗсене пурне те вилӗмрен чӗртсе тӑратмалла. 40Мана кунта Яракан ирӗкӗ ҫакӑн пек: Ывӑлне куракан, Ӑна ӗненекен кашни ҫын ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулмалла. Эпӗ вара ӑна юлашки кун, суд кунӗ ҫитсен, чӗртсе тӑратӑп».
41«Эпӗ – ҫӳлтен аннӑ ҫӑкӑр» тенине илтсен иудейсем Иисуса ӳпкелеме пуҫланӑ. 42«Ку – Иосиф ывӑлӗ Иисус мар-им вара? – тенӗ вӗсем. – Эпир Унӑн ашшӗпе Амӑшне палланӑ ҫинчех Вӑл епле-ха „Эпӗ ҫӳлтен антӑм“ теме хӑять?» 43«Ан ӳпкелешӗр, – тенӗ вӗсене Иисус. 44– Мана кунта яракан Атте ҫавӑтса пымасӑр сирӗнтен пӗри те Ман патӑма ҫитеймӗ. Хам патӑма ҫитнисене Эпӗ юлашки кун чӗртсе тӑратӑп. 45Пророксен кӗнекинче „Турӑ вӗсене пурне те вӗрентӗ“ тесе ҫырнӑ. Аттене итлесе вӗренекен кашни ҫын Ман патӑма ҫитет. 46Ку сӑмах Аттене кам та пулин курнине пӗлтермест. Турӑран Килни кӑна Ашшӗне курнӑ. 47Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Мана ӗненекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулать. 48Эпӗ – пурӑнӑҫ ҫӑкӑрӗ. 49Сирӗн мӑн аслаҫӑрсем пуш хирте маннӑ ҫинӗ, ҫапах та вилнӗ. 50Ҫӳлтен анакан ку ҫӑкӑр вара ҫавнашкал: ӑна ҫиекен нихӑҫан та вилмест. 51Эпӗ – ҫӳлтен аннӑ чӗрӗлӗх ҫӑкӑрӗ. Ҫав ҫӑкӑра ҫиекен ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗ. Эпӗ паракан ҫӑкӑр вӑл – Манӑн Ӳтӗм. Ӑна Эпӗ тӗнче пурӑнӑҫӗшӗн парӑп». 52«Епле-ха Вӑл Хӑй Ӳтне пире ҫиме парӗ?» – тесе иудейсем пӗр-пӗринпе тавлашсах кайнӑ. 53«Чӑн-чӑнах калатӑп сире, – тенӗ вӗсене Иисус, – эсир Этем Ывӑлӗн Ӳтне ҫимесен, Юнне ӗҫмесен, чӗрӗлӗхлӗ пулаймӑр. 54Ман Ӳтӗме ҫиекен, Юнӑма ӗҫекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулать. Юлашки кун ҫитсен, Эпӗ ӑна чӗртсе тӑратӑп. 55Мӗншӗн тесен чӑн-чӑн ҫимӗҫ – Манӑн Ӳтӗм, чӑн-чӑн ӗҫме – Манӑн Юнӑм. 56Ман Ӳтӗме ҫиекен, Юнӑма ӗҫекен ӗмӗр-ӗмӗр Манра пурӑнать, Эпӗ те ҫав ҫынра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнатӑп. 57Мана янӑ чӗрӗлӗхлӗ Аттем Мана чӗрӗлӗх панӑ пекех, Манӑн Ӳтӗме ҫиекене те Эпӗ чӗрӗлӗх парӑп. 58Ҫавӑ ӗнтӗ ҫӳлтен аннӑ ҫӑкӑр пулать те. Вӑл мӑн аслаҫӑрсем ҫинӗ маннӑ пек мар, вӗсем ӑна ҫинӗ, ҫапах та вилнӗ. Ку ҫӑкӑра ҫиекен ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗ». 59Ҫак сӑмахсене Вӑл Капернаумри синагогӑра вӗрентнӗ чухне каланӑ.
Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ сӑмахӗсем
60Унӑн сӑмахне итлесе пӗтерсен чылай вӗренекенӗ ҫапла каланӑ: «Ытла та йывӑр вӗрентӳ-ҫке ку! Кам ӑна ӑша хывма пултарӗ?» 61«Сире ҫакӑ та пӑтраштарать-и? – тенӗ вӗсене Иисус, ҫав сӑмахсемшӗн вӗренекенӗсем ӳпкелешнине пӗлсе тӑрса. 62– Этем Ывӑлӗ Хӑй малтан пулнӑ вырӑна ҫӗкленсе кайнине курсан, мӗн тӑвӑр-ши эсир? 63Чун-чӗм чӗрӗлӗхлӗ тӑвать, ӳт-пӳрен ним усси те ҫук. Манӑн сӑмахӑмсем вара чун-чӗмлӗ те чӗрӗлӗхлӗ. 64Ҫапах сирӗн хушшӑрта ӗненменнисем те пур». Ҫакна Иисус кам-кам ӗненменнине те, Хӑйне кам сутассине те малтанах пӗлсе тӑнӑран каланӑ. 65Унтан хушса хунӑ: «Ҫавӑнпа та Эпӗ сире Аттем пулӑшмасӑр сирӗнтен пӗри те Ман патӑма ҫитеймӗ тесе каларӑм».
66Ҫавӑн хыҫҫӑн чылай вӗренекенӗ Иисусран сивӗннӗ, Унпа ҫӳреме пӑрахнӑ. 67«Сирӗн те пӑрахса каяс килмест-и?» – ыйтнӑ ҫавӑн чухне Иисус Вун иккӗшӗнчен. 68«Хуҫамӑр! – тенӗ вара Петр текен Симон. – Пирӗн кам патне каяс? Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ сӑмахӗсем Санра. 69Эсӗ – Христос, чӗрӗ Турӑ Ывӑлӗ иккенне эпир ӗнентӗмӗр те, пӗлтӗмӗр те». 70«Сире, Вун иксӗре, Эпӗ Хам суйласа илмерӗм-им? – тенӗ вӗсене Иисус. – Анчах та сирӗнтен пӗри – шуйттан!» 71Ҫакна Вӑл Симон ывӑлӗ Иуда Искариот ҫинчен каланӑ, мӗншӗн тесен Иуда, Вун иккӗшӗнчен пӗри пулин те, Иисуса сутма шухӑш тытнӑ.
S'ha seleccionat:
Иоанн 6: RSO
Subratllat
Comparteix
Copia
Vols que els teus subratllats es desin a tots els teus dispositius? Registra't o inicia sessió
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009