YouVersion Logo
Search Icon

Апостолсен ӗҫӗ-хӗлӗ 3

3
3-мӗш сыпӑк
Петр уксаха сыватни
1Пӗррехинче Петрпа Иоанн кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехетре пулакан кӗлле Турӑ Ҫуртне кайнӑ. 2Ҫавӑнта амӑш варӗнченех уксах ҫуралнӑ ҫын пулнӑ. Турӑ Ҫуртне кӗрекенсенчен ыйткаласа ларма ҫав ҫынна кашни кунах Илемлӗ Хапха текен мӑн алӑк умне ҫӗклесе пырса лартнӑ. 3Петрпа Иоанн Турӑ Ҫуртне кӗнине курсан вӑл кӗлмӗҫленме пуҫланӑ. 4Петрпа Иоанн ун ҫине тинкерсе пӑхнӑ. «Пирӗн ҫине пӑх-ха», – тенӗ Петр. 5Вӑл вара, кусем мӗн те пулин парӗҫ-и тесе, апостолсем ҫине кӗлмӗҫленсе пӑхнӑ. 6Анчах та Петр ҫапла каланӑ: «Ылтӑнӑм та, кӗмӗлӗм те ҫук манӑн, мӗн пуррине сана паратӑп: Иисус Христос Назорей ячӗпе тӑр та утса ҫӳре!» 7Вӑл уксах ҫынна сылтӑм аллинчен тытса тӑма пулӑшнӑ. Ҫав самантрах лешӗн ури тупанӗсене, чӗркуҫҫийӗсене вӑй кӗнӗ, 8вӑл сиксе тӑнӑ та ута пуҫланӑ. Вӑл Турӑ Ҫуртне те апостолсемпе пӗрлех кӗнӗ, сиккелесе ҫӳресе Турра мухтанӑ. 9-10Турӑ Ҫуртӗнче пулнисем Илемлӗ Хапха умӗнчи ыйткаласа ларакан уксаха палласа илнӗ. Вӑл утакан пулнине тата Турра мухтанине курсан пӗтӗм халӑх вӑл сывалнинчен питӗ хытӑ хӑраса кайса тӗлӗннӗ.
Соломон притворӗнче Петр каланӑ сӑмах
11Уксах пулнӑ ҫын, сывалнӑскер, Петрпа Иоанран хӑпман. Ҫавӑнпа та тӗлӗнсе кайнӑ халӑх Соломон притворӗ текен ҫӗрте вӗсем тавра пуҫтарӑннӑ. 12Ҫакна асӑрхасан Петр халӑха каланӑ: «Эй, Израиль ҫыннисем! Мӗн тӗлӗнсе пӑхатӑр эсир пирӗн ҫине? Эпир ӑна хамӑр хӑватпа тата тасалӑхпа утмалла туман вӗт-ха! 13Авраампа Исаак тата Иаков Турри, пирӗн мӑн асаттесен Турри, Хӑйӗн Ывӑлне Иисуса мухтава кӑларчӗ. Эсир вара Ӑна тытса патӑр. Ӑна Пилат хӑтарас тенӗччӗ, анчах эсир Пилат умӗнче Унран тунтӑр. 14Эсир Тасинчен, Тӳрӗлӗхлинчен тунса ҫын вӗлерекене ирӗке яма ыйтрӑр, 15пурӑнӑҫ Хуҫине вара вӗлертӗр. Ӑна ӗнтӗ Турӑ вилӗмрен чӗртсе тӑратрӗ, ҫавна курса ҫирӗплетекенсем эпир хамӑр. 16Иисус ятне ӗненни ҫак эсир куракан, пӗлекен ҫынна тӗреклӗх пачӗ. Иисус панӑ ӗненӳ ӑна сирӗн куҫӑр умӗнчех сыватрӗ. 17Ҫапах та, тӑванӑмсем, эсир, хӑвӑр пуҫлӑхсем пекех, пӗлмен пирки Иисусран туннине ӑнланатӑп. 18Христосӑн асап тӳсмелле пулнине Турӑ Хӑйӗн мӗн пур пророкӗсем урлӑ малтанах пӗлтернӗ, Вӑл ҫавна пурнӑҫларӗ те. 19Хӑвӑр ҫылӑхӑрсене тӳрлетес тесе ӳкӗнӗр, Турӑ енне ҫавӑрӑнӑр. 20Турӑ парас савӑнӑҫ вӑхӑчӗ ҫиттӗр, Хӑй палӑртса хунӑ Иисус Христоса Вӑл сирӗн патӑра ятӑр. 21Хальлӗхе, Турӑ Хӑйӗн авалхи мӗн пур сӑваплӑ пророкӗсем урлӑ калани пӗтӗмпех пурнӑҫланас вӑхӑтчен, Иисусӑн тӳперех пулмалла. 22Моисей мӑн асаттемӗрсене ҫапла каланӑ: „Мана пророка кӑларнӑ пекех, Хуҫа Туррӑр сирӗн валли хӑвӑр хушшӑртанах Пророк кӑларӗ. Вӑл кирек мӗн каласассӑн та, Ӑна итлесе пурӑнӑр. 23Ҫав Пророка итлемен ҫынсен халӑхран уйӑрӑлмалла, пӗтмелле пулӗ“. 24Самуилтан пуҫласа унран кайранхи мӗн пур пророксем ҫак кунсем ҫитессе пурте малтанах пӗлтернӗ. 25Эсир пророксен ывӑлӗсем, халал ывӑлӗсем. Ҫав халала Турӑ сирӗн мӑн аслаҫӑрсене панӑ, Вӑл Авраама ҫапла каланӑ: „Санӑн йӑху урлӑ ҫӗр ҫинчи халӑхсем пурте пиллӗх илӗҫ“. 26Сире усал ӗҫӗрсенчен сыхласа хӑварас тесе Турӑ Хӑйӗн Ывӑлне Иисуса вилӗмрен чӗртсе тӑратса сире пиллеме чи малтан янӑ».

Highlight

Share

Copy

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in

Video for Апостолсен ӗҫӗ-хӗлӗ 3