Матфей 8
8
8-мӗш сыпӑк
Иисус юхан-суранлӑ ҫынна сыватать
(Мк. 1:40-45; Лк. 5:12-16)
1Иисус ту ҫинчен ансан, Ун хыҫӗнчен темӗн чухлӗ халӑх пынӑ. 2Сасартӑк Иисус патне пӗр юхан-суранлӑ ҫын ҫывхарнӑ та чӗркуҫленсе ларса ҫапла каланӑ: «Хуҫамӑр! Сыватас тесессӗн, Эсӗ мана сыватма пултаратӑнах». 3Иисус аллине тӑсса ӑна сӗртӗннӗ те ҫапла каланӑ: «Чиртен тасатас тетӗп, сывал». Ҫын вара ҫавӑнтах юхан-суранран тасалнӑ. 4«Асту, сывални ҫинчен никама та ан кала, – тенӗ ӑна Иисус. – Хӑвна священника кайса кӑтарт та Моисей Турра кӳме хушнӑ парнене кӳр. Ҫакӑ ху сывалнине пӗлтерни пулать те».
Ҫӗрпӳ тарҫине сыватни
(Лк. 7:1-10; Ин. 4:43-54)
5Иисус Капернаума ҫул тытнӑ. Хулана ҫитсен Ун патне пӗр ҫӗрпӳ пырса ҫапла тархасланӑ: 6«Хуҫамӑр, килте ман тарҫӑм хускалайми асапланса вырӑнпах выртать». 7«Эпӗ пырӑп, ӑна сыватӑп», – тавӑрса каланӑ Иисус. 8Анчах та ҫӗрпӳ ҫапла каланӑ: «Эй, Хуҫамӑр! Сана хамӑн кил-ҫуртӑма чӗнсе кӗртме эпӗ тивӗҫлӗ мар. Эсӗ хуш кӑна, вара тарҫӑм сывалӗ. 9Эпӗ аслисене пӑхӑнса тӑратӑп пулин те, манӑн хама пӑхӑнса тӑракан салтаксем те пур. Эпӗ вӗсенчен пӗрне: „Кай!“ – тесен, вӑл каять. Тепӗрне: „Кил!“ – тесен, вӑл пырать. Тарҫӑма та: „Ҫавна ту!“ – тесе хушсан, вӑл тӑвать». 10Ҫакна илтсен Иисус тӗлӗнсех кайнӑ. «Чӑн калатӑп сире, – тенӗ Вӑл Хӑй хыҫҫӑн пыракан халӑха, – кунашкал ҫирӗп ӗненӳ Эпӗ Израильте те курманччӗ. 11Сире акӑ мӗн калатӑп: ҫакнашкал ӗненекенсем хӗвел тухӑҫӗнчен те, хӗвел анӑҫӗнчен те нумаййӑн килӗҫ те Авраампа, Исаакпа, Иаковпа пӗрле Ҫӳлти Патшалӑх кӗрекине ларӗҫ. 12Ҫӳлти Патшалӑхра пулма ҫуралнисене вара тулаш сӗмлӗхе кӑларса пӑрахӗҫ; унта шӑл шатӑртаттарса йӗни илтӗнӗ». 13Унтан Иисус ҫӗрпӗве ҫапла каланӑ: «Каях, ху ӗненнӗ пек пултӑр сана». Тарҫи ҫав самантрах сывалнӑ вара.
Нумай ҫынна сыватни
(Мк. 1:29-34; Лк. 4:38-41)
14Иисус, Петр килне пырсан, унӑн хунямӑшӗ сив чирпе выртнине курнӑ. 15Иисус хӗрарӑмӑн аллине сӗртӗннӗ те унӑн чирӗ иртсе кайнӑ. Вара Петр хунямӑшӗ вырӑн ҫинчен тӑрса вӗсене хӑналама пуҫланӑ. 16Каҫ пулсан Иисус патне усал ернӗ нумай ҫынна илсе пынӑ. Вӑл усал сывлӑшсене сӑмахӗпех хӑваласа кӑларнӑ, чирлисене пурне те сыватнӑ. 17Ҫапла Турӑ Исаия пророк урлӑ калани пурнӑҫланнӑ. Пророк ҫапла каланӑ пулнӑ: «Вӑл пирӗн халсӑрлӑха тата чир-чӗре илсе кайрӗ».
Христос хыҫҫӑн пырасси ҫинчен
(Лк. 9:57-62)
18Хӑй тавра халӑх пит нумай пухӑннине асӑрхасан вӗренекенӗсене Иисус кимӗпе тепӗр енне ишсе каҫма хушнӑ. 19Ҫавӑн чухне Ун патне саккун вӗрентӳҫи пынӑ та ҫапла каланӑ: «Вӗрентекен! Эсӗ кирек ӑҫта кайсан та, эпӗ Сан хыҫӑнтан пыракан пулӑп». 20«Тиллӗн те шӑтӑкӗ пур, вӗҫен кайӑкӑн та йӑви пур, Этем Ывӑлӗн кӑна пуҫне хурса канмалӑх вырӑнӗ ҫук», – тенӗ вара ӑна Иисус. 21Вӗренекенӗсенчен тепри Ӑна ҫапла каланӑ: «Хуҫамӑр! Ирӗк парсамччӗ: вилнӗ аттене кайса пытарам малтан». 22Анчах Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Ман хыҫӑмран пыракан пул, вилнӗ ҫыннисене вилӗмлисемех пытарччӑр».
Ҫил-тӑвӑла чарни
(Мк. 4:35-41; Лк. 8:22-25)
23Иисус кимӗ ҫине ларсан вӗренекенӗсем те Унпа пӗрле ларнӑ. 24Тинӗс ҫинче вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл тухнӑ, кимме путарасла хумсем ҫапа пуҫланӑ. Иисус ҫав вӑхӑтра ҫывӑрнӑ пулнӑ. 25Вӗренекенӗсем Иисуса пырса вӑратнӑ та: «Эй, Хуҫамӑр, ҫӑл пире, пӗтетпӗр», – тенӗ. 26«Эй, ҫителӗксӗр ӗненекенсем! Мӗншӗн эсир ҫав териех хӑравҫӑ?» – тенӗ вӗсене Иисус. Унтан Вӑл, тӑрса, ҫиле те, тинӗсе те лӑпланма хушнӑ, вара ҫанталӑк шӑпах пулнӑ. 27«Ҫиле те, тинӗсе те итлеттерме пултараканскер, Кам пулчӗ-ши Ку?» – тенӗ вара ҫынсем тӗлӗнсе.
Усал ернӗ икӗ ҫынна сыватни
(Мк. 5:1-20; Лк. 8:26-39)
28Иисус тинӗс леш енне, Гергеса ҫӗрне ишсе каҫнӑ. Унта Ӑна ҫӗр хӑвӑлӗнчи тупӑклӑхсенчен тухнӑ, усал ернӗ икӗ ҫын тӗл пулнӑ. Вӗсем питӗ тискерленсе кайнӑран ҫав ҫулпа никам та ҫӳреймен. 29Иисуса курсанах вӗсем кӑшкӑрса янӑ: «Эй, Турӑ Ывӑлӗ, Иисус! Санӑн пирӗнпе мӗн ӗҫ пур? Эсӗ пире кунта вӑхӑт ҫитичченех асаплантарма килтӗн». 30Вӗсенчен аяккарахра пӗр пысӑк сысна кӗтӗвӗ ҫӳренӗ. 31Усалсем Иисуса: «Эсӗ пире хӑваласа кӑларатӑн пулсан, кӗтӳри сыснасем ӑшне кӗме хушсам», – тесе йӑлӑннӑ. 32«Кайӑрах», – тенӗ вара Вӑл усалсене. Вӗсем, тухса, сыснасем ӑшне кӗнӗ. Ҫавӑнтах пӗтӗм сысна кӗтӗвӗ чӑнкӑ ҫырантан тинӗсе сикнӗ те путса вилнӗ. 33Сысна пӑхакансем вара хулана чупнӑ, ҫитсессӗн, мӗн-мӗн пулса иртнине, усал ернӗ ҫынсене мӗн пулнине те каласа кӑтартнӑ. 34Вара пӗтӗм хула халӑхӗ Иисуса хирӗҫ тухнӑ. Ӑна курсан хӑйсен ҫӗрӗ-шывӗнчен кайма йӑлӑннӑ.
Dewis Presennol:
Матфей 8: RSO
Uwcholeuo
Rhanna
Copi
Eisiau i'th uchafbwyntiau gael eu cadw ar draws dy holl ddyfeisiau? Cofrestra neu mewngofnoda
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

: