Иоанн 8

8
8-мӗш сыпӑк
Мӑшӑрне улталанӑ хӗрарӑм ҫинчен
1Иисус вара Елеон тӑвӗ ҫине кайнӑ. 2Ирхине Вӑл каллех Турӑ Ҫуртне пынӑ. Пӗтӗм халӑх Ун патне пуҫтарӑннӑ. Вӑл ларнӑ та вӗсене вӗрентме тытӑннӑ. 3Ҫавӑнта ун патне саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем мӑшӑрне улталанӑ чухне тытнӑ хӗрарӑма илсе пырса халӑх умне тӑратнӑ. 4«Вӗрентекен, – тенӗ хайхисем, – ҫак хӗрарӑма мӑшӑрне улталанӑ чухне тытнӑ. 5Моисей саккунӗ тӑрӑх унашкал хӗрарӑмсене чулпа пере-пере вӗлермелле. Эсӗ мӗн калӑн?» 6Ҫакна вӗсем Ӑна айӑплама сӑлтав тупасшӑн тӗрӗслесе каланӑ. Иисус вӗсене курмӑш пулнӑ та пӗшкӗнсе пӳрнипе ҫӗр ҫине темӗн ҫыра пуҫланӑ. 7Лешсем хӑйӗнчен ҫине тӑрсах ыйтнӑран Вӑл пуҫне ҫӗклесе каланӑ: «Кам сирӗнтен ҫылӑхсӑр, ҫавӑ малтан ӑна чулпа петӗр». 8Вара каллех пӗшкӗнсе ҫӗр ҫине темӗн ҫырнӑ. 9Хӗрарӑма илсе пынӑ хайхи ҫынсем ҫакна илтсен, намӑсланса, саланма тытӑннӑ. Ҫапла аслинчен пуҫласа кӗҫӗнни таранах пӗрин хыҫҫӑн тепри тухса кайнӑ. Юлашкинчен вара халӑх умӗнче тӑнӑ хӗрарӑмпа Иисус кӑна тӑрса юлнӑ. 10Иисус пуҫне ҫӗкленӗ те, никам та тӑрса юлманнине курса, хӗрарӑмран ыйтнӑ: «Эй, хӗрарӑм, сана айӑплакансем ӑҫта кайса кӗчӗҫ? Никам та сана айӑпламарӗ-и?» 11«Никам та айӑпламарӗ, Хуҫамӑр!» – тавӑрнӑ хӗрарӑм. «Эпӗ те сана айӑпламастӑп. Каях, текех ҫылӑха ан кӗр», – тенӗ Иисус#7:53–8:11 Сӑвӑсем хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче ҫук. .
Иисус Христос – тӗнче ҫути
12Иисус татах халӑха каланӑ: «Эпӗ – тӗнче ҫути. Ман хыҫӑмран пыракан тӗттӗмлӗхре ҫӳремӗ, вӑл чӗрӗлӗх ҫутиллӗ пулӗ». 13Ҫавӑн чухне фарисейсем: «Эсӗ Ху ҫинчен Ху ҫирӗплетсе пӗлтеретӗн, ҫавӑнпа та Эсӗ каласа ҫирӗплетни чӑн мар», – тенӗ. 14Иисус ҫапла хуравланӑ: «Хам ҫинчен Хам ҫирӗплетсе пӗлтеретӗп пулин те, Эпӗ пӗлтерни чӑн. Мӗншӗн тесен Эпӗ Хам ӑҫтан килнине, ӑҫта каяссине пӗлетӗп. Эсир вара Эпӗ ӑҫтан килнине те, ӑҫта каяссине те пӗлместӗр. 15Эсир этем виҫипе виҫсе айӑплатӑр, Эпӗ никама та айӑпламастӑп. 16Айӑплас пулсан та, Манӑн судӑм чӑн пулӗччӗ, мӗншӗн тесен Эпӗ Хам тӗллӗн мар, Хама кунта яракан Аттепе пӗрле суд тӑватӑп. 17Иккӗн кӑтартса пани чӑн тесе сирӗн саккунӑрта та ҫырнӑ. 18Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерекенсем вара иккӗн: Эпӗ Хам тата Мана кунта яракан Аттем». 19«Санӑн Аҫу ӑҫта?» – ыйтнӑ Унран. Иисус вӗсене хирӗҫ каланӑ: «Эсир Мана та, Аттеме те пӗлместӗр. Мана пӗлес пулсан Манӑн Аттене те пӗлнӗ пулӑттӑрччӗ». 20Иисус ҫак сӑмахсене Турӑ Ҫуртӗнче, укҫа арчи патӗнче, вӗрентнӗ чухне каланӑ. Унӑн асап вӑхӑчӗ ҫитеймен пирки ҫавӑн чухне Ӑна никам та тӗкӗнмен. 21Иисус вӗсене татах каланӑ: «Эпӗ каятӑп, эсир Мана шырама пуҫлӑр, ҫылӑхӑрсене каҫарттараймасӑрах вилӗр. Эпӗ каяс ҫӗре эсир ҫитеймӗр». 22«Мӗншӗн-ха Вӑл „Эпӗ каяс ҫӗре эсир ҫитеймӗр“ терӗ, Хӑйне Хӑй вӗлерме шут тытман пулӗ те?» – тесе калаҫкаланӑ вара иудейсем. 23Иисус малалла каланӑ: «Эсир – ҫӗр ҫинчисем, Эпӗ вара ҫӳлтен килтӗм. Эсир – ку тӗнчерисем, Эпӗ – ку тӗнчери мар. 24Ҫавӑнпа Эпӗ сире „хӑвӑр ҫылӑхӑрпах вилӗр“ тесе каларӑм. Эпӗ Кам пулнине ӗненмесен, чӑнах та, хӑвӑр ҫылӑхӑрпах вилӗр». 25«Кам вара Эсӗ?» – ыйтнӑ ҫавӑн чухне Унран. «Кам пулнине Эпӗ сире темиҫе те каларӑм, – хуравланӑ Иисус. – Эпӗ – пуҫламӑшӗнченех Пурри#8:25 Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче Иисус хуравӗ урӑхларах: «Кун пирки сирӗнпе калаҫни усӑсӑр». . 26Манӑн сирӗн ҫинчен каламалли, сире айӑпламалли нумай. Анчах та Эпӗ Хама кунта Яракантан мӗн илтнине кӑна тӗнчене калатӑп, мӗншӗн тесен Вӑл – Чӑнни». 27Иисус Хӑйӗн Ашшӗ ҫинчен каланине вӗсем ӑнланса илеймен. 28Ҫавӑнпа та Иисус татах каланӑ: «Эпӗ Кам пулнине Мана хӗрес ҫине ҫӗклесен тин пӗлӗр. Ун чухне эсир Эпӗ Хам тӗллӗн нимӗн те туманнине, Аттем вӗрентнӗ пек кӑна каланине те ӑнланӑр. 29Мана кунта Яракан Манпа пӗрлех. Эпӗ яланах Ӑна юрӑхлине кӑна тунӑран Аттем Мана пӑрахмасть, пӗччен хӑвармасть». 30Вӑл ҫапла каланине илтсен чылайӑшӗ Ӑна ӗненме пуҫланӑ.
Чӑнлӑх сире ирӗке кӑларӗ
31Вара Иисус Хӑйне ӗненнӗ иудейсене каланӑ: «Эсир Ман сӑмахӑмран иртмесен Манӑн чӑн-чӑн вӗренекенӗмсем пулӑр. 32Ҫавӑн чухне эсир чӑнлӑха пӗлӗр, вара чӑнлӑх сире ирӗке кӑларӗ». 33Иудейсем Ӑна хирӗҫлесе ҫапла каланӑ: «Эпир Авраам йӑхӗнчен, эпир нихӑҫан та никам чури те пулман. Епле-ха Эсӗ тата пире ирӗке кӑларасшӑн?» 34«Чӑн-чӑнах калатӑп сире, – тавӑрнӑ вӗсене Иисус, – ҫылӑха кӗрекен кирек кам та – ҫылӑх чури. 35Хуҫа килӗнче чура ӗмӗрех пурӑнаймасть, Ывӑлӗ вара ӗмӗрех пурӑнать. 36Ҫавӑнпа Ывӑлӗ сире ирӗке кӑларсан тин эсир чӑннипех ирӗклӗ пулӑр. 37Эсир Авраам йӑхӗнчен пулнине пӗлетӗп. Анчах Ман сӑмахӑмсем чӗрӗре шӑнӑҫайманран эсир Мана вӗлерме те хатӗр. 38Эпӗ Хам Аттем патӗнче мӗн курнине каласа кӑтартатӑп. Эсир вара хӑвӑр аҫӑр патӗнче мӗн курнӑ, ҫавна тӑватӑр».
39«Пирӗн Аттемӗр – Авраам!» – тенӗ Ӑна хирӗҫ. Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Эсир Авраам ачисем пулсан хӑвӑра Авраам пекех тыткаланӑ пулӑттӑр. 40Эсир вара Мана, Турӑран илтнӗ чӑнлӑха хӑвӑра каласа паракан Ҫынна, вӗлерме шутлатӑр. Авраам унашкал хӑтланман. 41Эсир хӑвӑр аҫӑрӑн ӗҫӗсенех тӑватӑр». Ӑна хирӗҫ вара: «Эпир вӗлтӗрен ҫинчи ачасем мар вӗт, пирӗн пӗртен-пӗр Аттемӗр пур, Вӑл – Турӑ», – тенӗ. 42«Эпӗ Хам тӗллӗн килмен, Турӑ патӗнчен анса килнӗ. Мана Вӑл янӑ, – тавӑрнӑ Иисус. – Ҫавӑнпа та, сирӗн Аҫӑр Турӑ пулсассӑн эсир Мана юратнӑ пулӑттӑр. 43Мӗншӗн-ха эсир Эпӗ каланине ӑнланмастӑр? Мӗншӗн тесен Ман сӑмахӑма итлеме мехел ҫитерейместӗр. 44Эсир Авраам ачисем мар, шуйттан ачисем, эсир унӑн кӑмӑлне тивӗҫтересшӗн тӑрӑшатӑр. Вӑл вара чӑн пуҫламӑшӗнченех ҫын вӗлерекен пулнӑ. Чӗринче чӑнлӑх пулманран вӑл чӑнлӑха та йышӑнман. Суйса калаҫнӑ чухне те вӑл хӑйӗн сӑмахӗсенех калать, мӗншӗн тесен вӑл ултавҫӑ, ултав ашшӗ. 45Эпӗ чӑннине каланине вара эсир ӗненместӗр. 46Кам сирӗнтен Мана ҫылӑхлӑ тесе айӑплаять? Енчен те Эпӗ чӑннине калатӑп пулсан, мӗншӗн Мана ӗненместӗр? 47Турӑ ачисем Турӑ сӑмахне итлеҫҫӗ. Турӑ ачисем пулманран эсир Мана итлеместӗр те».
Эпӗ – пур, Авраам ҫураличчен те пулнӑ
48«Эпир Сан пирки Самари ҫынни, Санӑн ӑшунта усал сывлӑш тесе калани тӗрӗсех-иҫ», – тавӑрнӑ Ӑна иудейсем. 49«Мана усал ермен, – тенӗ Иисус, – Эпӗ Хам Аттеме чыслатӑп, эсир вара Мана чыссӑрлататӑр. 50Тепӗр тесен, Мана мухтав кирлӗ мар. Мухтава кӑлараканни тата Суд тӑваканни вара – Урӑххи. 51Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Ман сӑмахӑма итлесе пурнӑҫлакан нихӑҫан та вилмест». 52«Халӗ ӗнтӗ сана чӑнах та усал ернине пӗлтӗмӗр, – тенӗ Ӑна иудейсем. – Авраам та, пророксем те вилнӗ, Эсӗ вара „Ман сӑмахӑма пурнӑҫлакан нихӑҫан та вилмест“ тетӗн. 53Эсӗ мӗн, пирӗн мӑн асаттемӗр Авраамран та чаплӑрах-им? Вӑл та, пророксем те вилнӗ. Эсӗ Хӑвна Кам вырӑнне хуратӑн?» 54Иисус вара ҫапла каланӑ: «Хама Хам мухтатӑп пулсан Ман мухтавӑм ним тӗшне те тӑмасть. Эсир Туррӑмӑр теекен Аттем Мана мухтава кӑларать. 55Эсир Ӑна пӗлсе ҫитмен-ха, Эпӗ вара пӗлетӗп. Ӑна пӗлместӗп тесен Эпӗ сирнешкел суеҫӗ кӑна пулӑп. Анчах та Эпӗ Ӑна пӗлетӗп, Унӑн сӑмахне пурнӑҫласа тӑратӑп. 56Сирӗн мӑн аслаҫӑр Авраам Эпӗ килнӗ вӑхӑта пит курасшӑнччӗ: курчӗ те – савӑнмаллипех савӑнчӗ». 57«Эсӗ халӗ алла та ҫитмен, ӑҫтан Авраама курма пултарнӑ?!» – тенӗ иудейсем. 58«Чӑн-чӑнах калатӑп сире, – тенӗ Иисус, – Эпӗ – пур, Авраам ҫураличчен те пулнӑ». 59Тарӑхса кайнипе иудейсем Ӑна вӗлерес тесе чулсем ярса тытнӑ. Анчах Иисус, курӑнмӑш пулса, вӗсем хушшипелех Турӑ Ҫуртӗнчен тухса кайнӑ.

S'ha seleccionat:

Иоанн 8: RSO

Subratllat

Comparteix

Copia

None

Vols que els teus subratllats es desin a tots els teus dispositius? Registra't o inicia sessió