Матфей 2
2
2-мӗш сыпӑк
Ӑсчахсем пуҫҫапма пыни
1Ирод патша вӑхӑтӗнче, Иудейӑри Вифлеем хулинче Иисус ҫуралсан, хӗвел тухӑҫӗнчи ӑсчахсем Иерусалима пынӑ та халӑхран ҫапла ыйтнӑ: 2«Иудейсен Патши пулма ҫуралнӑ Ача ӑҫта-ши? Ӗнтӗ эпир хӗвел тухӑҫӗнче Унӑн ҫӑлтӑрне куртӑмӑр та Ӑна пуҫҫапма килтӗмӗр». 3Ҫакна илтсен Ирод патша та, пӗтӗм Иерусалим ҫыннисем те аптӑраса ӳкнӗ. 4Вара Ирод аслӑ священниксене, халӑха Моисей саккунне вӗрентекенсене пурне те пухнӑ та: «Христосӑн ӑҫта ҫуралмалла?» – тесе тӗпчесе ыйтнӑ. 5«Иудейӑри Вифлеем хулинче, – тенӗ ӑна вӗсем, – мӗншӗн тесен Турӑ пророка ҫапла ҫыртарнӑ: 6„Эсӗ те, Вифлеем, Иуда ҫӗрӗ, Иудӑн аслӑ хулисенчен нимӗнпе те кая мар: мӗншӗн тесен санӑн ҫыннусенчен Ҫулпуҫӗ тухӗ, Вӑл Манӑн халӑхӑн, Израиль халӑхӗн, Кӗтӳҫи пулӗ“».
7Вара Ирод ӑсчахсене вӑрттӑн чӗнсе илтерсе вӗсенчен ҫав ҫӑлтӑр курӑннӑ тӗрӗс вӑхӑта ыйтса пӗлнӗ. 8«Кайӑр та пӗчӗк Ача ҫинчен тӗплӗн тӗпчесе ыйтса пӗлӗр. Ӑна тупсан вара мана килсе калӑр, эпӗ те кайса пуҫҫапам Ӑна», – тенӗ Ирод вӗсене Вифлеем хулине кайма хушса. 9Патша хушнине итлесе ӑсчахсем кайнӑ. Ҫул ҫинче каллех хайхи хӗвел тухӑҫӗнче асӑрханӑ ҫӑлтӑр курӑннӑ. Ҫав ҫӑлтӑр вӗсем умӗнче куҫса пынӑ-пынӑ та, пӗчӗк Ача тӗлне ҫитсен, тӑпах чарӑннӑ. 10Ҫӑлтӑра курсан вӗсем питӗ савӑнса-хӗпӗртесе кайнӑ. 11Вара пӳрте кӗнӗ те пӗчӗк Ачапа Унӑн Амӑшне Марияна курнӑ. Вӗсем Ачана чӗркуҫленсех пуҫҫапнӑ, унтан хутаҫӗсенчен кӑларса Ӑна ылтӑн, ладан, смирна парнеленӗ. 12Каярахпа Турӑ вӗсене тӗлӗк кӑтартса Ирод патне тавӑрӑнма юраманни ҫинчен пӗлтернӗ. Вара ӑсчахсем хӑйсен ҫӗрне урӑх ҫулпа тавӑрӑннӑ.
Египета тарни
13Ӑсчахсем кайсан Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ Иосифа тӗлӗкре курӑнса ҫапла каланӑ: «Тӑр та пӗчӗк Ачапа Амӑшне илсе Египет ҫӗр-шывне тар. Эпӗ систериччен ҫавӑнтах пурӑн, мӗншӗн тесен Ирод пӗчӗк Ачана шыраса тупса вӗлерттересшӗн». 14Иосиф тӑнӑ та пӗчӗк Ачапа Унӑн Амӑшне илсе ҫӗр варринчех Египета тухса кайнӑ; 15вара Ирод виличченех унта пурӑннӑ. Ҫапла Хуҫа Турӑ пророк урлӑ: «Ывӑлӑма Эпӗ Египетран чӗнсе илтӗм», – тесе калани пурнӑҫланнӑ.
Ирод пӗчӗк ачасене вӗлерттерни
16Ӑсчахсем хӑйне улталанине ӑнланса илсен Ирод пит ҫилленсе кайнӑ. Вара вӑл, ӑсчахсенчен тӗпчесе пӗлнӗ вӑхӑт тӑрӑх, Вифлеемпа унӑн таврашӗнче ҫуралнӑ иккӗри тата икӗ ҫултан кӗҫӗнрех пӗчӗк ачасене пурне те вӗлерсе тухма хушнӑ. 17Ҫапла майпа Турӑ Иеремия пророк урлӑ калани пурнӑҫланнӑ. Вӑл ҫапла каланӑ пулнӑ: 18«Рама хулинче сасӑпах макӑрни, хыттӑн ӳлени, татӑлса йӗни илтӗнет. Ку вӑл ачисем ҫукран лӑпланаймасӑр йӗрекен Рахиль сасси».
Египетран Назарета тавӑрӑнни
19Ирод вилсен вара Египетра Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ Иосифа тӗлӗкре курӑннӑ та 20ҫапла каланӑ: «Ача чунне шыракансем вилчӗҫ ӗнтӗ, ҫавӑнпа тӑр та, Ачапа Амӑшне илсе, Израиль ҫӗрне кай». 21Иосиф тӑнӑ та, Ачапа Амӑшне илсе, Израиль ҫӗрне тавӑрӑннӑ. 22Анчах та Иудейӑра Ирод ывӑлӗ Архелай ашшӗ вырӑнӗнче патшара ларнине пӗлсен Иосиф унта тавӑрӑнма шикленнӗ. Вара, Турӑ хӑйне тӗлӗкре пӗлтернине итлесе, Галилейӑна кайнӑ. 23Унта вӑл хӑйӗн ҫемйипе Назарет ятлӑ хулара пурӑнма пуҫланӑ. Ҫапла Турӑ пророксем урлӑ: «Турӑ Суйласа илнине Назорей тейӗҫ», – тесе калани пурнӑҫланнӑ.
လက္ရွိေရြးခ်ယ္ထားမွု
Матфей 2: RSO
အေရာင္မွတ္ခ်က္
မၽွေဝရန္
ကူးယူ
မိမိစက္ကိရိယာအားလုံးတြင္ မိမိအေရာင္ခ်ယ္ေသာအရာမ်ားကို သိမ္းဆည္းထားလိုပါသလား။ စာရင္းသြင္းပါ (သို႔) အေကာင့္ဝင္လိုက္ပါ
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

: