Матфей 6

6
6-мӗш сыпӑк
Чухӑнсене пулӑшасси ҫинчен
1«Асӑрханӑр, чухӑнсене пулӑшас ӗҫе ҫынна кӑтартасшӑн ан тӑвӑр, унсӑрӑн сире Ҫӳлти Аҫӑртан сӑвап пулмӗ. 2Хӑйсене ҫынсем мухтаччӑр тесе, икӗ питлисем синагогӑсемпе урамсенче шӑв-шав кӑларса чухӑнсене пулӑшанҫи тӑваҫҫӗ. Ӗнтӗ эсӗ вӗсем пек ан пул. Чӑн калатӑп сире: илнӗ мухтавӗ вӗсен кунти пурӑнӑҫра кӑна. 3-4Эсӗ вара чухӑнсене пулӑшнине ан палӑрт: сылтӑм аллу мӗн тунине сулахаййи ан пӗлтӗр. Вара вӑрттӑн тунине те куракан Аҫу сана уҫҫӑнах тавӑрса парӗ».
Кӗлтӑвасси ҫинчен
(Лк. 11:2-4)
5«Турра кӗлтунӑ чухне те икӗ питлӗ ҫынсем пек ан пул. Пурте курччӑр тесе, вӗсем синагогӑсенче, урам тӑваткалӗсенче тӑрса кӗлтума юратаҫҫӗ. Чӑн калатӑп сире: илнӗ мухтавӗ вӗсен кунти пурӑнӑҫра кӑна. 6Эсӗ вара кӗлтунӑ чухне шалти пӳлӗме кӗр те, алӑкна хупса, курӑнми Аҫуна кӗлту. Вара вӑрттӑн тунине те куракан Аҫу сана уҫҫӑнах тавӑрса парӗ. 7Кӗлтунӑ чухне тата урӑх халӑх ҫыннисем пек ытлашши ан калаҫ. Вӗсем вӑрӑм кӗлле туррисем илтӗҫ тесе шухӑшлаҫҫӗ. 8Ҫапла вара, вӗсем пек ан кӗлтӑвӑр, мӗншӗн тесен сире мӗн кирлине Аҫӑр эсир Унран ыйтичченех пӗлсе тӑрать. 9Эсир ҫапла кӗлтӑвӑр: „Эй, Ҫӳлти Аттемӗр! Санӑн яту хисеплентӗр; 10Санӑн Патшалӑху килтӗр; Санӑн ирӗкӳ ҫӗр ҫинче те ҫӳлти пекех пултӑр. 11Паян пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пар пире. 12Эпир хамӑра парӑмлӑ пулнисене каҫарнӑ пек, пирӗн парӑмсене каҫар пире. 13Ҫылӑха ан кӗрт пире, усалтан хӑтар пире. Патшалӑх та, хӑват та, аслӑлӑх та ӗмӗрех Санӑн. Аминь“#6:13 Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче «Патшалӑх та, хӑват та, аслӑлӑх та ӗмӗрех Санӑн. Аминь» сӑмахсем ҫук. . 14Эсир ҫын айӑпӗсене каҫарсан, Ҫӳлти Аҫӑр та сире каҫарӗ. 15Эсир ҫын айӑпӗсене каҫармасан, Ҫӳлти Аҫӑр та сирӗн ҫылӑхӑрсене каҫармӗ».
Типӗ тытасси ҫинчен
16«Типӗ тытнӑ чухне те икӗ питлӗ ҫынсем пек салхуллӑ ан ҫӳрӗр. Вӗсем хӑйсем типӗ тытнине ҫынсене кӑтартасшӑн кулянӑҫлӑ сӑн-питпе ҫӳреҫҫӗ. Чӑн калатӑп сире: илнӗ мухтавӗ вӗсен кунти пурӑнӑҫра кӑна. 17Эсӗ вара типӗ тытнӑ чухне ҫӳҫ-пуҫна тураса тирпейле те пит-куҫна ҫу. 18Ҫакна эсӗ ху типӗ тытнине ҫынсене палӑртас мар тесе, курӑнми Аҫу анчах пӗлсе тӑтӑр тесе ту. Вара вӑрттӑн тунине те куракан Аҫу сана уҫҫӑнах тавӑрса парӗ».
Тӳпери пурлӑх ҫинчен
(Лк. 12:33-34)
19«Ҫӗр ҫинче хӑвӑр валли мул ан пухӑр: кунта кӗве те ҫиет, тутӑхса та пӗтет, вӑрӑсем те ҫӗмӗрсе кӗрсе вӑрлаҫҫӗ. 20Эсир хӑвӑр валли мул тӳпере пухӑр. Унта кӗве те ҫимест, тутӑхса та пӗтмест, вӑрӑсем те ҫӗмӗрсе кӗрсе вӑрламаҫҫӗ. 21Мӗншӗн тесен пурлӑхӑр ӑҫта, чун-чӗрӗр те ҫавӑнтах пулӗ».
Куҫ – ӳт-пӳ ҫутаткӑҫӗ
(Лк. 11:34-36; 16:13)
22«Куҫ – ӳт-пӳ ҫутаткӑҫӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ санӑн куҫу таса пулсан, пӗтӗм ӳт-пӗвӳ те ҫутӑ пулӗ. 23Куҫу таса мар пулсан, пӗтӗм ӳт-пӗвӳ те тӗксӗм пулӗ. Ҫапла вара, санӑн ӑшунти ҫутту та тӗттӗм пулсан, чӑн тӗттӗмӳ еплерех-ши?
24Никам та харӑсах икӗ хуҫа тарҫи пулаймасть, мӗншӗн тесен вӑл пӗр хуҫине кураймӗ, теприне юратӗ; е пӗриншӗн чунне парса тӑрӑшӗ, теприншӗн тӑрӑшмӗ. Эсир харӑсах Турӑ чури те, мул чури те пулаймӑр».
Ҫӳлти Аҫӑра шанӑр
(Лк. 12:22-34)
25«Ҫавӑнпа та сире калатӑп: чуна усрамалӑх ӗҫме-ҫиме пирки те, кӗлеткене тӑхӑнмалӑх тумтир пирки те ан кулянӑр. Чун – апат-ҫимӗҫрен, кӗлетке – тумтиртен пахарах мар-им вара? 26Вӗҫен кайӑксене сӑнӑр-ха: вӗсем тырӑ акса-вырса кӗлете пухса хумаҫҫӗ. Ҫӳлти Аҫӑр вӗсене тӑрантарать. Эсир вӗсенчен чылай пахарах мар-им вара? 27Хӑй тӑрӑшнипе сирӗнтен хӑшӗ шит чухлӗ те пулин ӳсме пултарайӗ? 28Тумтиршӗн те мӗншӗн кулянатӑр? Хирти чечексем епле ӳснине сӑнӑр-ха. Вӗсем тертленсе ҫип арламаҫҫӗ, 29анчах та сире акӑ мӗн калатӑп: тем тери чаплӑ пулнӑ пулин те, Соломон патша пӗр хир чечекӗ чухлӗ те тумланайман. 30Эй, ҫителӗксӗр ӗнененекенсем! Паян пур та ыран вута кӑна пӑрахмалли хирти курӑка та Турӑ ҫапла ҫи-пуҫ парать пулсан, сире тата ытларах памӗ-и? 31Ҫапла вара, „мӗн ҫиес“, „мӗн ӗҫес“, „мӗн тӑхӑнас“ тесе ан кулянӑр. 32Мӗншӗн тесен ҫавсемшӗн пуриншӗн те урӑх халӑх ҫыннисем тӑрӑшаҫҫӗ. Вӑл япаласем пурте сире кирлине вара Ҫӳлти Аҫӑр ахалех пӗлсе тӑрать. 33Пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхне, Унӑн тӳрӗлӗхне ӑнтӑлса шырӑр, ытти вара сирӗн пурте пулӗ. 34Ҫапла ӗнтӗ ыранхи куншӑн ан кулянӑр, тӑрӑшмалли ыран та тупӑнӗ, кунсерен ӗҫ-пуҫ тупӑнсах пырать».

ప్రస్తుతం ఎంపిక చేయబడింది:

Матфей 6: RSO

హైలైట్

షేర్ చేయి

కాపీ

None

మీ పరికరాలన్నింటి వ్యాప్తంగా మీ హైలైట్స్ సేవ్ చేయబడాలనుకుంటున్నారా? సైన్ అప్ చేయండి లేదా సైన్ ఇన్ చేయండి