Апостолсен ӗҫӗ-хӗлӗ 6
6
6-мӗш сыпӑк
Ҫичӗ пулӑшакана суйлани
1Вӗренекенсем йышлансах пынӑ. Грекланнӑ еврейсем ҫав кунсенче Иудейӑри еврейсене ӳпкелешме пуҫланӑ. Кулленхи пая валеҫнӗ чухне пирӗн тӑлӑх арӑмсене кӳрентеретӗр тенӗ вӗсем. 2Вара Вун иккӗшӗ мӗн пур вӗренекенсене пухӑва чӗнсе ҫапла каланӑ: «Турӑ сӑмахне вӗрентме пӑрахсах апат-ҫимӗҫ валеҫме пире аван мар. 3Ҫавӑнпа та, тӑвансем, хӑвӑр хушшӑртан шанчӑклӑ, Святой Сывлӑшпа хӑватланнӑ тата ӑслӑ ҫичӗ ҫынна суйлӑр. Ҫак ӗҫе туса пыма вӗсене шанса парӑпӑр. 4Эпир хамӑр вара ялан кӗлтуса, Турӑ сӑмахне вӗрентсе пурӑнӑпӑр». 5Ҫак сӗнӗве пухӑннисем пурте ырланӑ. Вара вӗсем ҫирӗп ӗненекен, Святой Сывлӑшпа хӑватланнӑ Стефана, унпа пӗрлех Филипа, Прохора, Никанора, Тимонпа Пармена тата Антиохияри Николая суйланӑ. Еврей мар пулин те, Николай маларах иудей тӗнне тытса пынӑ пулнӑ. 6Вӗсене апостолсем умне тӑратнӑ. Апостолсем кӗлтуса вӗсем ҫине аллисене хунӑ.
7Турӑ сӑмахӗ сарӑлнӑҫем сарӑлса пынӑ. Иерусалимра Иисус вӗренекенӗсен шучӗ хӑвӑрт ӳссе кайнӑ. Чылай священник та ҫак ӗненӗве йышӑннӑ.
Стефана тытни
8Стефан ятлӑ ҫирӗп ӗненӳллӗ те вӑйлӑ чун хаваллӗ ҫын халӑх хушшинче чӑн-чӑн тӗлӗнмелле ӗҫсемпе хӑватсем кӑтартнӑ. 9Пӗр синагогӑна ҫӳрекен ҫынсем Стефанпа тавлашса кайнӑ. Ҫав синагогӑна „Ирӗклисен синагоги“ те тенӗ. Иудейсем унта Киринейӑран та, Александрияран та, Киликирен те, Асирен те ҫӳренӗ. 10Анчах та Стефан ӑслӑ калаҫнӑран вӗсем ӑна ҫӗнтереймен, мӗншӗн тесен Стефана Святой Сывлӑш Хӑй мӗн каламаллине пӗлтерсех тӑнӑ. 11Вара ҫакскерсем хӑш-пӗр ҫынсене Стефан Турра та, Моисея та хурланине хамӑр илтрӗмӗр тесе калама ӳкӗте кӗртнӗ. 12Ҫапла хӑтланса ҫак синагогӑна ҫӳрекенсем халӑха та, ятлӑ-сумлӑ ҫынсене те, саккун вӗрентӳҫисене те хӗтӗртсе янӑ. Вара лешсем Стефана ярса тытнӑ та синедриона илсе кайнӑ. 13Вӗсем ҫавнашкалах суйса айӑп кӑтартакансем те хатӗрленӗ. «Ку ҫын Турӑ Ҫурчӗ ларакан сӑваплӑ вырӑна та, Моисей саккунне те пӗрмаях хурлать, – тенӗ ҫавскерсем. 14– Назорей Иисус Турӑ Ҫуртне те аркатӗ, Моисейран килекен йӑла-йӗркесене те улӑштарӗ, тесе каланине хамӑр хӑлхапа хамӑр илтрӗмӗр». 15Синедрионра ларакансем Стефан ҫине тинкеререх пӑхнӑ та – унӑн сӑнӗ ангелӑнни пек ҫуталса тӑнине асӑрханӑ.
Currently Selected:
Апостолсен ӗҫӗ-хӗлӗ 6: RSO
Highlight
Share
Copy

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009