Апостолсен ӗҫӗ-хӗлӗ 4
4
4-мӗш сыпӑк
Петрпа Иоанн синедрион канашӗ умӗнче
1Петрпа Иоанн халӑха вӗрентнӗ чухне вӗсем патне священниксем, Турӑ Ҫурчӗн хуралӗн пуҫлӑхӗсем тата саддукейсем пырса ҫитнӗ. 2Вӗсене апостолсем халӑха вӗрентни тата Иисус чӗрӗлсе тӑнӑ пек вилӗмрен чӗрӗлсе тӑмалла тесе ӳкӗтлени питӗ тарӑхтарнӑ. 3Вара Петрпа Иоана тытнӑ та, каҫ пулса килнӗрен, ирччен хурал аллине пама хушнӑ. 4Вӗрентсе каланӑ сӑмаха итлекенсенчен чылайӑшӗ ӗненме пуҫланӑ, ҫавнашкаллисем пилӗк пин ҫынна яхӑн пулнӑ.
5Тепӗр кунне Иерусалимра иудейсен пуҫлӑхӗсемпе ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем тата саккун вӗрентӳҫисем пухӑннӑ. 6Унта аслӑ священник Анна та, Каиафа та, Иоанпа Александр та, аслӑ священник ӑрӑвӗнчен тухнӑ ытти ҫынсем те пынӑ. 7Вара, апостолсене хӑйсем умне тӑратса, ҫапла ыйтнӑ: «Эсир ҫак ӗҫе мӗнле хӑватпа тата кам ячӗпе турӑр?» 8Ҫавӑн чухне Петр, чун-чӗри Святой Сывлӑшпа тулнӑскер, вӗсене ҫапла каланӑ: «Эй, халӑх пуҫлӑхӗсемпе Израилӗн ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем! 9Халсӑр ҫынна ырӑ тунӑшӑн пире паян явап тыттаратӑр пулсан, мӗнле сыватнине тӗпчетӗр пулсан, 10Израиль халӑхӗ те, эсир те пӗлсе тӑрӑр: вӑл Иисус Христос Назорей ячӗпе сывалчӗ, ӑна Иисус сирӗн ума сывӑ тӑмалла турӗ. Эсир Иисуса пӑталарӑр, Турӑ Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратрӗ. 11-12Эсир, ҫурт тӑвакансем, юрӑхсӑр тесе ывӑтнӑ чул никӗсри тӗп чул пулса тӑчӗ. Ҫав чул вӑл – Иисус. Урӑх никам та ҫӑлӑнӑҫ кӳреймӗ, мӗншӗн тесен ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере ҫын панӑ ятсенчен пире ҫӑлма пултаракан урӑх ят ҫук». 13Петрпа Иоанн хӑюлӑхне курса тата вӗсем вӗренмен ахаль ҫынсем ҫеҫ пулнине асӑрхаса, пуҫлӑхсемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсем тӗлӗнсех кайнӑ. Ҫавӑнтах, кусем Иисуспа пӗрле ҫӳренине аса илсен, вӗсене палласа илнӗ. 14Анчах та Петрпа Иоанн ҫумӗнче уксах пулнӑ ҫын тӑнине курсан, вӗсем нимӗн тавӑрса калама та аптӑранӑ. 15Вара вӗсем апостолсене синедрионран тухма хушнӑ та хӑйсем хушшинче канашлама пуҫланӑ. 16«Мӗн тумалла ку ҫынсемпе? – калаҫнӑ вӗсем. – Иерусалимра пурӑнакансем ӗнтӗ пурте вӗсем чӑн-чӑн тӗлӗнмелле ӗҫ тунине пӗлеҫҫӗ. Пулнӑ япалана эпир пулман тесе калаймӑпӑр. 17Ҫапах та халӑхра тата ытларах сӑмах сарӑласран пирӗн вӗсене хӑратсах ҫынсем умӗнче Иисус ячӗ ҫинчен каласа ҫӳреме чармалла». 18Вара апостолсене чӗнсе илсе Иисус ятне асӑнма та, Унӑн ячӗпе вӗрентме те чарнӑ. 19Анчах та Петрпа Иоанн ҫапла тавӑрса каланӑ: «Хӑвӑрах шухӑшласа пӑхӑр-ха: сире Турӑран та ытларах итлени Турӑ умӗнче тӗрӗс пулӗ-и? 20Хамӑр курни-илтнине эпир калаймасӑр тӑраймӑпӑр». 21Вара канашра ларакансем апостолсене айӑплама май тупаймасӑр вӗсене юна-юнах кӑларса янӑ. Тата вӗсем халӑхран хӑранӑ, мӗншӗн тесен пулса иртнӗ ӗҫшӗн пурте Турра мухтанӑ. 22Тӗлӗнмелле майпа сывалнӑ ҫынни хӗрӗх урлӑ каҫнӑскер пулнӑ.
Ӗненекенсем кӗлтуни
23Кӑларса ярсан Петрпа Иоанн хӑйсен ушкӑнне тавӑрӑннӑ та аслӑ священниксемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсем хӑйсене мӗн-мӗн каланине пӗтӗмпех ӗненекенсене каласа кӑтартнӑ. 24Ҫавна илтсен ӗненекенсем пурте пӗр шухӑш-кӑмӑлпа хыттӑн Турра кӗлтума пуҫланӑ: «Эй, Патша Турӑҫӑм! Эсӗ тӳпене те, ҫӗре те, тинӗсе те – вӗсенче мӗн пуррине те – пӗтӗмпех пултарнӑ. 25Эсӗ Хӑвӑн чуруна, Давид мӑн асаттемӗре, Святой Сывлӑшупа ҫапла калаттарнӑ: „Чӑн Турра пӗлмен халӑхсем мӗншӗн пӑлханаҫҫӗ-ши, этемсем мӗншӗн пултарас ҫука тытӑнчӗҫ-ши? 26Ҫӗр ҫинчи патшасемпе княҫсем пӗрле пухӑнса Хуҫа Туррӑмӑра тата Вӑл Суйласа илнине хирӗҫ тӑчӗҫ“. 27Чӑнах та акӑ ҫак хулара Иродпа Понтий Пилат, ытти халӑхсемпе тата Израиль халӑхӗпе пӗрле пухӑнса, Санӑн ҫу сӗрсе суйласа илнӗ Святой Ывӑлна, Иисуса, хирӗҫ тӑчӗҫ. 28Мӗн пулмаллине, Эсӗ Хӑвӑн вӑй-хӑватупа, Хӑвӑн ирӗкӳпе палӑртса хунине вӗсем пурнӑҫларӗҫ. 29-30Эй, Турӑҫӑм, Эсӗ Хӑвӑн Святой Ывӑлу Иисус ячӗпе чирлисене сыватма, паллӑсемпе хӑватсем кӑтартма аллуна Тӑсаканскер, вӗсем пире юнанине курсам. Эй, Турӑҫӑм, Хӑвӑн чурусене Хӑвӑн сӑмахна вӗрентме хӑюлӑх парсам». 31Кӗлтуса пӗтерсенех вӗсем пухӑнса тӑнӑ вырӑн чӗтренсе кайнӑ. Вара пурин те чун-чӗри Святой Сывлӑшпа тулнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем пурте Турӑ сӑмахне хӑюллӑнах вӗрентсе ҫӳренӗ.
Пӗрлешӳллӗ пурӑнни
32Ӗненекенсенчен чылайӑшӗ пӗр кӑмӑллӑ, пӗр шухӑшлӑ пулса пурӑннӑ. Харпӑр пурлӑхне вӗсенчен пӗри те манӑн тесе каламан, пурте вӗсен пӗрле пулнӑ. 33Иисус Христос Хуҫамӑр чӗрӗлсе тӑнине апостолсем хӑватланса пӗлтернӗ, вӗсем пурте Турӑ тивлечӗллӗ пулнӑ. 34-35Вӗсем хушшинче ҫитмен пурӑнӑҫпа пурӑнакансем пулман, мӗншӗн тесен ҫӗр пуррисем, кил-ҫуртлисем пурте ҫавсене сутнӑ, вара укҫи-тенкине апостолсене панӑ. Ҫапла вӗсем кирек камӑн мӗн ҫитменнине ҫитерсе тӑнӑ. 36Тӗслӗхрен, Кипртан пынӑ пӗр Иосия ятлӑ левит пулнӑ. Ӑна апостолсем Варнава тесе ят панӑ. (Варнава тени «савӑнтаракан ывӑл» тенине пӗлтерет.) 37Ҫав Иосия та, хӑйӗн ҫӗрне сутса, укҫине апостолсен ури умне пырса хунӑ.
Currently Selected:
Апостолсен ӗҫӗ-хӗлӗ 4: RSO
Highlight
Share
Copy

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009