1
Матфей 10:16
Синодальный НЗ
«Акӑ Эпӗ сире кашкӑрсем хушшине сурӑхсене янӑ пек яратӑп. Ӗнтӗ эсир ҫӗлен пек вичкӗн ӑслӑ, кӑвакарчӑн пек йӑваш пулӑр.
Порівняти
Дослідити Матфей 10:16
2
Матфей 10:39
Хӑйӗн пурӑнӑҫне упраса хӑваракан ӑна ҫухатӗ. Хӑйӗн пурӑнӑҫне Мана халалласа ҫухатакан ӑна упраса хӑварӗ».
Дослідити Матфей 10:39
3
Матфей 10:28
Ӳт-пӗве пӗтерекенсенчен ан хӑрӑр, вӗсем чуна пӗтереймӗҫ. Хӑрасса вара ӳт-пӗве те, чуна та тамӑкра пӗтерме пултараканран хӑрӑр.
Дослідити Матфей 10:28
4
Матфей 10:38
Кам хӑйӗн асап хӗресне йӑтса Ман хыҫҫӑн пымасть, ҫав Мана тивӗҫлӗ мар.
Дослідити Матфей 10:38
5
Матфей 10:32-33
Ҫапла вара, кам та кам халӑх умӗнче Мана ӗненнине пӗлтерет, Эпӗ те Ҫӳлти Аттем умӗнче ҫав ҫын ҫинчен пӗлтерӗп. Кам халӑх умӗнче Манран тунать, Эпӗ те Ҫӳлти Аттем умӗнче унран тунӑп».
Дослідити Матфей 10:32-33
6
Матфей 10:8
Чирлисене сыватӑр, юхан-суранлисене тасатӑр, вилнисене чӗртӗр, усалсене хӑваласа кӑларӑр. Тӳлевсӗр илтӗр, тӳлевсӗрех парӑр.
Дослідити Матфей 10:8
7
Матфей 10:31
Ҫавӑнпа та ан хӑрӑр: эсир, паллах, пӗчӗкҫӗ вӗҫен кайӑк йышӗнчен хаклӑрах.
Дослідити Матфей 10:31
8
Матфей 10:34
«Эпӗ ҫӗр ҫине канӑҫлӑх кӳме килнӗ тесе ан шухӑшлӑр. Эпӗ канӑҫлӑх мар, хӗҫ кӳме килнӗ.
Дослідити Матфей 10:34
Головна
Біблія
Плани
Відео