Лука 24
24
24-мӗш сыпӑк
Иисус Христос чӗрӗлсе тӑни
(Мф. 28:1-10; Мк. 16:1-8; Ин. 20:1-10)
1Эрнен малтанхи кунӗнче, ирпе ирех, хатӗрлесе хунӑ ырӑ шӑршӑллӑ ҫӑвӗсене илсе хӗрарӑмсем тупӑклӑх патне пынӑ. Вӗсемпе пӗрле урӑх хӗрарӑмсем те пулнӑ. 2Хайхисем ҫитнӗ те тупӑклӑх умӗнчи чула йӑвантарса куҫарса хунине асӑрханӑ. 3Вара вӗсем тупӑклӑха кӗрсе пӑхнӑ, анчах унта Иисус Хуҫамӑрӑн ӳчӗ пулман. 4Хӗрарӑмсем ним тума пӗлмесӗр тӗлӗнсе тӑнӑ чух, сасартӑк вӗсен умне ҫап-ҫутӑ тумтирлӗ икӗ ҫын пырса тӑнӑ. 5Хӗрарӑмсем питӗ хӑранипе ҫӗрелле пӑхса тӑнӑ чух вӗсем: «Эсир мӗншӗн Чӗрӗскере вилнисем хушшинче шыратӑр? – тенӗ. 6– Иисус кунта ҫук, Вӑл чӗрӗлсе тӑнӑ! Астӑватӑр-и, Галилейӑра чухнех Вӑл сире: 7„Этем Ывӑлне ҫылӑхлӑ ҫынсен аллине тытса парӗҫ, Ӑна хӗрес ҫумне пӑталӗҫ, виҫҫӗмӗш кунне Вӑл чӗрӗлсе тӑрӗ“, – тесе каланӑччӗ». 8Вара хӗрарӑмсем Иисус сӑмахӗсене астуса илнӗ. 9-10Вӗсем, тупӑклӑх патӗнчен тавӑрӑнсан, мӗн курнине пӗтӗмпех вун пӗр апостола тата ыттисене пурне те каланӑ. Ҫавӑн ҫинчен каласа кӑтартакансем – Мария Магдалина, Иоанна, Иаков амӑшӗ Мария; вӗсемпе пӗрле тата урӑх хӗрарӑмсем те пулнӑ. 11Анчах вӗсем каласа пани апостолсене пустуй сӑмах пек туйӑннӑ, вӗсем хӗрарӑмсене ӗненмен.
12Ҫапах та Петр тупӑклӑх патне чупса кайнӑ. Вӑл пӗшкӗнсе шалалла пӑхнӑ та унта выртакан пирсене ҫеҫ курнӑ. Вара мӗн пулнинчен тӗлӗнсе каялла тавӑрӑннӑ.
Еммауса каякан ҫул ҫинче
(Мк. 16:12-13)
13Ҫав кунах икӗ вӗренекенӗ Иерусалимран вун пӗр ҫухрӑмсенелле ларакан Еммаус ятлӑ яла кайнӑ. 14Ҫул ҫинче вӗсем иртнӗ кунсенче мӗн пулни ҫинчен калаҫса пынӑ. 15Ҫапла вӗсем пӗр-пӗринпе сӑмахласа, тавлашкаласа пынӑ чухне Иисус Хӑй вӗсем патне ҫывхарнӑ та юнашар утнӑ. 16Анчах вӗсен куҫӗсене ҫавӑн чухне улшу курмалла тунӑран вӗсем Иисуса паллайман. 17«Эсир мӗн ҫинчен калаҫса пыратӑр, мӗншӗн питӗ салхуллӑ?» – тесе ыйтнӑ вӗсенчен Иисус. 18Пӗри, Клеопа ятли, Ӑна ҫапла каланӑ: «Иерусалима килнӗ ҫынсенчен пӗр Эсӗ ҫеҫ ҫак кунсенче унта мӗн пулса иртнине пӗлместӗн пулӗ?» 19«Мӗн пирки вара?» – тесе ыйтнӑ Иисус. «Назаретри Иисус пирки, – хуравланӑ лешсем. – Вӑл пророкчӗ, Турӑпа пӗтӗм халӑх умӗнче ӗҫӗпе те, сӑмахӗпе те хӑватлӑччӗ. 20Пирӗн аслӑ священниксемпе пуҫлӑхсем вара Ӑна вӗлерме суд тумашкӑн тытса пачӗҫ те хӗрес ҫумне пӑталаттарчӗҫ. 21Эпир вара Израиле хӑтараканни Ҫавӑ тесе ӗмӗтленеттӗмӗр. Ҫак ӗҫ пулнӑранпа икӗ кун та иртрӗ ӗнтӗ. 22Ҫитменнине тата хамӑр хӗрарӑмсенчен хӑшӗ-пӗрисем пире тӗлӗнтерчӗҫ! Паян ирхине ирех вӗсем тупӑклӑх патне кайнӑ, 23анчах та Унӑн ӳтне тупайман. Тавӑрӑнсан вӗсем хӑйсене ангелсем курӑнни ҫинчен каласа пачӗҫ. Ангелсем вӗсене Иисус чӗрех пулни ҫинчен пӗлтернӗ. 24Вара хамӑр ҫынсем те тупӑклӑх патне кайса пӑхрӗҫ, хӗрарӑмсем каласа пани тӗрӗсех пулнӑ. Вӗсем унта Иисуса Хӑйне курман». 25«Эх, тавҫӑрусӑр та мӑран чунлӑскерсем! – тенӗ вӗсене Иисус. – Пророксем малтанах каланине те ӗненме пултараймастӑр-ҫке. 26Мухтавлӑран та мухтавлӑ пулма Христосӑн ҫак асапа курмалла марччӗ-им вара?» 27Унтан Иисус вӗсене Моисейран пуҫласа пур пророксем те Ҫырнинче Хӑйӗн пирки мӗн каланине ӑнлантарса панӑ.
28Вӗсем хӑйсем ҫитес ял патне ҫывхарнӑ. Иисус татах малалла кайма пуҫтарӑннӑ пек тусан, 29вӗренекенӗсем Ӑна чарса: «Кун каҫалана сулӑнчӗ ӗнтӗ, атя, пирӗнпе юл», – тенӗ. Вара Иисус вӗсемпе пӗр пӳрте кӗнӗ. 30Ҫиме ларсан Вӑл ҫӑкӑр илсе пилленӗ те вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа панӑ. 31Тинех вӗсен куҫӗсем уҫӑлнӑ, тинех вӗсем Ӑна палласа илнӗ, анчах та Иисус вӗсен куҫне курӑнми пулнӑ. 32Вӗренекенӗсем пӗр-пӗрне каланӑ: «Вӑл ҫул ҫинче пирӗнпе калаҫса, Ҫырнине ӑнлантарса пынӑ чух пирӗн чӗресем хавхаланса ҫунмарӗҫ-и вара?»
33Икӗ вӗренекенӗ ҫавӑнтах тӑнӑ та Иерусалима каялла тавӑрӑннӑ. Унта вӗсем вун пӗр апостолпа ыттисем пӗрле пухӑннӑ ҫӗре пынӑ. 34Вара пухӑннисем: «Хуҫамӑр чӑннипех чӗрӗлсе тӑнӑ! Вӑл Симона та курӑннӑ», – тенӗ. 35Икӗ вӗренекенӗ ҫул ҫинче мӗн пулса иртнине тата ҫӑкӑр хуҫа-хуҫа панинчен хӑйсем Иисуса епле палласа илнине каласа кӑтартнӑ.
Чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус вӗренекенӗсене курӑнни
(Мф. 28:16-20; Мк. 16:14-18; Ин. 20:19-23; Ӗҫ-хӗл. 1:6-8)
36Ҫапла калаҫса ларнӑ чух вӗсем Иисус хӑйсем хушшинче тӑнине курах кайнӑ. «Канӑҫлӑх пултӑр сире», – тенӗ Вӑл. 37Вӗренекенӗсем ҫав тери хӑраса ӳкнӗ, куҫа темле сывлӑш курӑнать пулӗ тесе шухӑшланӑ. 38«Эсир мӗншӗн аптӑраса ӳкрӗр? – тенӗ вӗсене Иисус. – Сирӗн пуҫӑра мӗншӗн унашкал шухӑшсем пырса кӗреҫҫӗ? 39Ман алӑсене, урасене пӑхӑр-ха: Ку – Эпӗ! Эсир Мана хыпаласа пӑхӑр. Куратӑр вӗт, Манӑн ӳт те, шӑмӑ та пур. Сывлӑшӑн ҫавсем ҫук». 40Ҫапла каласан вӗсене Хӑйӗн аллине, урине кӑтартнӑ. 41Вӗсем савӑннипе ӗненеймесӗр тӗлӗнсе тӑнӑ чух Иисус вӗсенчен: «Сирӗн кунта мӗн те пулин ҫимелли пур-и?» – тесе ыйтнӑ. 42Вӗренекенӗсем Ӑна ӑшаланӑ пулӑ тата караслӑ пыл панӑ. 43Иисус, илсе, вӗсем умӗнчех ҫинӗ.
44Унтан Вӑл вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Ман ҫинчен Моисей саккунӗнче, пророксен кӗнекинче, псаломсенче ҫырни пурте пурнӑҫланмалла тесе Эпӗ хӑвӑрпа пӗрле чухнех каланӑччӗ. Ҫавсем ӗнтӗ пӗтӗмпех пурнӑҫланчӗҫ». 45Ҫавӑн чух Вӑл вӗренекенӗсене Ҫырнинче мӗн каланине ӑнланма ӑслӑлӑх панӑ, 46вара вӗсене каланӑ: «Ҫырнинчи пекех, Христосӑн ҫапла асап курмаллаччӗ, виҫҫӗмӗш кунне вилӗмрен чӗрӗлсе тӑмаллаччӗ. 47Иерусалимран пуҫласа мӗн пур халӑхсене ӳкӗнме, ҫылӑх каҫарттарма Ун ячӗпе ӳкӗтлесе вӗрентмелле. 48Эсир вара – ҫавна курса-илтсе ҫирӗплетекенсем. 49Мана Атте пама пулнине Эпӗ сире те паратӑп, анчах та эсир ҫӳлтен хӑват иличчен Иерусалимрах юлӑр».
Иисус Христос тӳпене ҫӗкленни
(Мк. 16:19-20; Ӗҫ-хӗл. 1:9-11)
50Унтан Иисус вӗренекенӗсене хуларан илсе тухнӑ та Вифание ҫитиччен вӗсемпе пынӑ. Вара аллисене ҫӗклесе вӗсене пилленӗ. 51Пиллесе тӑнӑ чухнех Вӑл, вӗсенчен уйӑрӑлса, тӳпене ҫӗклене пуҫланӑ. 52Вӗренекенӗсем Ӑна ӳксе пуҫҫапнӑ та питӗ савӑнса Иерусалим хулине тавӑрӑннӑ. 53Ҫав кунран пуҫласа вӗсем ялан Турӑ Ҫуртӗнче пулнӑ, ялан Турра аслӑласа мухтанӑ.
Аминь.
S'ha seleccionat:
Лука 24: RSO
Subratllat
Comparteix
Copia
Vols que els teus subratllats es desin a tots els teus dispositius? Registra't o inicia sessió
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009