Апостолсен ӗҫӗ-хӗлӗ 2
2
2-мӗш сыпӑк
Святой Сывлӑш анни
1Аллӑмӗш кун уявӗ ҫитсен, вӗсем пурте пӗрле пӗр шухӑш-кӑмӑлпа пухӑннӑ. 2Сасартӑк тӳперен вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл кӗрлесе килнӗ чухнехи пек сасӑ илтӗннӗ, вӗсем пухӑннӑ ҫурт шӑв-шавпа тулса ларнӑ. 3Унтан апостолсене пайӑркаланса тӑракан вут чӗлхи пек чӗлхесем курӑннӑ, вӗсем кашнин тӗлне пӗрер аннӑ. 4Унтан пурин чун-чӗри те Святой Сывлӑшпа тулнӑ та вӗсем пурте Сывлӑш панӑ пултарулӑхпа хӑйсем унччен пӗлмен чӗлхесемпе калаҫа пуҫланӑ.
5Ҫав вӑхӑтра Иерусалимра хулари тата тӗрлӗ ҫӗр-шывсенчи хытӑ ӗненекен иудейсем уява пуҫтарӑннӑ пулнӑ. 6Ҫак кӗрлекен сасӑ илтӗнсен халӑх пухӑнса тулнӑ та аптӑрасах кайнӑ, мӗншӗн тесен кашниех хайхи апостолсем вӗсен тӑван чӗлхипе калаҫнине илтнӗ. 7«Ҫак тӗрлӗ чӗлхесемпе калаҫакансем пурте Галилея ҫыннисем мар-и вара? – тӗлӗнмеллипех тӗлӗнсе ыйтнӑ вӗсем пӗр-пӗринчен. 8– Епле-ха эппин пирӗнтен кашниех харпӑр-хӑй ачаран калаҫнӑ чӗлхене илтеет? 9Эпир – Парфи, Миди, Елам ҫыннисем; Месопотамире, Иудейӑра, Каппадокире, Понтра, Асире, 10Фригипе Памфилире тата Египетра пурӑнакансем; Киринея ҫывӑхӗнчи Ливи ҫӗрӗнчисем; Римран килнисем; иудейсем тата иудей тӗнне йышӑннӑ урӑх халӑх ҫыннисем, 11Критпа Арави ҫыннисем – эпир пурте Туррӑн хӑватлӑ ӗҫӗсем ҫинчен апостолсем пирӗн тӑван чӗлхесемпе каланине илтетпӗр!» 12Ӑнран каймалла тӗлӗннипе вӗсем пӗр-пӗринчен: «Мӗне пӗлтерет-ши ку?» – тесе ыйтнӑ. 13Хӑшӗ-пӗри тата тӑрӑхласа ҫапла каланӑ: «Вӗсем пылак хӗрлӗ эрех ӗҫсе лартнӑ».
Аллӑмӗш кун уявӗнче Петр каланӑ сӑмах
14Вара Петрпа вун пӗр апостол пухӑннӑ халӑх умне тухнӑ, Петр пурне те илтмелле ҫапла каланӑ: «Иудейсемпе мӗн пур Иерусалим ҫыннисем! Ҫакна пӗлсе тӑрӑр, ман сӑмахӑма тимлӗн итлӗр: 15Эсир вӗсене ӳсӗр тесе шухӑшлатӑр, вӗсем ӳсӗр мар, мӗншӗн тесен вӑхӑчӗ те халь ирхи тӑхӑр сехет кӑна-ха. 16Ку – Иоиль пророк сӑмахӗсем пурнӑҫланни: 17„Юлашки кунсенче, – тесе калать Турӑ, – Хамӑн Сывлӑшӑма пур ҫын ҫине те ярӑп. Сирӗн ывӑлӑрсемпе хӗрӗрсем пророкла калаҫа пуҫлӗҫ. Сирӗн ҫамрӑкӑрсем тӗрлӗрен курӑнусем курӗҫ. Сирӗн ватӑ ҫыннӑрсене тӗлӗкре вӑрттӑнлӑх уҫӑлӗ. 18Ҫав кунсенче Хамӑн Сывлӑшӑма арҫын чурамсемпе хӗрарӑм чурамсем ҫине те ярӑп, вара вӗсем те пророкла калаҫӗҫ. 19Ҫӳл тӳпере хӑватсем кӑтартӑп, аялта ҫӗр ҫинче паллӑсем кӑтартӑп: юн та, вут та пулӗ, тӗтӗм йӑсӑрланӗ. 20Хуҫа Туррӑмӑрӑн аслӑ та мухтавлӑ кунӗ ҫитиччен хӗвел тӗттӗмленӗ, уйӑх юнланӗ. 21Ҫавӑн чухне кам та кам Хуҫамӑр ятне асӑнӗ, ҫав ҫӑлӑнӗ“.
22-23Эй, Израиль ҫыннисем! Ҫак сӑмахсене тимлесе итлӗр: эсир Иисус Назорея, Турӑ малтанах пӗлсе, палӑртса хунипе сутмалла пулнӑскере, тытрӑр та Ӑна ҫылӑхлисен аллине патӑр. Пӗлетӗр ӗнтӗ, Турӑ Унӑн тивӗҫлӗхне сирӗн хушшӑрта Ун урлӑ хӑватсем, тӗлӗнмелле ӗҫсем, паллӑсем кӑтартса сире пӗлтерчӗ. Эсир Иисуса вӗлерттертӗр, 24анчах та Турӑ Ӑна вилӗм тыткӑнӗнчен хӑтарса чӗртсе тӑратрӗ, Ӑна вилӗм те тытса чараймарӗ. 25Давид Ун ҫинчен ҫапла каланӑ: „Эпӗ яланах Хуҫамӑра кураттӑм, мӗншӗн тесен эпӗ иккӗленесрен Вӑл манӑн сылтӑм енче тӑратчӗ. 26Ҫавӑнпа чӗрем савӑнӑҫпа тулать, сӑмахӑмсем хаваслӑ, шанчӑк пуртан ӳт-пӗвӗм те канӑҫса лӑпланӗ. 27Мӗншӗн тесен Эсӗ чунӑма вилнисем хушшинче хӑвармӑн, сӑваплӑ ҫыннуна ҫӗрсе кайма памӑн. 28Эсӗ мана пурӑнӑҫ ҫулне кӑтартрӑн, Хӑвӑн умӑнта Эсӗ чун-чӗреме савӑнӑҫпа тултарӑн“.
29Эй, тӑван ҫыннӑмсем! Давид мӑн асаттемӗр пирки сире хӑю ҫитерсе калам: вӑл вилнӗ те ӑна пытарнӑ; унӑн вил тӑприйӗ те халичченех сыхланса юлнӑ-ха. 30Ӗнтӗ пророк пулнӑ пирки вӑл Турӑ тупа тусах престол ҫине хӑйӗн йӑхӗнчен Суйласа илнине лартма сӑмах панине пӗлсе тӑнӑ. 31Христос чӗрӗлсе тӑрасси пирки Давид малтанах каланӑ, Унӑн чунӗ вилнисем хушшинче юлмӗ, ӳчӗ ҫӗрмӗ тенӗ. 32Ӑна, Иисуса, Турӑ чӗртсе тӑратнине эпир пурте хамӑр куҫпа хамӑр куртӑмӑр. 33Ҫапла вара, Турӑ Хӑйӗн хӑватлӑ аллипе Иисуса тӳпене ҫӗкленӗ. Вӑл Хӑйне шантарнӑ Святой Сывлӑша Ашшӗнчен илнӗ. Эсир халӗ мӗн курса-илтсе тӑратӑр, ҫавӑ йӑлтах Иисус хӑвачӗпе пулса иртет. 34-35Давид тӳпене ҫӗкленмен, анчах та вӑл хӑех ҫапла калать: «„Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче, хисеплӗ вырӑнта лар“, – тенӗ Хуҫамӑр манӑн Хуҫама». 36«Ҫапла вара, пӗтӗм Израиль ҫыннисем, ҫакна ҫирӗп пӗлсе тӑрӑр: эсир пӑталанӑ Иисуса Турӑ пирӗн Хуҫамӑр тата Ҫӑлаканӑмӑр турӗ».
37Ҫак сӑмахсем итлекенсен чӗрисене пырса тивнӗ, вара вӗсем Петрпа ытти апостолсенчен ыйтнӑ: «Тӑван ҫыннӑмӑрсем! Пирӗн халӗ мӗн тумалла-ши?» 38Вара Петр вӗсене ҫапла каланӑ: «Ӳкӗнӗр, ҫылӑх каҫарттарма сирӗнтен кашниех Иисус Христос ячӗпе тӗне кӗтӗр. Вара Святой Сывлӑш тивлетне илейӗр. 39Мӗншӗн тесен эсир те, ачӑрсем те, катари тӑвансем те – Турӑ чӗнсе илнисем пурте – Турӑ пама пулнине илмешкӗн тивӗҫлӗ». 40Петр вӗсене татах нумай сӑмах каласа ӑнлантарнӑ, ӳкӗтленӗ: «Ҫак пӑсӑк ӑрупа пӗрле айӑплав тивесрен ҫӑлӑнса юлӑр», – тенӗ вӑл. 41Вара унӑн сӑмахне хапӑлласа йышӑннисем тӗне кӗнӗ, ҫав кун тепӗр виҫӗ пин ӗненекене яхӑн хутшӑннӑ. 42Вӗсем апостолсен сӑмахӗсенчен иртмен, пӗрле ҫӑкӑр хуҫнӑ, пӗрле кӗлӗ тунӑ.
Ӗненекенсен пурӑнӑҫӗ
43Ӗненекенсем пурте Турра хисеплесе, Турӑран хӑраса пурӑннӑ. Иерусалимра апостолсем урлӑ тӗрлӗ хӑватсем, паллӑсем пулнӑ. 44Ӗненекенсем пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑннӑ, мӗн пурри те вӗсен йӑлтах пӗрлехи пулнӑ. 45Вӗсем хӑйсен пурлӑхне, япалисене сутса кама кирлӗрех, ҫавсене валеҫнӗ. 46Пӗр шухӑш-кӑмӑллӑ пулса вӗсем кулленех Турӑ Ҫуртне пуҫтарӑннӑ. Килӗсенче, ҫӑкӑр хуҫса валеҫнӗ чухне, савӑнӑҫлӑн та йӑваш кӑмӑллӑн апатланнӑ. 47Ӗненекенсем Турра мухтаса пурӑннӑ, халӑх вӗсене юратнӑ. Хуҫамӑр вара ҫӑлӑнакансен йышне – Хӑйӗн Чиркӗвне – куллен ӳстерсех пынӑ.
Currently Selected:
Апостолсен ӗҫӗ-хӗлӗ 2: RSO
Highlight
Share
Copy
![None](/_next/image?url=https%3A%2F%2Fimageproxy.youversionapistaging.com%2F58%2Fhttps%3A%2F%2Fweb-assets.youversion.com%2Fapp-icons%2Fen.png&w=128&q=75)
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009