Апостолсен ӗҫӗ-хӗлӗ 5
5
5-мӗш сыпӑк
Ананияпа Сапфира
1Тата Анания ятлӑ пӗр ҫын, хӑйӗн арӑмӗпе Сапфирӑпа калаҫса татӑлса, пӗтӗм пурлӑхне сутнӑ. 2Укҫин пӗр пайне Анания хӑйӗн валли уйӑрса хӑварнӑ, ун пирки арӑмӗ те пӗлсе тӑнӑ. Юлнӑ укҫине вара апостолсен ури умне пырса хунӑ. 3Анчах та Петр ӑна ҫапла каланӑ: «Анания, ҫӗр укҫине пытарса хӑварса эсӗ Святой Сывлӑша улталас терӗн-им? Хӑвӑн ӑшна ҫав шухӑша кӗртме мӗншӗн эсӗ шуйттана ирӗк патӑн? 4Ҫӗрӳ, сутиччен, хӑвӑн марччӗ-им вара? Сутса тунӑ укҫупа хуҫаланма та хӑвӑн ирӗкӳ марччӗ-и? Ултав ҫулӗ ҫине мӗн тӑратрӗ-ха сана? Эсӗ халӗ ҫынсене мар, Турра улталарӑн вӗт-ха!» 5Ҫак сӑмахсене илтсенех Анания ӳксе вилнӗ. Ҫакӑн ҫинчен пӗлнӗ ҫынсен пурин те сехри хӑпнӑ. 6Унтан ҫамрӑксем тӑнӑ та ӑна пытарма хатӗрленӗ, вара илсе кайса пытарнӑ.
7Унта мӗн пулса иртнине пӗлмесӗрех тепӗр виҫӗ сехетсенчен ҫавӑнта Анания арӑмӗ те пынӑ. 8«Кала-ха мана, – ыйтнӑ унран Петр, – эсир ҫӗре ҫав хака сутрӑр-и?» «Ҫапла, ҫав хака», – хуравланӑ хӗрарӑм. 9Петр ӑна каланӑ: «Епле-ха эсир Хуҫа Туррӑн Сывлӑшне улталама калаҫса татӑлтӑр? Акӑ, упӑшкуна пытарса килекенсем алӑкран кӗреҫҫӗ, сана та вӗсем часах йӑтса тухӗҫ». 10Хӗрарӑм сасартӑк ун ури умне тӗшӗрӗлсе аннӑ, унӑн та чунӗ тухса кайнӑ. Ҫамрӑксем кӗнӗ те, вӑл та сывламасӑр выртнине курса, ӑна йӑтса тухса упӑшки ҫумнех кайса пытарнӑ. 11Вара ӗненекенсен пӗтӗм ушкӑнӗ те, ҫавӑн ҫинчен илтнӗ ытти ҫынсем те питӗ хытӑ хӑраса ӳкнӗ.
Паллӑсемпе хӑватсем
12Халӑх хушшинче апостолсем нумай паллӑсемпе хӑватсем кӑтартнӑ. Хӑйсем вӗсем пӗр шухӑш-кӑмӑлпа тӑтӑшах Соломон притворӗнче пуҫтарӑннӑ. 13Христоса ӗненменнисем вӗсемпе ҫывӑхланма хӑяйман пулин те, халӑх апостолсене мухтаса калаҫнӑ. 14Ӗненекенсен йышӗ ӳснӗҫемӗн ӳссех пынӑ. Нумай арҫынпа хӗрарӑм Хуҫа Турӑ енне ҫавӑрӑннӑ. 15Урампа иртсе пыракан Петрӑн мӗлки те пулин чирлисем ҫине ӳктӗрччӗ тесе, ҫынсем вӗсене урама илсе тухса вырӑнӗсем ҫине вырттарнӑ. 16Ҫавнашкалах Иерусалима таврари ял-хуласенчен халӑх пырсах тӑнӑ. Вӗсем унта чирлисене, усал ернисене иле-иле пынӑ, лешсем вара пурте сывалнӑ.
Апостолсене хӗсӗрлени
17Аслӑ священникпа саддукейсен ушкӑнӗнчи ҫынсен пурин те чӗрисем кӗвӗҫӳпе тулса ҫитнӗ. 18Вара вӗсем апостолсене тытнӑ та хура халӑх тӗрмине хуптарнӑ. 19Анчах та Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ ҫӗрле тӗрме алӑкӗсене уҫнӑ та апостолсене илсе тухса ҫапла каланӑ: 20«Турӑ Ҫуртне кайӑр та халӑха ҫак чӗрӗлӗх сӑмахӗсене татах вӗрентӗр». 21Хӑйсене каланӑ пекех, апостолсем ирхине ирех Турӑ Ҫуртне пынӑ та халӑха вӗрентме пуҫланӑ. Ҫав ирхинех аслӑ священникпа унӑн ҫыннисем синедрион канашӗнче ларакансене пуҫтарнӑ, унта Израилӗн мӗн пур ятлӑ-сумлӑ ҫыннисене чӗнтернӗ. Вара тӗрмерен апостолсене илсе пыма хушнӑ. 22Анчах та тарҫисем, тӗрмене пырсан, апостолсене тупаймасӑрах тавӑрӑннӑ. 23«Тӗрмине шанчӑклӑ питӗрнӗ, – тенӗ вӗсем тавӑрӑнсан, – алӑкӗсем умӗнче те хурал тӑрать, ҫакна эпир хамӑр куртӑмӑр, анчах та уҫтартӑмӑр та – шалта никам та ҫук!» 24Тарҫӑсен сӑмахне илтсен аслӑ священник, хурал пуҫлӑхӗ тата ытти аслӑ священниксем: «Мӗне пӗлтерет-ши ку?» – тесе тӗлӗнсех кайнӑ. 25Кайран пӗрскер ҫавӑнта пынӑ та кусене ҫапла пӗлтернӗ: «Хайхи эсир тӗрмене лартнӑ ҫынсем Турӑ Ҫуртӗнче халӑха вӗрентсе тӑраҫҫӗ». 26Ҫавӑн хыҫҫӑн хурал пуҫлӑхӗпе тарҫисем Турӑ Ҫуртне кайнӑ. Хӑйсене халӑх чулпа пере-пере вӗлересрен хӑранипе вара апостолсене ирӗксӗрлемесӗрех илсе пынӑ.
27Илсе пырсан вӗсене синедрион канашӗ умне тӑратнӑ. Вара аслӑ священник ҫапла тӗпчесе ыйтнӑ: 28«Ҫав Ҫын ячӗпе вӗрентсе ан ҫӳрӗр тесе сире ҫирӗппӗнех асӑрхаттармарӑмӑр-и? Эсир вара хӑвӑр вӗрентӗвӗре пӗтӗм Иерусалимӗпе сарса ятӑр, Ҫав Ҫын вилнишӗн те пире айӑплас тетӗр». 29Петрпа ытти апостолсем вара ҫапла тавӑрса каланӑ: «Турра пӑхӑнасси этеме пӑхӑнассинчен ытларах пулмалла. 30Эсир йывӑҫ хӗрес ҫине ҫакса вӗлернӗ Иисуса пирӗн мӑн асаттемӗрсен Турри чӗртсе тӑратрӗ. 31Израиль халӑхне ӳкӗнтерес тесе, ҫылӑхӗсене каҫарас тесе Турӑ Ӑна, Пуҫлӑха тата Ҫӑлакана, Хӑйӗн аллипе ҫӗклесе Хӑйӗнчен сылтӑм енне, хисеплӗ вырӑна, лартрӗ. 32Ҫакна курса ҫирӗплетекенсем – эпир хамӑр тата Турӑ Хӑйне пӑхӑнакансене панӑ Святой Сывлӑш».
33Ҫакна илтсен синедрион канашӗнчисем урса кайнипе апостолсене вӗлерес тесе те шухӑшланӑ. 34Вӗсем хушшинче Моисей саккунне вӗрентекен пӗр Гамалиил ятлӑ фарисей та пулнӑ. Халӑх ӑна питӗ хисепленӗ. Ҫавӑ вара канаш умне тухса тӑнӑ та апостолсене вӑхӑтлӑха синедрионран илсе тухма ыйтнӑ. 35Кайран хӑй канашра ларакансене ҫапла каланӑ: «Эй, Израиль ҫыннисем! Ҫак ҫынсене мӗн тӑвасси пирки лайӑхрах шухӑшласа пӑхӑр. 36Нумаях та пулмасть хӑйне аслӑ ҫын вырӑнне хуракан пӗр Февда ятлӑскер сиксе тухнӑччӗ. Ун тавра тӑватӑ ҫӗре яхӑн ҫын та пуҫтарӑннӑччӗ. Анчах та ӑна вӗлерсен, унӑн ушкӑнӗнчисем пурте саланса пӗтрӗҫ. 37Унтан кайран, халӑх шутне ҫыртарнӑ чухне, Галилейӑри Иуда палӑрчӗ. Вӑл та чылай ҫынна хӑй майлӑ ҫавӑрчӗ. Анчах хӑй те пуҫне ҫирӗ, ун хыҫҫӑн кайнисем те саланса пӗтрӗҫ. 38Ҫавӑнпа ӗнтӗ халӗ сире калатӑп: ку ҫынсем ҫумне ан ҫулӑхӑр, ярӑр вӗсене. Мӗншӗн тесен вӗсем тытнӑ шухӑш, вӗсем тӑвакан ӗҫ этемрен пулсан, вӑл хӑйне хӑех пӗтӗ. 39Турӑран пулсан, эсир ӑна пӗтереймӗр. Асӑрханӑр, Турра хирӗҫ пыракан ҫынсем пулса тӑмалла ан пултӑрччӗ сирӗн». 40Вӗсем вара Гамалиила итленӗ. Апостолсене чӗнсе кӗрттернӗ те вӗсене чӗн пушӑпа хӗнеттернӗ. Унтан, Иисус ячӗпе вӗрентсе ҫӳреме чарса, кӑларса янӑ. 41Иисус Хуҫамӑр ячӗшӗн хур курма тивӗҫ пулнишӗн савӑнса апостолсем синедрионран тухса кайнӑ. 42Хӑйсем вара куллен Турӑ Ҫуртӗнче те, килсенче те вӗрентме, Иисус Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерме чарӑнман.
Currently Selected:
Апостолсен ӗҫӗ-хӗлӗ 5: RSO
Highlight
Share
Copy

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009