1
Пултарни 3:6
БИБЛИ
CHB
Йывӑҫӗ апат валли те лайӑх иккен, куҫпа пӑхма та хитре иккен, пӗлӳ парассипе те сӑхлантарать иккен, — арӑм ҫакна курнӑ та унӑн ҫимӗҫне татса ҫинӗ; тата упӑшкине те панӑ, вӑл та ҫинӗ.
Porovnat
Zkoumat Пултарни 3:6
2
Пултарни 3:1
Ҫӳлхуҫа Турӑ пултарнӑ хир кайӑкӗсенчен ҫӗлен пуринчен те чеерех пулнӑ. Ҫӗлен арӑма каланӑ: Турӑ чӑнах та: райри нихӑш йывӑҫӑн ҫимӗҫне те ан ҫийӗр, тесе каларӗ-и? тенӗ.
Zkoumat Пултарни 3:1
3
Пултарни 3:15
санпала арӑм хушшине, сан вӑрлӑхупа арӑм вӑрлӑхӗн хушшине тӑшманлӑх хурӑп; арӑмран ҫураласси санӑн пуҫна ҫапса ҫӗмӗрӗ, эсӗ ӑна ури тупанӗнчен сӑхӑн, тенӗ.
Zkoumat Пултарни 3:15
4
Пултарни 3:16
Арӑма каланӑ: эсӗ йывӑр ҫын чухне санӑн асапна ӳстернӗҫемӗн ӳстерсе пырӑп; ачусене тертленсе ҫуратӑн; эсӗ упӑшкушӑн тӗмсӗлӗн, вӑл вара санӑн хуҫу пулӗ, тенӗ.
Zkoumat Пултарни 3:16
5
Пултарни 3:19
ҫӗртен пулнӑскер, эсӗ каялла ҫӗре кӗричченех ҫӑкӑрна тар юхтарса ӗҫлесе ҫийӗн: эсӗ — тӑпра, каллех тӑпра пулӑн, тенӗ.
Zkoumat Пултарни 3:19
6
Пултарни 3:17
Адама вара ҫапла каланӑ: арӑмун сӑмахне итленӗшӗн, Эпӗ сана «ан ҫи» тесе каланӑ йывӑҫӑн ҫимӗҫне ҫинӗшӗн ҫӗр сан пирки ылханлӑ пулӗ; ӗмӗрӳ тӑршшӗпех эсӗ, асап курса, ҫӗртен тӑранса пурӑнӑн
Zkoumat Пултарни 3:17
7
Пултарни 3:11
[Турӑ] каланӑ: эсӗ ҫарамассине сана кам каларӗ? Эпӗ ҫиме хушман йывӑҫӑн ҫимӗҫне ҫимерӗн-и эсӗ? тенӗ.
Zkoumat Пултарни 3:11
8
Пултарни 3:24
Адама хӑваласа янӑ та чӗрӗлӗх йывӑҫӗ патне пыракан ҫула сыхламашкӑн Эдем пахчи умне, тухӑҫ енне, Херувима тӑратнӑ тата ҫавӑрӑнса тӑракан вутлӑ хӗҫ хунӑ.
Zkoumat Пултарни 3:24
9
Пултарни 3:20
Адам хӑйӗн арӑмне Ева ятлӑ хунӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл пӗтӗм пурӑнакансенӗн амӑшӗ пулса тӑнӑ.
Zkoumat Пултарни 3:20
Domů
Bible
Plány
Videa