Logo YouVersion
Ikona vyhledávání

Пултарни 3

3
1Ҫӳлхуҫа Турӑ пултарнӑ хир кайӑкӗсенчен ҫӗлен пуринчен те чеерех пулнӑ. Ҫӗлен арӑма каланӑ: Турӑ чӑнах та: райри нихӑш йывӑҫӑн ҫимӗҫне те ан ҫийӗр, тесе каларӗ-и? тенӗ. 2Арӑм ҫӗлене каланӑ: эпир йывӑҫсен ҫимӗҫӗсене ҫиме пултаратпӑр, 3Турӑ: рай варринчи йывӑҫӑн ҫимӗҫне ҫеҫ ан ҫийӗр, терӗ, вӗсене ан тӗкӗнӗр, сирӗн вилмелле ан пултӑр, терӗ, тенӗ. 4Ҫӗлен арӑма каланӑ: ҫук, вилместӗр, 5Турӑ пӗлсе тӑрать: эсир ҫав ҫимӗҫе ҫисе пӑхнӑ кун сирӗн куҫӑрсем уҫӑлӗҫ те, вара эсир ырӑпа усала пӗлекен турӑсем пек пулатӑр, тенӗ. 6Йывӑҫӗ апат валли те лайӑх иккен, куҫпа пӑхма та хитре иккен, пӗлӳ парассипе те сӑхлантарать иккен, — арӑм ҫакна курнӑ та унӑн ҫимӗҫне татса ҫинӗ; тата упӑшкине те панӑ, вӑл та ҫинӗ. 7Ӗнтӗ иккӗшӗн те куҫӗсем уҫӑлнӑ, вӗсем хӑйсем ҫарамас пулнине пӗлнӗ; вара смоква йывӑҫӗн ҫулҫисене сыпа-сыпа ҫӗлесе пилӗкӗнчен ҫакса янӑ.
8Вӗсем кун сулхӑнлатнӑ вӑхӑтра райра ҫӳрекен Ҫӳлхуҫа Турӑ сассине илтнӗ; Адампа унӑн арӑмӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ умӗнчен райри йывӑҫсем хушшине пытаннӑ. 9Ҫӳлхуҫа Турӑ Адама чӗнсе: [Адам,] эсӗ ӑҫта? тенӗ. 10Вӑл: эпӗ Санӑн сассуна райра илтрӗм те хам ҫарамас пулнипе хӑраса пытантӑм, тенӗ. 11[Турӑ] каланӑ: эсӗ ҫарамассине сана кам каларӗ? Эпӗ ҫиме хушман йывӑҫӑн ҫимӗҫне ҫимерӗн-и эсӗ? тенӗ. 12Адам каланӑ: йывӑҫ ҫимӗҫне мана ҫав арӑм, Эсӗ панӑскер, пачӗ те — эпӗ ҫирӗм, тенӗ. 13Ҫӳлхуҫа Турӑ арӑма каланӑ: эсӗ капла мӗн турӑн? тенӗ. Арӑм: мана ҫӗлен илӗртрӗ те — эпӗ ҫирӗм, тенӗ. 14Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫӗлене каланӑ: ҫакна тунӑшӑн эсӗ мӗнпур выльӑх-чӗрлӗх умӗнче, хирти пур тискер кайӑк умӗнче ылханлӑ пулӑн; эсӗ хырӑмупа шуса ҫӳрӗн, хӑвӑн ӗмӗрӳ тӑршшӗпех тӑпра ҫисе пурӑнӑн; 15санпала арӑм хушшине, сан вӑрлӑхупа#3:15 Йӑху. арӑм вӑрлӑхӗн хушшине тӑшманлӑх хурӑп; арӑмран ҫураласси санӑн пуҫна ҫапса ҫӗмӗрӗ, эсӗ ӑна ури тупанӗнчен сӑхӑн, тенӗ#3:15 Тепӗр тӗрлӗ ӑнлантарнинчен: арӑм Вӑрлӑхӗн хушшине; арӑмран Ҫураласси санӑн пуҫна ҫапса ҫӗмӗрӗ, эсӗ Ӑна ури тупанӗнчен сӑхӑн. . 16Арӑма каланӑ: эсӗ йывӑр ҫын чухне санӑн асапна ӳстернӗҫемӗн ӳстерсе пырӑп; ачусене тертленсе ҫуратӑн; эсӗ упӑшкушӑн тӗмсӗлӗн, вӑл вара санӑн хуҫу пулӗ, тенӗ. 17Адама вара ҫапла каланӑ: арӑмун сӑмахне итленӗшӗн, Эпӗ сана «ан ҫи» тесе каланӑ йывӑҫӑн ҫимӗҫне ҫинӗшӗн ҫӗр сан пирки ылханлӑ пулӗ; ӗмӗрӳ тӑршшӗпех эсӗ, асап курса, ҫӗртен тӑранса пурӑнӑн; 18ҫӗр сана йӗплӗ курӑксемпе ҫумкурӑкӗсем ӳстерсе парӗ; эсӗ хирти курӑкпа тӑранса пурӑнӑн; 19ҫӗртен пулнӑскер, эсӗ каялла ҫӗре кӗричченех ҫӑкӑрна тар юхтарса ӗҫлесе ҫийӗн: эсӗ — тӑпра, каллех тӑпра пулӑн, тенӗ.
20Адам хӑйӗн арӑмне Ева#3:20 Пурӑнӑҫ. ятлӑ хунӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл пӗтӗм пурӑнакансенӗн амӑшӗ пулса тӑнӑ. 21Ҫӳлхуҫа Турӑ Адампа унӑн арӑмӗ валли тир тумтирсем туса вӗсене тӑхӑнтартнӑ.
22Ҫӳлхуҫа Турӑ каланӑ: акӑ Адам, ырӑпа усала пӗлсе, Пирӗнтен пӗри пек пулса тӑчӗ; халӗ ӗнтӗ вӑл тата, аллине тӑсса, чӗрӗлӗх йывӑҫӗн ҫимӗҫне те татса ан ҫитӗр, ӗмӗрех пурӑнмалла ан пултӑр, тенӗ. 23Ҫӗртен илнӗскер ҫӗр ӗҫлесе пурӑнтӑр тесе Ҫӳлхуҫа Турӑ ӑна Эдем пахчинчен кӑларса янӑ. 24Адама хӑваласа янӑ та чӗрӗлӗх йывӑҫӗ патне пыракан ҫула сыхламашкӑн Эдем пахчи умне, тухӑҫ енне, Херувима тӑратнӑ тата ҫавӑрӑнса тӑракан вутлӑ хӗҫ хунӑ.

Právě zvoleno:

Пултарни 3: CHB

Zvýraznění

Sdílet

Kopírovat

None

Chceš mít své zvýrazněné verše uložené na všech zařízeních? Zaregistruj se nebo se přihlas