Апостолсен ӗҫӗ-хӗлӗ 1

1
1-мӗш сыпӑк
Иисус тӳпене ҫӗкленни
1-2Эй, Феофил, эпӗ хамӑн малтанхи кӗнекемре Иисус Хӑй ӗҫне тума пуҫланӑранпа тӳпене ҫӗкленичченех мӗн-мӗн туни тата мӗне вӗрентни ҫинчен пӗтӗмпех ҫырнӑччӗ. Хӑй суйласа илнӗ апостолӗсене Вӑл тӳпене ҫӗкленнӗ кун Святой Сывлӑш хӑвачӗпе хушусем парса хӑварнӑ. 3Асапланса вилнӗ хыҫҫӑн Вӑл вӗренекенӗсене хӗрӗх кун хушши курӑннӑ, Хӑй чӗррине нумай хутчен ҫирӗплетнӗ, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен кала-кала кӑтартнӑ. 4Вара, вӗсене пӗрле пуҫтарса, Вӑл ҫапла хушса хӑварнӑ: «Иерусалимран ан кайӑр, Аттем мӗн шантарнине кӗтӗр, ун пирки Эпӗ сире каланӑччӗ. 5Мӗншӗн тесен Иоанн шывпа тӗне кӗртнӗ, эсир вара тепӗр темиҫе кунран Святой Сывлӑшпа тӗне кӗрӗр». 6Ҫавӑнпа та пӗрле пуҫтарӑннӑ апостолсем Унран ҫапла ыйтнӑ: «Хуҫамӑр! Эсӗ ҫав хушӑра Израиль халӑхне ҫӗнӗрен патшалӑх туса парасшӑн мар пулӗ те?» 7Вӑл вара вӗсене каланӑ: «Аттем Хӑй ирӗкӗпе палӑртса хунӑ вӑхӑтпа куна пӗлесси сирӗн ӗҫӗр мар. 8Анчах та Святой Сывлӑш сирӗн ҫине ансан эсир хӑват илӗр. Вара Ман ҫинчен Иерусалимра та, пӗтӗм Иудейӑра та, Самарире те, тӗнче хӗррине ҫитичченех каласа ҫирӗплетекенсем пулӑр». 9Ҫак сӑмахсене каласан вӗсен куҫӗ умӗнчех Вӑл тӳпене ҫӗкленнӗ те Ӑна пӗлӗт илсе кайнӑ. Вӑл куҫран ҫухалнӑ. 10Вӑл тӳпене ҫӗкленнине апостолсем пӑхса тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра, тӳпенелле пӑхнӑ чухне, вӗсем сасартӑк хӑйсемпе юнашар шурӑ тумлӑ икӗ ҫын тӑнине курнӑ. 11«Эй, Галилея ҫыннисем! – тенӗ вӗсем. – Мӗн эсир тӳпенелле пӑхса тӑратӑр? Эсир Иисус хӑвӑртан уйӑрӑлса тӳпене ҫӗкленнине куртӑр. Вӑл тӳпене епле ҫӗкленчӗ, килессе те ҫавнашкалах килӗ».
Иуда вырӑнне урӑх апостола суйлани
12Апостолсем вара Елеон текен ту ҫинчен Иерусалима тавӑрӑннӑ. Тӑвӗ Иерусалимран инҫех те мар, шӑмат кун утма юранӑ ҫул тӑршшӗнче, пӗр ҫухрӑма яхӑнра, вырнаҫнӑ пулнӑ. 13Тавӑрӑнсассӑн вӗсем хӑтлӑ пӳлӗме хӑпарнӑ. Унта Иисусӑн ҫак вӗренекенӗсем пулнӑ: Петр, Иаков, Иоанн, Андрей, Филипп, Фома, Варфоломей, Матфей, Алфей Иаковӗ, Симон Зилот тата Иаковпа пӗртӑван Иуда. 14Вӗсем пурте пӗр шухӑш-кӑмӑлпа Турра кӗлтуса пурӑннӑ. Вӗсемпе пӗрле унта темиҫе хӗрарӑм, Иисус Амӑшӗ Мария тата Иисусӑн тӑванӗсем пулнӑ.
15-16Тепӗр темиҫе кунран ҫавӑнта ҫӗр ҫирӗм ҫынна яхӑн пухӑннӑ. Ҫавӑн чухне Петр тӑрса Иисус вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Тӑван ҫыннӑмсем! Иисуса тытакансене ертсе пынӑ Иуда ҫинчен Святой Сывлӑш Давид сӑмахӗсемпе малтанах пӗлтерсе хунӑ. Ҫырнинчи ҫав сӑмахсен пурнӑҫланмалла пулчӗ. 17Мӗншӗн тесен Иуда пирӗнпе пӗр йышраччӗ, Турӑ ӗҫне тума ӑна та шӑпа тухнӑччӗ. 18Анчах та таса мар ӗҫшӗн илнӗ укҫипе Иуда пӗр ана ҫӗр туянчӗ. Унӑн виллине те, питӗ хытӑ ӳкнипе вар-хырӑмӗ ҫурӑлса, ӑш-чикки тухса кайнӑскере, ҫав ана ҫинчех тупнӑ. 19Ҫакна Иерусалим ҫыннисем пурте пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӑл ана вырӑнне тӑван чӗлхипе вӗсем Акелдама тесе ят панӑ, ку вӑл Юн Ани тени пулать. 20Псалом кӗнекинчех ҫапла ҫырнӑ: „унӑн кил-ҫурчӗ пушанса юлтӑр, унта пурӑнакан ан пултӑр“, тата „ӑна шанса панӑ ӗҫе урӑххи тутӑр“ тени те пур. 21Ҫапла вара ун вырӑнне пирӗн урӑххине суйламалла. Вӑл ҫын Иисус Хуҫамӑр пирӗнпе пулнӑ чухне яланах Ун хыҫҫӑн ҫӳренӗскер пулмалла. 22Вӑл ҫын Иоанн шыва кӗртнинчен пуҫласа Иисус тӳпене ҫӗкленнӗ кунчченех пирӗнпе пулса, Вӑл чӗрӗлсе тӑнине ҫирӗплетсе пӗлтерекен пулмалла». 23Вара икӗ ҫынран пӗрне суйлама сӗннӗ: пӗри Варсава, тепӗр майлӑ тата Иуст текен Иосиф, пулнӑ; тепри – Матфий. 24«Хуҫамӑр! – тенӗ вӗренекенӗсем кӗлтуса. – Эсӗ кашнин чӗрине витӗр курса тӑратӑн, ҫак иккӗшӗнчен пӗрне, Ху суйласа илнине, кӑтартсамччӗ. 25Иуда йышран уйӑрӑлса хӑй каймалли ҫӗре кайрӗ. Ун вырӑнне апостол тивӗҫне камӑн туса пымаллине кӑтартсамччӗ!» 26Вара вӗсем шӑпа янӑ та, шӑпи Матфие тухнӑ. Ӑна вара вун пӗр апостолпа пӗрле пӗр йыша кӗртнӗ.

سرخی

شئیر

کاپی

None

کیا آپ جاہتے ہیں کہ آپ کی سرکیاں آپ کی devices پر محفوظ ہوں؟ Sign up or sign in