Иоанн 2
2
2-мӗш сыпӑк
Галилейӑри Кана хулинчи туй
1Тепӗр икӗ кунран Галилейӑри Кана хулинче туй пулнӑ. Унта Иисусӑн Амӑшӗ те пынӑ. 2Иисуспа вӗренекенӗсене те ҫав туя чӗннӗ. 3Хӗрлӗ эрех ҫитменнине курса: «Вӗсен эрехӗ пӗтнӗ», – тенӗ Амӑшӗ Иисуса. 4«Эй, Анне! Мана Эсӗ кун пирки мӗншӗн калатӑн? Манӑн вӑхӑтӑм ҫитеймен-ха», – тенӗ хирӗҫ Иисус. 5Амӑшӗ тарҫӑсене: «Вӑл сире мӗн хушнине пӗтӗмпех тӑвӑр», – тенӗ. 6Ҫавӑнта вунӑ витре кӗрекен ултӑ чул савӑт ларнӑ. Вӗсемпе иудейсем ӗҫсе ҫиес умӗн тасалу йӑлине тунӑ чух усӑ курнӑ пулнӑ. 7«Савӑтсене шыв тултарӑр-ха», – тенӗ тарҫӑсене Иисус. Лешсем вара шывне туллиех тултарнӑ. 8«Халӗ ӗнтӗ ӑсса илӗр те туй пуҫне леҫсе парӑр», – хушнӑ Иисус. Лешсем леҫсе панӑ. 9Туй пуҫӗ шывран пулнӑ хӗрлӗ эрехе астивсе пӑхнӑ. Вӑл ҫав эрехе ӑҫтан илнине пӗлмен, ӑна шыв ӑсакан тарҫӑсем кӑна пӗлнӗ. Туй пуҫӗ вара кӗрӗве хӑй патне чӗнсе илнӗ те 10ҫапла каланӑ: «Пурте лайӑхрах хӗрлӗ эрехе малтан параҫҫӗ. Кайран, ӗҫсе ҫитсен, япӑхраххине параҫҫӗ. Эсӗ вара лайӑх эрехне халиччен кӑлармасӑр тӑнӑ». 11Ҫапла вара, Галилейӑри Кана хулинче хӑватлӑ ӗҫсем тума пуҫласа, Иисус Хӑйӗн чап-мухтавне кӑтартнӑ; вӗренекенӗсем Ӑна ӗненнӗ. 12Ҫавӑн хыҫҫӑн Вӑл Хӑй те, Амӑшӗ те, тӑванӗсем те, вӗренекенӗсем те Капернаума кайнӑ, унта вӗсем темиҫе кун ҫеҫ пурӑннӑ.
Иисус Турӑ Ҫуртӗнчи сутуҫӑсене хӑваласа кӑларни
(Мф. 21:12-13; Мк. 11:15-17; Лк. 19:45-46)
13Иудейсен пасха уявӗ ҫитеспе Иисус Иерусалима пынӑ. 14Вара Вӑл Турӑ Ҫуртӗнче вӑкӑр, сурӑх, кӑвакарчӑн сутнине тата укҫа улӑштаракансем ларнине асӑрханӑ. 15Иисус кантраран пушӑ тунӑ та вӗсене пурне те вӑкӑрӗ-сурӑхӗ мӗнӗпех Турӑ Ҫуртӗнчен хӑваласа кӑларнӑ. Вӑл укҫа улӑштаракансен укҫисене сапаласа янӑ, сӗтелӗсене тӳнтерсе тухнӑ. 16Вара кӑвакарчӑн сутакансене каланӑ: «Кайӑк-кӗшӗк таврашне те илсе кайӑр кунтан! Аттем ҫуртне суту-илӳ ҫурчӗ тунӑ ан пултӑр!» 17Ҫавӑн чухне Унӑн вӗренекенӗсем «Турӑҫӑм, Санӑн ҫуртушӑн ҫунни вут пек кӗллентерет Мана» тесе Ҫырнинчех каланине аса илнӗ. 18Иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем вара: «Ҫапла тума тивӗҫӳ пуррине Эсӗ пире мӗнле паллӑ кӑтартса ӗнентерӗн?» – тенӗ. 19«Ҫак Турӑ Ҫуртне пӑсӑр, Эпӗ вара ӑна виҫӗ кунран ҫӗнӗрен туса лартӑп», – хуравланӑ Иисус. 20«Ку Турӑ Ҫуртне хӗрӗх ултӑ ҫул хушши тунӑ, Эсӗ ӑна виҫӗ кунрах туса лартасшӑн-и?» – тенӗ ҫакна илтсен иудейсем. 21Турӑ Ҫурчӗ тесе Иисус Хӑйӗн ӳт-пӗвне каланӑ пулнӑ. 22Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсан, вӗренекенӗсем Иисусӑн ҫак сӑмахӗсене аса илнӗ. Вара Ҫырнинче каланине те, Иисус каланӑ сӑмахсене те ӗненнӗ.
23Иерусалимра пасха уявӗнче пулнӑ чухне Иисус тӗрлӗ хӑватсем кӑтартнӑ. Ҫавна курсан чылайӑшӗ Ӑна ӗненме пуҫланӑ. 24Анчах та вӗсем Хӑйне ҫапла ҫирӗп ӗненсе пӑрахнине Иисус шанман, мӗншӗн тесен Вӑл ҫынсене пурне те пӗлсе тӑнӑ. 25Ӑна ҫын ҫинчен кӑтартса пани кирлӗ пулман, Вӑл Хӑех ҫынна витӗр курса тӑнӑ.
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009