Logo YouVersion
Eicon Chwilio

Матфей 6:16-18

Матфей 6:16-18 RSO

«Типӗ тытнӑ чухне те икӗ питлӗ ҫынсем пек салхуллӑ ан ҫӳрӗр. Вӗсем хӑйсем типӗ тытнине ҫынсене кӑтартасшӑн кулянӑҫлӑ сӑн-питпе ҫӳреҫҫӗ. Чӑн калатӑп сире: илнӗ мухтавӗ вӗсен кунти пурӑнӑҫра кӑна. Эсӗ вара типӗ тытнӑ чухне ҫӳҫ-пуҫна тураса тирпейле те пит-куҫна ҫу. Ҫакна эсӗ ху типӗ тытнине ҫынсене палӑртас мар тесе, курӑнми Аҫу анчах пӗлсе тӑтӑр тесе ту. Вара вӑрттӑн тунине те куракан Аҫу сана уҫҫӑнах тавӑрса парӗ».