Иоанн ҫырнӑ Евангели 1

1
1Чӑн малтан Сӑмах пулнӑ, Сӑмах Турӑпа пулнӑ, Сӑмах Хӑй Турӑ пулнӑ. 2Вӑл чӑн малтанах Турӑпа пулнӑ. 3Мӗн пулни пӗтӗмпех Ун урлӑ пулнӑ, мӗн пултарӑнни нимӗн те Унсӑр пулман. 4Унра чӗрӗлӗх пулнӑ, ҫав чӗрӗлӗх ҫынсемшӗн ҫутӑ пулнӑ. 5Ҫутӑ сӗмлӗхре ҫутатать, сӗмлӗх ӑна хупласа илеймен.
6Турӑ янӑ Иоанн ятлӑ ҫын пулнӑ. 7Хӑй урлӑ Ҫутта пурте ӗненччӗр тесе, вӑл Ҫутӑ ҫинчен каласа пӗлтерме килнӗ. 8Вӑл хӑй Ҫутӑ пулман, ӑна Ҫутӑ ҫинчен каласа пӗлтерме янӑ пулнӑ.
9Тӗнчене килекен кашни ҫыннах ҫутатакан чӑн-чӑн Ҫутӑ пулнӑ. 10Вӑл тӗнчере пулнӑ, тӗнче Ун урлӑ пулнӑ, тӗнче Ӑна пӗлеймен, 11Вӑл хӑйӗннисем патне килнӗ, анчах хӑйӗннисем Ӑна йышӑнман. 12Хӑйне йышӑннисене, Хӑйне ӗненекенсене Вӑл Турӑ ачисем пулма ирӗк панӑ; 13вӗсем юнран та мар, ӳтрен те мар, арҫынран та мар, Турӑ урлӑ пулнӑ.
14Сӑмах ӳтленчӗ те тивлетпе, чӑнлӑхпа тулли халлӗн пирӗн хушшӑмӑрта пурӑнчӗ; эпир Унӑн мухтавне, Атте Туррӑн пӗртен-пӗр Ывӑлне тивӗҫлӗ мухтава, куртӑмӑр. 15Ун ҫинчен Иоанн пӗлтерет, хыттӑн ҫапла калать: эпӗ: «Ман хыҫҫӑн Килекенни манран мала тухрӗ, мӗншӗн тесессӗн Вӑл манран малтанах пулнӑ» тенӗччӗ. Ку — Ҫакӑ ӗнтӗ, тет. 16Унӑн тулли тивлетне пула эпир пурсӑмӑр та ырӑлӑх ҫине ырӑлӑх илтӗмӗр; 17саккуна Моисей урлӑ панӑ, тивлетпе чӑнлӑх вара Иисус Христос урлӑ килнӗ. 18Турра никам та нихӑҫан та курман; Ун ҫинчен Ашшӗпе пӗрлӗхлӗ пӗртен-пӗр Ывӑлӗ пӗлтерчӗ.
19Акӑ Иоанн каласа кӑтартни: иудейсем Иерусалимран священниксемпе левитсем ярса Иоанран: эсӗ кам? тесе ыйтсассӑн, 20вӑл тӳррӗнех, пӗр пытармасӑр калать: эпӗ Христос мар, тет. 21Унран тата: эсӗ кам эппин? Илия-и? тесе ыйтнӑ. Вӑл: эпӗ Илия мар, тенӗ. Пророк-и? Вӑл: пророк та мар, тенӗ. 22Вара каланӑ ӑна: апла кам эсӗ? хамӑра яракансене каласа кӑтартмашкӑн эсӗ ху ҫинчен мӗн калӑн пире? тенӗ. 23Вӑл каланӑ: Исаия пророк каланӑ пек, эпӗ — пушхирте «Ҫӳлхуҫамӑр валли ҫула тӳрлетӗр» тесе чӗнекенӗн сасси, тенӗ. 24Ыйтма пынисем фарисейсем пулнӑ; 25вӗсем унран тата ыйтнӑ: эсӗ Христос та мар, Илия та мар, пророк та мар пулсан мӗншӗн шыва кӗртетӗн? тенӗ. 26Иоанн вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: эпӗ шывпа тӗне кӗртетӗп; анчах сирӗн хушшӑрта Пӗри пур, эсир Ӑна пӗлместӗр: 27ман хыҫҫӑн Килекенни шӑпах Ҫавӑ, анчах Вӑл манран мала тухрӗ: эпӗ Унӑн ури сыррин чӗнне салтма та тивӗҫлӗ мар, тенӗ. 28Ҫакӑ Иордан леш енче Вифаварта, Иоанн шыва кӗртекен ҫӗрте, пулса иртнӗ.
29Тепӗр кунне Иоанн хӑй патне Иисус пынине курать те ҫапла калать: акӑ тӗнче ҫылӑхне Хӑй ҫине илекен Турӑ Путекки, 30эпӗ Ун ҫинчен: «ман хыҫран Килекен Ар манран мала тухрӗ, Вӑл манран малтанах пулнӑ» тенӗччӗ, Ку — Ҫакӑ ӗнтӗ; 31эпӗ Ӑна пӗлместӗмччӗ, анчах Израиль Ӑна пӗлтӗр тесе, эпӗ шывпа тӗне кӗртме килтӗм, тенӗ. 32Иоанн хӑйӗн сӑмахне ҫирӗплетсе: эпӗ Таса Сывлӑш ҫӳлтен кӑвакарчӑн пек курӑнса анса Ун ҫинче тӑнине куртӑм; 33эпӗ Ӑна пӗлместӗмччӗ; анчах та мана шывпа тӗне кӗртме Яраканӗ каларӗ: «Кам ҫине Таса Сывлӑш аннине, Ун ҫинчех тӑнине курӑн, Таса Сывлӑшпа тӗне кӗртекенӗ Ҫавӑ пулӗ» терӗ. 34Эпӗ ҫакна куртӑм, ҫирӗплетсе калатӑп: Вӑл — Турӑ Ывӑлӗ, тенӗ.
35Тепӗр кунне Иоанн каллех ҫавӑнта хӑйӗн икӗ вӗренекенӗпе пӗрле тӑнӑ; 36Иисус пынине курсассӑн вӑл: акӑ Турӑ Путекки, тенӗ. 37Ҫак сӑмахсене илтсен вӗренекенӗсем иккӗшӗ те Иисус хыҫҫӑн кайнӑ. 38Иисус каялла ҫаврӑнса пӑхнӑ та вӗсем Хӑй хыҫӗнчен пынине курса каланӑ: мӗн кирлӗ сире? тенӗ. Вӗсем Ӑна каланӑ: Равви? (ку вӑл Вӗрентекен тени пулать), Эсӗ ӑҫта пурӑнатӑн? тенӗ. 39Вӑл вӗсене ҫапла калать: атьӑр, куратӑр, тет. Вӗсем кайнӑ та Вӑл ӑҫта пурӑннине курнӑ; вара ҫав куна Ун патӗнчех ирттернӗ. Вуннӑмӗш сехет тӗлӗ пулнӑ. 40Иоанран Иисус ҫинчен илтсе Ун хыҫҫӑн кайнӑ икӗ вӗренекенрен пӗри Симон-Петр шӑллӗ Андрей пулнӑ. 41Вӑл тӳрех хӑйӗн пиччӗшне Симона шыраса тупать те калать ӑна: эпир Мессийӑна (ку вӑл Христос тени пулать) тупрӑмӑр, тет. 42Ӑна вара Иисус патне илсе пынӑ. Иисус ун ҫине пӑхса илнӗ те каланӑ: эсӗ — Иона ывӑлӗ Симон; эсӗ Кифа ятлӑ пулӑн, тенӗ. (Кифа тени Петр — Чул — тени пулать.)
43Тепӗр кунне Иисус Галилейӑна кайма шухӑш тытнӑ; Вӑл Филипа тӗл пулать те ӑна: Ман хыҫҫӑн пыр, тет. 44Филипп вӑл, Андрейпе Петр пек, Вифсаида хули ҫынни пулнӑ. 45Филипп вара Нафанаила тӗл пулать те калать ӑна: эпир Моисей саккунӗнче тата пророксен сӑмахӗнче Кам ҫинчен каланӑ, Ҫавна — Иисуса, Назаретри Иосиф Ывӑлне — тупрӑмӑр, тет. 46Анчах та Нафанаил каланӑ ӑна: Назаретран мӗн ырри пулма пултартӑр? тенӗ. Филипп ӑна: кайса пӑх эппин, тет. 47Хӑй патне Нафанаил пынине курсассӑн Иисус ун ҫинчен ҫапла калать: акӑ чӑн-чӑн Израиль ҫынни, унра чеелӗх ҫук, тет. 48Нафанаил калать Ӑна: Эсӗ мана ӑҫтан пӗлетӗн? тет. Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: хӑвна Филипп чӗничченех, эсӗ смоква йывӑҫӗ айӗнче чухнех, куртӑм Эпӗ сана, тенӗ. 49Нафанаил вара Ӑна: Равви?! Эсӗ — Турӑ Ывӑлӗ, Эсӗ — Израиль Патши, тенӗ. 50Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: «Эпӗ сана смоква йывӑҫӗ айӗнче куртӑм» терӗм те — эсӗ ҫавӑнпа ӗненетӗн; унтан та ытларах курӑн-ха, тенӗ. 51Тата калать ӑна: чӑн-чӑнах калатӑп сире: паянтан вара тӳпе уҫӑлнине, Турӑ ангелӗсем Этем Ывӑлӗ патне хӑпарса та анса ҫӳренине курӑр, тет.

ទើបបានជ្រើសរើសហើយ៖

Иоанн ҫырнӑ Евангели 1: CHB

គំនូស​ចំណាំ

ចែក​រំលែក

ចម្លង

None

ចង់ឱ្យគំនូសពណ៌ដែលបានរក្សាទុករបស់អ្នក មាននៅលើគ្រប់ឧបករណ៍ទាំងអស់មែនទេ? ចុះឈ្មោះប្រើ ឬចុះឈ្មោះចូល