Матфей 7

7
7-мӗш сыпӑк
Ыттисене ан айӑплӑр
(Лк. 6:37-38, 41-42)
1«Ан айӑплӑр, вара хӑвӑра та айӑпламӗҫ. 2Мӗншӗн тесен эсир ҫынсене мӗнле айӑплатӑр, хӑвӑра та ҫаплах айӑплӗҫ. Эсир ҫынсене мӗнле виҫепе виҫетӗр, хӑвӑра та ҫав виҫепех виҫӗҫ. 3Мӗншӗн эсӗ тӑвану куҫӗнчи ҫӳппе куратӑн, хӑвӑн куҫунти пӗренене асӑрхамастӑн? 4Хӑвӑн куҫунта пӗрене пулин те, епле-ха эсӗ тӑванна: „Куҫна кӗнӗ ҫӳппе кӑларса ярам-ха“, – тесе калама пултаратӑн? 5Икӗ питлӗскер! Малтан хӑвӑн куҫунти пӗренене кӑлар, вара тин тӑванун куҫӗнчи ҫӳппе епле кӑлармаллине уҫӑмлӑн курӑн. 6Сӑваплӑ япалана йытӑсене пӑрахса ан парӑр, хаклӑ ӗнчӗ шӑрҫана та сыснасем умне ан сапалӑр – вӗсем ӑна таптӗҫ кӑна, хӑвӑра туртса ҫурӗҫ».
Ылтӑн йӗрке
(Лк. 11:9-13)
7«Ыйтӑр – вара сире парӗҫ, шырӑр – вара тупӑр, шаккӑр – вара сире уҫӗҫ. 8Мӗншӗн тесен кашни ыйтакан илет, шыракан та тупать, шаккакана та уҫаҫҫӗ. 9Сирӗн хушшӑрта ывӑлӗ ҫӑкӑр ыйтсан, ӑна чул паракан ҫын пур-и? 10Е пулӑ ыйтсан, ҫӗлен паракан пур-и? 11Енчен те эсир, усал пулин те, ачӑрсене ырӑ япала пама пӗлетӗр пулсан, Ҫӳлти Аҫӑр Хӑйӗнчен ыйтакансене ырӑлӑхне паратех. 12Ҫапла вара, ҫынсене хӑвӑрпа пур тӗлӗшӗнчен те мӗнле пултарас килет, вӗсемпе те ҫавнашкалах пулӑр. Ҫакӑ вӑл саккун тата пророксен сӑмахӗсен тӗшши пулать те».
Тӑвӑр хапха
(Лк. 13:24)
13«Тӑвӑр хапхапа кӗрӗр, мӗншӗн тесен пӗтеслӗх хапхи аслӑ, ҫулӗ сарлака. Чылайӑшӗ ҫав ҫулпа пырать. 14Чӗрӗлӗх хапхи вара тӑвӑр, ҫулӗ хӗсӗк. Ҫав ҫула тупаканӗ сахал».
Йывӑҫа ҫимӗҫӗнчен пӗлеҫҫӗ
(Лк. 6:43-44)
15«Суя пророксенчен асӑрханӑр. Вӗсем сирӗн патӑра сурӑх тирӗ витӗнсе пыраҫҫӗ, анчах ӑшӗнче хӑйсем – тискер кашкӑрсем. 16Вӗсене эсир ӗҫӗсенчен пӗлӗр. Пиҫен ҫинчен – иҫӗм ҫырли, куршанак ҫинчен смоква татни пур-и? 17Ҫапла, лайӑх йывӑҫ ырӑ ҫимӗҫех парать, начар йывӑҫӑн ҫимӗҫӗ те япӑх. 18Лайӑх йывӑҫ япӑх ҫимӗҫ тума пултараймасть, начар йывӑҫ та ырӑ ҫимӗҫ тума пултараймасть. 19Ырӑ ҫимӗҫ кӳмен йывӑҫа касса вута пӑрахаҫҫӗ. 20Ҫапла вара, суя пророксене ӗҫӗ-ҫимӗҫӗнчен пӗлӗр».
Эпӗ сире нихӑҫан та пӗлмен
(Лк. 13:25-27)
21«Мана: „Эй, Хуҫамӑр, эй, Хуҫамӑр!“ – тесе калакан кашни ҫынах Ҫӳлти Патшалӑха кӗреймӗ. Унта Ҫӳлти Аттемӗн ирӗкне пурнӑҫлакан кӑна кӗрӗ. 22„Эй, Хуҫамӑр, эй, Хуҫамӑр! Эпир Сан ятупа пророкла калаҫмарӑмӑр-им? Усалсене Сан ятупа хӑваласа кӑлармарӑмӑр-им? Сан ятупа тӗлӗнмелле ӗҫ нумай тумарӑмӑр-им?“ – тейӗ Мана чылайӑшӗ суд кунӗ ҫитсен. 23Ун чухне Эпӗ вӗсене калӑп: „Эй, йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансем! Эпӗ сире нихӑҫан та пӗлмен, кайӑр Ман патӑмран!“»
Ҫурт лартакан икӗ ҫын ҫинчен каланӑ ытарлӑх
(Лк. 6:47-49)
24«Ҫапла вара, Манӑн ҫак сӑмахсене итлекен, вӗсене пурнӑҫлакан кашни ҫыннах хӑйӗн ҫуртне чул ҫине лартнӑ ӑслӑ ҫынпа танлаштарӑп. 25Акӑ ҫумӑр ҫуса ярать, юхан шыв ҫырантан тухать, ҫил-тӑвӑл пуҫланса каять. Хайхисем ҫав ҫурта пырса ҫапаҫҫӗ, анчах та чул ҫине лартнӑран вӑл ишӗлмест. 26Манӑн ҫак сӑмахсене итлесе, вӗсене пурнӑҫламан кашни ҫыннах хӑйӗн ҫуртне хӑйӑр ҫине лартнӑ ӑссӑр ҫын евӗрлӗ. 27Акӑ ҫумӑр ҫуса ярать, юхан шыв ҫырантан тухать, ҫил-тӑвӑл пуҫланса каять. Хайхисем ҫав ҫурта пырса ҫапаҫҫӗ те вӑл йӑтӑнса анать, вара ишӗлчӗк ҫеҫ тӑрса юлать».
28Иисус ҫак сӑмахсене каласа пӗтерсен, халӑх Унӑн вӗрентӗвӗнчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ. 29Мӗншӗн тесен Вӑл саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем пек мар, Турӑ хӑват панӑ пек вӗрентнӗ.

ప్రస్తుతం ఎంపిక చేయబడింది:

Матфей 7: RSO

హైలైట్

షేర్ చేయి

కాపీ

None

మీ పరికరాలన్నింటి వ్యాప్తంగా మీ హైలైట్స్ సేవ్ చేయబడాలనుకుంటున్నారా? సైన్ అప్ చేయండి లేదా సైన్ ఇన్ చేయండి