Пултарни 6

6
1Ҫӗр ҫинче этемсем ӗрче пуҫласассӑн, вӗсен хӗрӗсем те ҫуралсассӑн, 2Турӑ ывӑлӗсем этем хӗрӗсем илемлине курнӑ та вӗсене кам хӑшне суйланӑ, ҫавна хӑй валли качча илнӗ. 3Ҫӳлхуҫа [Турӑ] каланӑ: ҫак ҫынсем Манӑн Сывлӑшӑма ӗмӗрех хирӗҫ тӑраймӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ӳт анчах; вӗсен кунҫулӗ ҫӗр ҫирӗм ҫул пултӑр, тенӗ. 4Ҫав вӑхӑтра ҫӗр ҫинче улӑпсем пулнӑ, уйрӑмах вӗсем Турӑ ывӑлӗсем этем хӗрӗсем патне кӗре пуҫласассӑн, кусем вӗсем валли ача ҫурата пуҫласассӑн нумайланнӑ: вӗсем паттӑр ҫынсем, мӗн авалтанпах чаплӑ ҫынсем пулнӑ.
5Ҫӳлхуҫа [Турӑ] этемсем ҫӗр ҫинче питех те аскӑнланса пурӑннине курнӑ, вӗсен пӗтӗм шухӑшӗ, чӗринчи пӗтӗм ӗмӗчӗ кирек хӑҫан та усал пулнӑ; 6ҫӗр ҫинче этеме пултарнӑшӑн Ҫӳлхуҫа ӳкӗннӗ, Хӑй ӑшӗнче хытӑ куляннӑ. 7Вара Ҫӳлхуҫа каланӑ: Хам пултарнӑ этемсене Эпӗ ҫӗр ҫийӗнчен пӗтеретӗп, этемрен пуҫласа выльӑх-чӗрлӗх, ҫӗлен-калта, тӳпери вӗҫен кайӑк таранах пӗтеретӗп, вӗсене пултарнӑшӑн Эпӗ ӳкӗнтӗм ӗнтӗ, тенӗ. 8Ной вара Ҫӳлхуҫа [Турӑ] умӗнче тивлетлӗ пулнӑ.
9Акӑ Нойӑн пурӑнӑҫӗ: Ной хӑйӗн ӑрӑвӗнче тӳрӗ ҫын, айӑпсӑр ҫын пулнӑ; Ной Турӑ умӗнче ҫӳренӗ. 10Нойӑн Сим, Хам тата Иафет ятлӑ виҫӗ ывӑл ҫуралнӑ.
11Ӗнтӗ Турӑ куҫӗ умӗнче ҫӗр ирсӗрленсе ҫитнӗ, ҫӗр усал ӗҫпе тулнӑ. 12[Ҫӳлхуҫа] Турӑ ҫӗр ҫине пӑхнӑ та — акӑ ҫӗр пӗтӗмпе ирсӗрленнӗ, пурте хӑйсен ҫӗр ҫинчи ҫулне пӑсса пӗтернӗ. 13[Ҫӳлхуҫа] Турӑ Ноя каланӑ: пӗтесси ҫитрӗ, мӗн пурри Манӑн умӑмра пӗтӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫӗр вӗсенӗн усал ӗҫӗсемпе тулса ҫитрӗ; акӑ Эпӗ вӗсене ҫӗр ҫинчен пӗтерӗп. 14Ху валли гофер йывӑҫӗнчен карап ту; карап ӑшӗнче пӳлӗмсем ту, унӑн шалашне те, тулашне те сӑмалапа сӗрсе тух. 15Ӑна ҫапла ту: карапӑн тӑршшӗ виҫҫӗр чике, сарлакӑшӗ аллӑ чике, ҫӳллӗшӗ вӑтӑр чике пултӑр. 16Карапунта шӑтӑк туса хӑвар, тӑррине пӗр чикене ҫити ансӑрлат, карапа кӗме унӑн айккине алӑк ту; пурӑнмашкӑн ун ӑшӗнче аялти хутне, иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш хутне ту. 17Акӑ Эпӗ ӳтӗнче чӗмӗ пуррине, тӳпе айӗнчине, пурне те пӗтермешкӗн ҫӗр ҫине шыв тултарӑп; ҫӗр ҫинче мӗн пурри йӑлтах вилсе пӗтӗ. 18Анчах Эпӗ санпала халал хывӑп: эсӗ ху та, санӑн ывӑлусем те, арӑму та, ывӑлусен арӑмӗсем те санпа пӗрле карап ӑшне кӗрӗҫ. 19Ҫавӑн пекех карап ҫине тата [пӗтӗм выльӑх-чӗрлӗхе, пӗтӗм ҫӗлен-калтана тата] пӗтӗм чӗрчуна пӗрер мӑшӑр илсе кӗр, вӗсем санпа пӗрле чӗрӗ юлччӑр; вӗсем аҫаллӑ-амаллӑ пулччӑр. 20Санпа пӗрле чӗрӗ юлмашкӑн сан патна вӗҫен кайӑксен кашни ӑрӑвӗнчен, выльӑх-чӗрлӗхсен кашни ӑрӑвӗнчен, ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекенсен кашни ӑрӑвӗнчен аҫаллӑ-амаллӑ пӗрер мӑшӑр кӗччӗр. 21Эсӗ ху валли ҫиме юрӑхлӑ тӗрлӗ ҫимӗҫ ил, ӑна хӑв патна пухса хур; вӑл саншӑн та, вӗсемшӗн те апат пулӗ, тенӗ. 22Ной пӗтӗмпех тунӑ: [Ҫӳлхуҫа] Турӑ ӑна мӗнле хушнӑ, вӑл ҫапла тунӑ.

ទើបបានជ្រើសរើសហើយ៖

Пултарни 6: CHB

គំនូស​ចំណាំ

ចែក​រំលែក

ចម្លង

None

ចង់ឱ្យគំនូសពណ៌ដែលបានរក្សាទុករបស់អ្នក មាននៅលើគ្រប់ឧបករណ៍ទាំងអស់មែនទេ? ចុះឈ្មោះប្រើ ឬចុះឈ្មោះចូល